Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ ҫавӑн пек пысӑк мар лаптӑкра ҫавӑн чухлӗ пылчӑк пулнине ку таринччен нихҫан та курманччӗ, уйри тата вӑрманти тасалӑха хӑнӑхнӑ хыҫҫӑн хулан ҫак кӗтесӗ мана кичемлентерсе яратчӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑш-пӗр чухне тухтӑр тӑрӑхласа калаҫнисем Кольӑна кичемлентерсе яраҫҫӗ, анчах тӑтӑшрах чухне ҫамрӑк йӗкӗте вӗсем темле мӑнаҫлантараҫҫӗ те; ҫав калаҫусене Коля хӑй палланӑ ҫынсене тепӗр хут каласа ҫӳрет, лешсем пурте тӗлӗнсех каяҫҫӗ вара, ҫакӑ ӗнтӗ ӑна хӑйне ыттисенчен уйрӑлса тӑракан ҫын пек — питех те интеллигентла тата ытла та ҫивӗч ӑслӑ ҫын пек, туйма май парать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Кайрантарах Жоржеттӑна хӑрани кичемлентерсе ҫитерчӗ; вӑл паттӑрланса чӳречерен пӑхрӗ.Наконец, Жоржетте наскучило бояться, она расхрабрилась и выглянула в окно.
IV // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Умра — пӗлӗтсем, эпӗ ҫак пӗр вӗҫӗмсӗр тӑсӑлакан, кичемлентерсе тӑракан шура сӑнран хӑтӑлас шутпа, ҫӳлелле вӗҫсе хӑпаратӑп, пӗлӗтсем хушшине кӗрсе каятӑп…
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ытлашши шавлах мар та, анчах пылчӑклӑ урам, ун пеккисем Мускавра лак- туллиехчӗ, пушшех кичемлентерсе яратчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Астӑватӑп-ха, ҫав шӑршӑ мана темле кичемлентерсе яратчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1