Поиск
Шырав ĕçĕ:
17. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 18. ҫӑвӑнмашкӑн пӑхӑр савӑт ту, унӑн тӗпне те пӑхӑртан ту, ӑна пуху чатӑрӗпе парне вырӑнӗ хушшине ларт, унта шыв яр; 19. Ааронпа унӑн ывӑлӗсем хӑйсен аллине, урине ҫавӑнтан ҫуса тӑччӑр; 20. вӗсен вилмелле ан пултӑр, ҫавӑнпа пуху чатӑрне кӗмелле чухне вӗсем шывпа ҫӑвӑнса тасалччӑр; парне вырӑнӗ патне Ҫӳлхуҫана парне кӳме пымалла чухне те 21. вӗсен вилмелле ан пултӑр, ҫавӑнпа вӗсем хӑйсен аллине, урине шывпа ҫуса тасатчӑр; ҫакӑ вӗсемшӗн, уншӑн тата унӑн тӑхӑмӗсемшӗн сыпӑкран сыпӑка пыракан ӗмӗрхи йӗрке пулӗ, тенӗ.
Тух 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ааронпа унӑн ывӑлӗсем тӗлӗшӗнчен пурне те Эпӗ хӑвна хушнӑ пек ту; ҫичӗ кун хушши вӗсен аллине тултар.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Унӑн ывӑлӗсене те илсе пыр, вӗсене те хитон тӑхӑнтарт; 9. вӗсене, Ааронпа унӑн ывӑлӗсене, пиҫиххи ҫыхса яр, пуҫ ҫыххийӗсем ҫых, вара йӗрке тӑрӑх священник пуласси ӗмӗрех вӗсене пулӗ; ҫапла Ааронпа унӑн ывӑлӗсен аллине тултар.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Израиль ывӑлӗсем хушшинчен суйланӑ ҫынсем ҫине Хӑйӗн аллине тӑсман Вӑл: вӗсем Турӑ [вырӑнне] курнӑ, ӗҫнӗ те, ҫинӗ те.
Тух 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫавӑн чухне Мариам пророк, Аарон аппӑшӗ, аллине тӳнкӗр тытнӑ, ун хыҫҫӑн пӗтӗм хӗрарӑм тӳнкӗр ҫапса, хӗпӗртесе-савӑнса тухнӑ.
Тух 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Моисей аллине тинӗс ҫине тӑснӑ та, ир тӗлне шыв хӑй вырӑнне таврӑннӑ; Египет ҫыннисем вара [шыва] хирӗҫ чупнӑ.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Моисей хӑйӗн аллине тинӗс ҫине тӑснӑ та, Ҫӳлхуҫа тинӗсе ҫӗрӗпех тухӑҫ енчен вӗрекен вӑйлӑ ҫилпе хӑвалаттарса тинӗс вырӑнне типӗ ҫӗр туса хунӑ, шывӗ уйӑрӑлса тӑнӑ.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Моисей вара аллине тӳпенелле тӑснӑ та, пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче виҫӗ кун сӗм тӗттӗм тӑнӑ; 23. виҫӗ кун пӗрне-пӗри курман, никам та вырӑнтан хускалман; Израиль ывӑлӗсен вара пурин те хӑйсен килӗнче ҫутӑ пулнӑ.
Тух 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӗсем ҫапла тунӑ та: Аарон хӑйӗн туйине тытнӑ аллине тӑсса ҫӗр тусанне ҫапнӑ та — ҫынсене, выльӑх-чӗрлӗхе ӳпре пусса илнӗ.
Тух 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Аарон хӑйӗн аллине Египет шывӗсем ҫине тӑснӑ [та шапа кӑларнӑ]; шапа тухса тулнӑ та Египет ҫӗрне хупласа илнӗ.
Тух 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Фараон патӗнчен тухсассӑн, вӗсем хӑйсене кӗтсе тӑракан Моисейпе Аарона тӗл пулнӑ, 21. вара вӗсене каланӑ: сире Ҫӳлхуҫа Турӑ курса сут тутӑр, мӗншӗн тесессӗн эсир пире фараонпа унӑн чурисем умӗнче курайман ҫынсем турӑр, пире вӗлермешкӗн вӗсен аллине хӗҫ тыттартӑр, тенӗ.
Тух 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Аллине вӑл Турӑ туйи тытнӑ.
Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл вара аллине хӗвне чикнӗ; унтан ӑна хӗвӗнчен туртса кӑларнӑ та, акӑ алли каллех ытти ӳчӗ пекех пулса тӑнӑ.
Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл аллине хӗвне чикнӗ, унтан ӑна [хӗвӗнчен] туртса кӑларнӑ та, акӑ унӑн алли тилҫе сырса илнипе юр пек шуралса кайнӑ.
Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл аллине тӑснӑ та ӑна [хӳринчен] ярса тытнӑ; ҫӗлен унӑн аллинче туя пулса тӑнӑ.Он простер руку свою, и взял его [за хвост]; и он стал жезлом в руке его.
Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара вӑл ашшӗн аллине тытнӑ та ӑна Ефрем пуҫӗ ҫинчен Манассия пуҫӗ ҫине илсе хума тӑнӑ, 18. Иосиф хӑйӗн ашшӗне каланӑ: эй аттем, апла мар, малтанхи — акӑ, хӑвӑн сылтӑм аллуна унӑн пуҫӗ ҫине хурсам, тенӗ.
Пулт 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иосиф хӑйӗн ашшӗ сылтӑм аллине Ефрем пуҫӗ ҫине хунине курнӑ; вӑл ҫакӑншӑн пӑшӑрханса ӳкнӗ.
Пулт 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Анчах Израиль хӑйӗн сылтӑм аллине тӑснӑ та ӑна Ефрем пуҫӗ ҫине, кӗҫӗннин пуҫӗ ҫине, хунӑ, сулахаййине Манассия пуҫӗ ҫине хунӑ.
Пулт 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Унтан Иосиф [хӑйӗн ывӑлӗсене] иккӗшне те ҫавӑтнӑ та Ефрема хӑйӗн сылтӑм аллипе тытса Израилӗн сулахай аллине хирӗҫ, Манассияна сулахай аллипе тытса Израилӗн сылтӑм аллине хирӗҫ пырса тӑратнӑ.
Пулт 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ку ҫул иртсе кайнӑ; вӗсем тепӗр ҫулхине те ун патне пынӑ та каланӑ: кӗмӗл пӗтнине, пирӗн выльӑх кӗтӗвӗсем хуҫамӑр аллине куҫнине эпир хамӑр хуҫамӑртан пытараймастпӑр; ӗнтӗ хамӑр ӳтсӗр пуҫне, хамӑр ҫӗрсӗр пуҫне хуҫамӑр умӗнче пирӗн нимӗн те юлмарӗ; 19. мӗншӗн пирӗн хамӑрӑн та, хамӑрӑн ҫӗрӗмӗрсен те санӑн куҫу умӗнчех пӗтес-ха? тырӑшӑн пире хамӑра та, пирӗн ҫӗрсене те ил, вара эпир ҫӗрӗ-мӗнӗпех фараон чурисем пулӑпӑр, эсӗ пире вӑрлӑх пар, эпир чӗрӗ юлар, вилер мар, ҫӗр пушанса ан юлтӑр, тенӗ.
Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.