Поиск
Шырав ĕçĕ:
Лиза, хураскер, палламан ҫынсем умне ҫаплипех тухма вӑтаннӑ-мӗн; вӑл ыйтма хӑйман, анчах та ырӑ мисс Жаксон ӑна каҫарӗ, тесе шаннӑ…
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
30. Эсир те унччен Турра пӑхӑнмасӑр пурӑнаттӑрччӗ, халӗ вара вӗсем пӑхӑнмасӑр пурӑннине кура Турӑ сире каҫарнӑ, 31. ҫавӑн пекех вӗсем те халӗ Турра пӑхӑнмасӑр пурӑнаҫҫӗ, сире пула Турӑ вӗсене те каҫарӗ: 32. пурне те ҫӑлмашкӑн Турӑ пурне те Хӑйне пӑхӑнми тунӑ.
Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫылӑхӑмӑрсене йышӑнса каласа кӑтартатпӑр пулсассӑн, Вӑл Хӑй тӗрӗс те тӳрӗ пулнӑран пирӗн ҫылӑхӑмӑрсене каҫарӗ, пире кирек мӗнле тӗрӗсмарлӑхран та тасатӗ.
1 Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Кама та пулин ҫилленнӗ пулсан, кӗлӗре тӑнӑ чухне эсир ӑна каҫарӑр, вара Ҫӳлти Аҫӑр та сирӗн ҫылӑхӑрсене каҫарӗ.
Мк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эсир ҫын ҫылӑхне каҫарсан, Ҫӳлти Аҫӑр та сире каҫарӗ; 15. эсир ҫын ҫылӑхне каҫармасан, Ҫӳлти Аҫӑр та сирӗн ҫылӑхӑрсене каҫармӗ.
Мф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17-18. Турӑ вара, саккун урлӑ сӑмах панӑ пек, Хӑйӗн пӗтӗм халӑхне сыхласа хӑварчӗ, пурне те еткерлӗхне, патшалӑхне, священниксен тивӗҫлӗхне тата тасалӑх тивлетне тавӑрса пачӗ, — эпир Турра шанатпӑр, — кӗҫех Вӑл пире каҫарӗ те тӗнчипе сапаланса пӗтнӗскерсене сӑваплӑ вырӑна пуҫтарӗ: 19. Вӑл ӗнтӗ пире пысӑк инкексенчен хӑтарса хӑварчӗ, аслӑ вырӑна тасатрӗ.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫылӑхли хӑйӗн ҫулӗнчен, йӗркесӗр ӗҫ тӑвакан хӑйӗн усал шухӑшӗсенчен пӑрӑнтӑр, Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнтӑр, Вӑл ӑна каҫарӗ, пирӗн Туррӑмӑр патне пытӑр: Вӑл нумай ырӑлӑхлӑ.
Ис 55 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Халӑх Сион ҫинче Иерусалимра пурӑнӗ; эсӗ нумаях хӳхлемӗн — эсӗ ӗсӗклесех йӗнине илтсессӗн Вӑл сана каҫарӗ, йӗнине илтсессӗнех сана хуравлӗ.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Турӑ ҫырлахать тесе хӑрамасӑр ан пурӑн, ҫылӑх ҫумне ҫылӑх ан хуш, 6. «Туррӑн ырӑлӑхӗ аслӑ, Вӑл манӑн йышлӑ ҫылӑха каҫарӗ» тесе ан шутла: 7. Унӑн ырӑлӑхӗ те, ҫилли те пур, Унӑн хаярлӑхӗ ҫылӑхлӑ ҫынсем ҫинчех тӑрать.
Сир 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӑл сирӗн пата кӗҫех хӑрушшӑн килӗ, пуҫлӑхра тӑракансене ҫирӗп сут тӑвӗ: 6. мӗскӗн ҫынна каҫарӗ, вӑйлисене вара вӑйлӑ тӗрӗслӗ, тӗппипе тӗпчесе пӗлӗ.
Ӑсл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Анчах Турӑ вӗсене каллех хӗрхенсе каҫарӗ те каялла хӑйсен ҫӗрӗ ҫине илсе килӗ; вара Турӑ Ҫурчӗ туса лартӗҫ, ку Ҫурт ӗлӗкхи пекех пулмӗ.
