Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

килетчӗ (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манӑн та ун пек вӗренес килетчӗ.

И мне хотелось научится играть как он.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ҫамрӑк чухне Сергей Есенин сӑввисене вулама питӗ юрататтӑм та /вӑл та ял поэчӗ вӗт!/ — хамӑн та ун пекех шӑрҫалас килетчӗ.

В молодости очень любил читать стихи Сергея Есенина (он ведь тоже сельский поэт!) — и самому хотелось сложить так красиво.

Кам ҫине кӑвар сиксе ӳкнӗ, ҫавӑн ҫунмалла, е Амӑшӗн пехилӗ пурнӑҫланса пырать // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

йӑлтах-йӑлтах кӑмӑла килетчӗ.

Все - все мне было по душе.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ҫавӑнпа манӑн математика вӗрентекенӗ пулас килетчӗ.

Поэтому мне хотелось быть учителем математики.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

«Тӳпере вертолет вӗҫнине курсан пилот вырӑнне ларас килетчӗ. Хутран самолет туса выляма юрататтӑм. Шкула тӗрлӗ ҫар училищинчен час-часах килсе ҫӳретчӗҫ. Сызраньти офицерсемпе йӗркеленӗ тӗлпулу хыҫҫӑн летчик пулас ӗмӗт ҫирӗпленчӗ», — пӗлтерчӗ авиаци аслӑ училищин 2-мӗш курс студенчӗ.

"Когда видел летающий вертолёт хотелось сесть вместо пилота. Любил играть самолетиками из бумаги. В школу часто приходили из разных военных училищ. После встречи с офицерами из Сызрани, разгорелась мечта стать лётчиком", - сказал студент 2-ого курса высшего авиационного училища.

Тӳпере вӗҫме ӗмӗтленет // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

33. Тавару тинӗс тӑрӑх килетчӗ те — эсӗ тӗрлӗ халӑха тӑрантараттӑн; иксӗлми мулупа тата суту-илӗвӳпе ҫӗр ҫинчи патшасене пуянлататтӑн. 34. Сана тинӗссем тӗпсӗр авӑрта ҫӗмӗрсе тӑксан, тавару та, сан ҫинче кӗпӗрленсе тӑракансем те пурте шыва ӳкрӗҫ. 35. Ҫакна пӗлсен, пӗтӗм утрав халӑхӗ сехӗрленчӗ, вӗсенӗн патшисем те ҫӳҫенчӗҫ, сӑнран улӑшӑнчӗҫ. 36. Ытти халӑхсен сутуҫисем шӑхӑрса ячӗҫ; эсӗ сехре хӑппи пулса тӑтӑн — эсӗ ӗнтӗ ӗмӗрне те пулмӑн».

33. Когда приходили с морей товары твои, ты насыщал многие народы; множеством богатства твоего и торговлею твоею обогащал царей земли. 34. А когда ты разбит морями в пучине вод, товары твои и все толпившееся в тебе упало. 35. Все обитатели островов ужаснулись о тебе, и цари их содрогнулись, изменились в лицах. 36. Торговцы других народов свистнули о тебе; ты сделался ужасом, - и не будет тебя во веки».

Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Дедан юланутпа ҫӳреме хаклӑ ашӑксем илсе килетчӗ, санпа ҫавӑнпа суту-илӳ тӑватчӗ.

20. Дедан торговал с тобою драгоценными попонами для верховой езды.

Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Эсӗ кайнах пултӑрччӗ, мӗншӗн тесессӗн аҫу килне санӑн чӑтма ҫук каяссу килетчӗ, — мӗншӗн-ха эсӗ манӑн турӑсене вӑрларӑн? тенӗ.

30. Но пусть бы ты ушел, потому что ты нетерпеливо захотел быть в доме отца твоего, - зачем ты украл богов моих?

Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Тимӗрҫӗре ӗҫленӗскерӗн алли килетчӗ — вӗсене вӑл киввисенчен майлаштарса е ҫӗнӗрен хӑех ӑсталатчӗ.

Помоги переводом

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

— Тахҫан «Ревизорти» Хлестаков рольне калӑплас килетчӗ.

Помоги переводом

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Манӑн та сцена ҫинче пӗр-пӗр сӑнара калӑпласа залра ларакансен чунне тыткӑнлас килетчӗ.

Помоги переводом

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ял ҫыннисем кашни фильма хаваспах пӑхатчӗҫ, хӑшӗ-пӗри 2-3 хут та курма килетчӗ.

Помоги переводом

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней