Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Тух 29

Раздел: Библи –> Тухни

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.03.28 11:19

Предложений: 18; Слово: 854

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Вӗсене Манӑн священниксем пулма халаллас тесессӗн, вӗсем тӗлӗшӗнчен санӑн акӑ мӗн тумалла: ӗне выльӑхран пӗр пӑру ил, айӑпсӑр икӗ така ил, 2. тата тутлӑлла ҫӑкӑрсем, йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑрсем, йывӑҫ ҫӑвӗ сӗрнӗ тутлӑлла пашалусем ил: вӗсене тулӑ ҫӑнӑхӗнчен пӗҫер, 3. вӗсене пӗр пӗрнене хурса, пӗрнепе илсе пыр, пӑрупа икӗ такине те пӗрлех илсе пыр. 4. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене вара пуху чатӑрне кӗмелли ҫӗре илсе пыр та вӗсене шывпа ҫуса тасат. 5. Вара [сӑваплӑ] тумтирсем илсе, Аарона хитонпа ҫиелти риза, ефодпа кӑкӑрлӑх тӑхӑнтарт, ефод ҫинчен пиҫиххи ҫыхса яр; 6. пуҫне кидар тӑхӑнтарт, кидарӗ ҫине тасалӑх тивлетне кӑтартакан ҫутанкка ҫыпӑҫтар; 7. унтан сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвӗ ил те унӑн пуҫӗ ҫине юхтар, ӑна ҫу сӗр. 8. Унӑн ывӑлӗсене те илсе пыр, вӗсене те хитон тӑхӑнтарт; 9. вӗсене, Ааронпа унӑн ывӑлӗсене, пиҫиххи ҫыхса яр, пуҫ ҫыххийӗсем ҫых, вара йӗрке тӑрӑх священник пуласси ӗмӗрех вӗсене пулӗ; ҫапла Ааронпа унӑн ывӑлӗсен аллине тултар.

10. Пӑрӑва пуху чатӑрӗ умне илсе пыр, [Ҫӳлхуҫа умӗнче пуху чатӑрӗн алӑкӗ патӗнче] Ааронпа унӑн ывӑлӗсем хӑйсен аллисене пӑру пуҫӗ ҫине хуччӑр; 11. пӑрӑва Ҫӳлхуҫа умӗнче пуху чатӑрне кӗнӗ ҫӗрте пус; 12. пӑру юнне ил те пӳрнӳпе парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗрсе тух, [юлашки] юнне пӗтӗмпех парне вырӑнӗн никӗсӗ умне тӑк; 13. ӑшӗнчи мӗнпур ҫӑвӗпе пӗверӗ ҫинчи ҫу ҫурхахне, икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне ил те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтар; 14. пӑру ашне, унӑн тирне, унӑн тасамарлӑхне тапӑр тулашӗнче вут-ҫулӑмпа ҫунтарса яр: ку — ҫылӑхшӑн кӳнӗ парне.

15. Пӗр такине ил те, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем аллисене така пуҫӗ ҫине хурӗҫ; 16. вара такана пус та, унӑн юнне илсе, парне вырӑнне пур енчен те сирпӗтсе тух; 17. такана касса пайла, унӑн ӑшчиккине, ури тунине [шывпа] ҫу, вӗсене касса вакланӑ пайӗсем ҫине, унӑн пуҫӗ ҫине хур; 18. вара такана парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмпех ҫунтарса яр. Ку — Ҫӳлхуҫашӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парне, Ҫӳлхуҫана кӳнӗ ырӑ шӑршӑллӑ парне.

19. Тепӗр такине те илсе пыр, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем аллисене така пуҫӗ ҫине хурӗҫ; 20. вара такана пус та, унӑн юнне илсе, Ааронӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, унӑн ывӑлӗсен сылтӑм хӑлхисен хӗррине сӗр тата вӗсен сылтӑм аллисен пуҫ пӳрнине, сылтӑм урисен пуҫ пӳрнине сӗр; унтан парне вырӑнне пур енчен те юн сирпӗтсе тух; 21. парне вырӑнӗ ҫинчи юна тата сӗрмелли йывӑҫ ҫӑвне ил те Аарон ҫине, унӑн тумтирӗ ҫине, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсем ҫине, ывӑлӗсен тумтирӗ ҫине сирпӗт — вара вӑл та, унӑн тумтирӗ те, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсем те, вӗсен тумтирӗсем те тасалӑх тивлечӗ илӗҫ.

22. Така ҫӑвӗпе хӳре чикки ҫӑвне ил, ӑшӗнчи ҫӑвне, пӗвер ҫинчи ҫу ҫурхахне, икӗ пӳрипе вӗсем ҫинчи ҫӑвне тата сылтӑм хулне ил [мӗншӗн тесессӗн вӑл — священник тивлетне панӑ чухне кӳрекен така], 23. Ҫӳлхуҫа умӗнчи пӗрнерен пӗр ҫаврака ҫӑкӑр, йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ пӗр пашалу тата пӗр тутлӑлла ҫӑкӑр ил, 24. вара пурне те Аарон алли ҫине, унӑн ывӑлӗсен алли ҫине хур, ҫакна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе парне кӳр; 25. ӑна вӗсен алли ҫинчен ил те парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнепе пӗрле ҫунтарса яр, ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫа умӗнче пултӑр: ку — Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парне.

26. Аароншӑн кӳмелли така ӑмрине ил те ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе парне кӳр — ҫакӑ санӑн паю пулӗ; 27. Ааронпа унӑн ывӑлӗсемшӗн памалли такан силлентерсе кӳнӗ ӑмрипе ҫӗклентерсе панӑ хулне тасалӑх тивлечӗ кӳр — 28. ҫакӑ Израиль ывӑлӗсен Ааронпа унӑн ывӑлӗсене ӗмӗрех парса тӑмалли пайӗ пулӗ, мӗншӗн тесессӗн ку — ҫӗклентерсе кӳрекен парне; ҫӗклентерсе панине Израиль ывӑлӗсенчен [Израиль ывӑлӗсем] канӑҫлӑх парни кӳнӗ чухне илмелле, ку — вӗсем Ҫӳлхуҫана кӳрекен парне.

29. Аароншӑн тунӑ сӑваплӑ тумтир ун хыҫҫӑн кайран унӑн ывӑлӗсене тивӗҫӗ; вӗсене ҫав тумтире тӑхӑнтартса, ҫу сӗрсе, священник тивлетне парӗҫ; 30. Аарон ывӑлӗсенчен пӗри, унӑн вырӑнне пулас [аслӑ] священник — сӑваплӑ пӳлӗмре кӗлӗ тумашкӑн пуху чатӑрне кӗрес ҫын — ҫав тумтире ҫичӗ кун хушши тӑхӑнса ҫӳремелле.

31. Парне такине ил те унӑн ашне сӑваплӑ ҫӗрте пӗҫер; 32. Ааронпа унӑн ывӑлӗсем ҫав така ашне тата пӗрнерен ҫӑкӑр илсе пуху чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче ҫиччӗр: 33. вӗсен хӑйсене тасатнӑ чухне, хӑйсене священник пулма халалланӑ чухне тата хӑйсене тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ чухне панӑ парнене хӑйсенех ҫимелле; ӑна урӑх ҫын ан ҫитӗр, вӑл сӑваплӑ япала; 34. священника кӗртнӗ чухнехи парне ашӗпе ҫӑкӑр ирччен юлас пулсассӑн, юлашкине вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса яр: ӑна ҫиме юрамасть, вӑл сӑваплӑ япала.

35. Ааронпа унӑн ывӑлӗсем тӗлӗшӗнчен пурне те Эпӗ хӑвна хушнӑ пек ту; ҫичӗ кун хушши вӗсен аллине тултар. 36. Вӗсене тасатмашкӑн кулленех ҫылӑхшӑн пӑру кӳрсе тӑр, парне вырӑнне тасатмашкӑн ун ҫинче ҫылӑх парни кӳр, ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳмешкӗн ӑна тата ҫу сӗр; 37. парне вырӑнне ҫичӗ кун тасат, ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳр, вара парне вырӑнӗ аслӑ сӑваплӑ япала пулӗ: парне вырӑнне сӗртӗнекенни пурте тасалӑх тивлечӗ илӗ.

38. Парне вырӑнӗ ҫинче эсӗ акӑ ҫакна кӳрӗн: [яланхи парне валли] куллен-кун вӗҫӗмех [айӑпсӑр] пӗр ҫулхи икӗ путек кӳрӗн; 39. пӗр путеккине ирхине кӳр, тепӗр путеккине каҫхине кӳр, 40. путек пуҫне чӗрӗк гин чухлӗ чи паха йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн вуннӑмӗш пайне тата парне ҫине юхтармашкӑн чӗрӗк гин эрех илсе кил; 41. тепӗр путеккине каҫхине кӳр: ирхинехи пекех, ҫӑнӑх парнипе тата парне ҫине юхтармаллипе пӗрле кӳр, ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр. 42. Ҫакӑ — сирӗн сыпӑкран сыпӑка пуху чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче, Ҫӳлхуҫа умӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли яланхи парне, санпа калаҫмашкӑн Эпӗ сире ҫавӑнта курӑнӑп; 43. Израиль ывӑлӗсене ҫавӑнта курӑнӑп, ҫав вырӑн Манӑн мухтавлӑхӑмпа сӑваплӑ пулӗ. 44. Пуху чатӑрӗпе парне вырӑнне тасалