Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче кашни библиотека уйрӑм направленипе ӗҫленӗ. Эпир музей тата таврапӗлӳ ӗҫне суйларӑмӑр. Ҫавӑн чухнех музей йӗркелеме тӗллев лартрӑмӑр. 1985 ҫулта музей валли япаласем пуҫтарма пуҫларӑмӑр. Чи малтан музей Мария Ивановна Шикаревӑн, манӑн хуняман, япалисемпе пуянланчӗ. Акчура ялӗнче пурӑнакан ватӑсем пире авалхи кӗписене пачӗҫ. Ялсем тӑрӑх тӗрлӗ савӑт-сапа, хатӗр-хӗтӗр пуҫтарса ҫӳреттӗмӗр. Хӑйсем илсе килекенсем те пулнӑ. Ҫапла майӗпен-майӗпен эпир музее «ҫӗклерӗмӗр». Халӗ кунта чылай ҫын килсе ҫӳрет, хӑнасене те тарават эпир», — музейпе паллаштарнӑ май кӑмӑлӗ уҫӑлчӗ Людмила Валериановнӑн.
Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
9. Петр ӑна каланӑ: эсир капла Турӑ Сывлӑшне сӑнама пӗр канашлӑ пултӑр-и? акӑ санӑн упӑшкуна пытарса килекенсем алӑкран кӗреҫҫӗ, сана та йӑтса тухӗҫ, тенӗ.
Ап ӗҫс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Эпӗ ҫапла хуравларӑм: акӑ ӗнтӗ, Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ тӗнче пӗтнӗ тӗле чӗрӗ юлнисене ҫывӑх, манран малтан пулнисем е эпир хамӑр, е пирӗн хыҫҫӑн килекенсем мӗн тӑвӑпӑр вара? терӗм.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӗсене Схедия ятлӑ вырӑна илсе ҫитерсессӗн, патша каланипе, тинӗс ҫулҫӳревӗ те вӗҫленнӗ; патша иудейсене хула умне, лашасене ӑмӑртса чуптарма уйӑрнӑ уҫӑ ҫӗре, тӑратма хушнӑ; ҫакӑ анлӑ ҫавра вырӑнта иудейсене пурин умӗнче те — хулана килекенсем умӗнче те, каялла ҫӗршыв варринелле каякансем умӗнче те — тӗслӗхшӗн мӑшкӑл кӑтартма питӗ меллӗ пулнӑ; ҫапла вӗсене ҫарпа та ҫыхӑнма паман, пӗр-пӗр кӗтес те пулин паман.
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Кӗтӳсене ҫӑл патне хӑваласа килекенсем хушшинче те, ҫавӑнта та Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлаччӑр, Израиль ҫулпуҫӗсене мухтаса юрлаччӑр! Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа халӑхӗ хапха умне тухнӑ.
Тӳре 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Республикӑра вӗсемпе хамӑр ҫынсенчен ытла ютран килекенсем тата пуҫтарса ҫӳрекен усламҫӑсем сутӑ тӑваҫҫӗ.
Чӑваш пылӗпех чей ӗҫесчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Столовӑйра хӗллехи вӑхӑтра кӑна кӑшт сывласа яма пулать – килекенсем сахалрах, хӗрӳ тапхӑрта – ҫурхи ака, вырма вӑхӑтӗнче – каҫчченех плита умӗнче, хирте тӑрӑшакансене 3 хутчен вӗри апатпа тивӗҫтермелле.
Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10
Ҫимешкӗн Ишлейрен ятарласа килекенсем те пур, – ҫынсен кӑмӑлне тупма пултарнишӗн хӑй те хӗпӗртенине систерчӗ хастар.
Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10
Пысӑк та капмар кӗлеткесемпе ял ҫыннисем киленеҫҫӗ, таврари ялсенчен, районтан, тӗрлӗ хуласенчен яла килекенсем тӗлӗнеҫҫӗ.
Ӳркенмен çын чăннипех те ăста // А.МАРИЯН. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26