Тов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл сана ывӑлусен ӗҫӗсемшӗн хаса парӗ, тӳрӗ ҫынсен ывӑлӗсене каллех хӗрхенсе каҫарӗ.Он накажет тебя за дела сынов твоих и опять помилует сынов праведных.
Тов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Давид каланӑ: ача чӗрӗ чухне эпӗ типӗ тытрӑм, макӑртӑм, кам пӗлес пур, тен, Ҫӳлхуҫа мана каҫарӗ те, ача чӗрӗ юлӗ тесе шухӑшларӑм.
2 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эхер те эсӗ хӑвна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, пурӑнмашкӑн паракан пӗр-пӗр хулу пирки: 13. унта санӑн таврашунтан йӗркесӗр ҫынсем пынӑ та хулара пурӑнакансене: «каяр та хӑвӑр пӗлмен урӑх турӑсене пӑхӑнса тӑма пуҫлар» тесе астарни ҫинчен илтсессӗн, 14. шыраса туп вӗсене, тӗпче, лайӑх ыйтса пӗл; ку чӑнах та тӗрӗс пулсассӑн, ҫак йӗрӗнчӗк ӗҫ санӑн йышунта пулса иртнӗ пулсассӑн, 15. ҫав хула ҫыннисене хӗҫпе пӗтерсе тух, хулара мӗн пуррине пӗтӗмпех, тӗппипех пӗтермелле тупала, выльӑх-чӗрлӗхне те хӗҫпе пӗтерсе тух; 16. туртса илнӗ мӗнпур пурлӑха унти уҫӑ вырӑна пуҫтар та, Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳрсе, хулине те, туртса илнӗ пурлӑхне те вут-ҫулӑмпа ҫунтарса яр, хула ҫапла ӗмӗрлӗхе ишӗлсе вырттӑр, нихӑҫан та ӑна ҫӗнӗрен лартмалла ан пултӑр; 17-18. пӗтмелле тупаланинчен нимӗн те санӑн аллу ҫумне ан ҫыпҫӑнтӑр; Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче [ырӑ та] юрӑхлӑ ӗҫ туса Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, сӑмахӗсене итлесе тӑрсассӑн, эпӗ сана халӗ ӳкӗтлесе каланине — Унӑн ӳкӗчӗсене — туса тӑрсассӑн, Вӑл Хӑйӗн ҫиллин хаярлӑхне чакарӗ те, [Хӑй сана каланӑ пек,] санӑн аҫусене тупа туса каланӑ пек, сана ырӑлӑх парӗ, сана каҫарӗ, сана ӗрчетсе ярӗ.
Аст 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Пӗлмен пирки эсир Ҫӳлхуҫа Моисее каласа панӑ ҫак ӳкӗтсене пӑссассӑн, вӗсене пӗтӗмпе пурӑнӑҫласа тӑмасассӑн, 23. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сире Моисей урлӑ мӗн ӳкӗтленине пурне те Вӑл ӳкӗтленӗ кунран пуҫласа малашне сыпӑкран сыпӑка туса тӑмасассӑн, 24. ҫапла халӑх астӑвайман пирки йӑнӑш тусассӑн, ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе, пӗтӗм халӑх пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн [айӑпсӑр] ҫамрӑк вӑкӑр кӳтӗр; йӗрке тӑрӑх унпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни, ун ҫине юхтармалли парне тата ҫылӑхшӑн пӗр качака таки кӳтӗр; 25. вара священник Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне тасатӗ, йӑнӑшпа пулнӑран вӗсен ҫылӑхӗ те каҫарӑнӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем хӑйсем кӳрес парнине Ҫӳлхуҫана пачӗҫ ӗнтӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗшӗн, хӑйсем йӑнӑш тунӑшӑн парне кӳчӗҫ; 26. Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне тата вӗсем хушшинче пурӑнакан ютран килнӗ ҫынна Турӑ каҫарӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫакна пӗтӗм халӑх йӑнӑшпа тунӑ.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.