Поиск
Шырав ĕçĕ:
Нумай выртнипе унӑн кӑкӑрӗ ыратакан пулнӑ иккен.
XXVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Анчах Давыдов, кубанка шӑтса тухасса шанса тӑнӑ хушӑрах, хӑйне иккӗлентерекен шухӑшӗсене ниепле те сирсе яраймарӗ, ҫавӑнпа та вӑл правлени ӑйӑрне йӗнерлесе кашни кунах хӗвел хӗртнипе кӑмрӑклансах ларнӑ, акса хӑварнӑ пулин те вилнӗ пек хуралса выртнипе хӑратакан уйсене пӑхма кая-кая ҫӳрерӗ.
37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хумсем ҫав чулсем ҫине шӑршлӑ тинӗс курӑкӗн — кӗрен те ылтӑн тӗслӗ е симӗс курӑкӑн лӑймакине кӑларса ывӑтнӑ; хӗвел ҫинче тата вӗри чул ҫинче выртнипе курӑк типсе куштӑркаса кайнӑ, тӑварлӑ сывлӑш йодӑн тӑкӑскӑ шӑршипе тулнӑ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
— Хӑрарӑм, Андрей Иванӑч, нумай выртнипе шӑтаймӗ терӗм.— Опасался, Андрей Иваныч: а вдруг залежались зернышки, не прорастут.
24-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑшпӗр чухне кил хуҫи арӑмӗ, ҫак пӳлӗме кӗрсе, ӑна юсама, тасатма шут тытсан, Захар ҫине тӑрсах ҫапла пӗлтерет: щеткӑсем, вакса, атӑсем ӑҫта выртнине пӗлесси — хӗрарӑм ӗҫӗ мар, унӑн ҫи-пуҫӗ урайӗнче купаланса выртнипе, тӳшекӗ кӑмака хыҫӗнче, тусан ҫинче выртнипе никамӑн та ӗҫ ҫук, вӑл ҫи-пуҫа Захар хӑй тӑхӑнмалла, вӑл тӳшек ҫинче хӑй ҫывӑрмалла, кил хуҫи арӑмӗ мар.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чей ӗҫме пуҫтарӑнма тытӑнаҫҫӗ: пӗрин пичӗ пӗркеленнӗ, куҫӗсем те шывланса тӑраҫҫӗ; теприн выртнипе питҫӑмартийӗпе тӑнлавӗ хӗрелсе кайнӑ; виҫҫӗмӗшӗ, ыйха пула, ют сасӑпа калаҫать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫапах та Обломов нумай выртнипе саралнӑ страницӑна вуласа тухрӗ, — ҫакӑнта пӗр уйӑх каялла вулама чарӑннӑччӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов ҫапла шухӑшласа выртнипе хӑйӗн вырӑнӗ патӗнче ҫав тери ырханкка, хура господин тӑнине те асӑрхамарӗ; господин пит-куҫне пӗтӗмпех бакенбарда, усси тата шӗвӗр сухал хупӑрласа илнӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӗсӗк диван ҫинче выртнипе ҫывӑрнӑ хулпуҫҫи суран пек сурать.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ку йӑла вара ҫапла пуҫланатчӗ: Даша инке конверт ҫине пӑхса е адресне вуласах ҫырура мӗн ҫырнине пӗлесшӗнчӗ, анчах та ҫырусем шывра выртнипе чылайӑшӗн адресне вуласа кӑларма ҫукчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
19. Е тата ҫын чирлесе выртнипе, пӗтӗм шӑмми-шакки хӑрушла сурнипе ӑса кӗрет, 20. вара пурӑнӑҫӗ ҫӑкӑртан, чунӗ юратнӑ апатран пӑрӑнать.
Иов 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.