Поиск
Шырав ĕçĕ:
Темиҫе эрнерен Белогорск крепӑҫӗнчи пурнӑҫ маншӑн аптӑрами кӑна мар, кӑмӑла килекен те пулса тӑчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Шутлӑр манӑн ват вӗри чирпе чирленӗ тесе; эпӗ сывалма та, вилме те пултаратӑп; вӑл та, ку та йӗркеллех; ман ҫине хӑвӑра паллӑ мар чирпе аптӑракан пациент ҫине пӑхнӑ пек пӑхма тӑрӑшӑр, — вара сирӗн мӗн пулассине ҫав тери пӗлес килекен пулӗ, эсир халь манпа физиологи енӗпе темиҫе паха сӑнав тума пултартӑр…
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Грушницкий княжнана кӑна суйлать, ытти йӗкӗтсем те минутсерен ӑна суйлаҫҫӗ: ку ӗнтӗ мана хирӗҫ пӗр кавара килнине пӗлтерет; эппин лайӑхрах та-ха: унӑн манпа калаҫасси килӗ, ӑна чӑрмантараҫҫӗ, — апла унӑн манпа темӗн пек курса калаҫасси килекен пулать.
Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Куртӑм, пӗр адъютант пурччӗ унта, пӗр хӑюсӑртарах гвардеец та тата пӗр ҫак кунсенче ҫеҫ килнӗ темӗнле хӗрарӑм, княҫӗ енчен килекен тӑванӗ пулас, питӗ чиперскер хӑй, анчах ытла хӗне кайнӑ пулмалла…
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ӗнтӗ мӗн каласан та Грушницкий хӑй ҫинчи трагедиллӗ мантие хывса пӑрахнӑ самантсенче самаях кӑмӑла килекен ҫынччӗ, ун пек чухне ӑна курсан, кӑмӑл уҫӑлать вара.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— «Рихтгофен», анчах «лавочниксенчен» хӑратӑн! — терӗ Мересьев ҫилӗпе, шӑл витӗр, ҫывхарсах килекен тӑшмансен стройӗ ҫине пӑхса.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ту хушшине ҫӗмӗрттерсе кӗнӗ ҫил Хурах Шӑпчӑк пек улать, шӑхӑрать, часах акӑ чул хӗрес те хӗвелтухӑҫ енчен капланса килекен ҫӑра тӗтре хумӗсен ӑшне пытанчӗ…
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Унӑн вӗҫсе килекен «мессерсене» никамран малтан асӑрхасси килчӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Танксем урамсем тӑрӑх тупӑсемпе пулеметсенчен персе, мӗнле нимӗҫ таврашӗ пур — ҫавсене пурне те таптаса тухнӑ, нимӗҫ гарнизонӗсен юлашкийӗсем тӗрлӗ ҫӗрелле тарса пӗтсен вара, танкистсем тата танксем ҫинче ларса пынӑ мотопехота боеприпас склачӗсене тивертсе янӑ, кӗперсене сывлӑшалла сиктернӗ, станцисенчи стрелкӑсене, рельсӑсене ҫӗмӗрсе хӑварнӑ, чакса килекен нимӗҫсен поезчӗсене питӗрсе лартнӑ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кунта халӗ фронта каякан составсем кӑна ҫӳренӗ, вӗсемпе ҫар ҫыннисем столицӑран тухса кайса, пӗр-икӗ сехетренех хӑйсен оборонӑра тӑракан дивизийӗсен иккӗмӗш эшелонӗсене ҫитнӗ, тата электрически поездсем кашни ҫур сехетрех хула ҫывӑхӗнче пурӑнакан рабочисене тата хулана сӗт, ҫырла, кӑмпа, пахча-ҫимӗҫ илсе килекен хресчен хӗрарӑмӗсене платформа ҫине кӑларса янӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ман вулакансенчен ялта пурӑнманнисем уесри хӗрсем мӗн тери кӑмӑла килекен ҫынсем иккенне ниепле те пӗлме пултараймаҫҫӗ!
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ҫакӑ, халӗ публикӑна вулама сӗнекен И. П. Белкин ҫырнӑ Повӗҫсене кӑларма тытӑннӑ май, хамӑр тӑван халӑхӑн сӑмахлӑхне юратакансен пӗлес килекен кӑмӑлне кӑшт та пулин тултарас тесе, эпир вилнӗ авторӑн пурӑнӑҫӗ ҫинчен кӗскен те пулин хушса калас терӗмӗр.
Издательрен // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Анчах кунти вӑрттӑн ӗҫ икӗ хут хӑрушӑрах: ӑна вӑрттӑн ӗҫлекенсене путарса, таптаса лартма тӑрӑшакансен сӑмси умӗнчех, надзирательсен куҫӗсем умӗнчех, вӗсем кӑтартса паракан вырӑнсенче, вӗсенчен килекен секундсенче, вӗсем туса хуракан условисенче туса пыраҫҫӗ.
Скорепа пичче // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Хамӑра кичем пулсан та юрлатпӑр, хӗвеллӗ кун пулсан та юрлатпӑр, хамӑрпа текех нихҫан та тӗл пулмалла мар тухса каякан юлташа юрӑпа ӑсататпӑр, хӗвелтухӑҫӗнчен килекен ырӑ хыпарсене юрӑпа саламлатпӑр, чуна лӑплантарма юрлатпӑр та савӑннипе юрлатпӑр — ҫынсем ӗмӗр-ӗмӗр юрланӑ пек тата ҫӗр ҫинче пурнӑҫ пур чухне малашне те юрлас пек юрлатпӑр.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӑл каҫсенче пӗр ҫывӑрмасӑр манпа юнашар пулса, ҫывхарсах килекен вилӗме йӗпе компрессем туса хӑваласа янӑ.Ночами он бодрствовал надо мной и белыми холодными компрессами отгонял приближавшуюся смерть.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӗсен темиҫе эшелонпа Мускав ҫинелле килекен соединенийӗсене пирӗннисем пӳлсе илнӗ те, ҫав тери хаяр ҫапӑҫу хыҫҫӑн таҫта, Подсолнечнӑй ҫывӑхӗнче аркатса тӑкнӑ, пӗр «юнкерс» кӑна сывлӑшри ункӑ урлӑ каҫса, ҫӳлтен ҫӳле хӑпарса, столица патнелле вӗҫсе пынӑ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах ялтан килекен ҫынсем хӑйсене ҫакнашкал тытма хӑнӑхман, «вӗсен ҫав самантрах реакци пуҫланать», ку вара нумай чухне хирӗҫӳсем патне илсе ҫитерет.
Мускав хуралҫи: "Чӑвашсем уйӑхне 8 пиншӗн те ӗҫлеме хатӗр" // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах
Акӑ ҫывхарса килекен команда кӗпӗртетни илтӗне пуҫларӗ, йывӑҫсем хушшипе хӗҫпӑшалсем йӑлтӑртатни курӑнать.Тогда услышали шум приближающейся команды, оружия блеснули между деревьями.
XIX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Арҫынӗсем ӗҫеҫҫӗ, тавлашаҫҫӗ, ахӑлтатса кулаҫҫӗ, пӗр сӑмахпа каласан, каҫхи апат пит савӑнӑҫлӑ иртрӗ — кӑмӑла килекен аса-илӳсем нумай хӑварчӗ.
X сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Акӑ мӗншӗн ӗнтӗ Камышинран килекен ҫырусем унӑн чӗринче ҫав тери тӗрлӗ тӗслӗ туйӑмсем ҫуратнӑ, — вӗсем савӑнтарнӑ, хуйхӑртнӑ, шанчӑк та панӑ, пӑлхатнӑ та, вӗсем пӗр вӑхӑтрах ӑна хавхалантарнӑ та, асаплантарнӑ та.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950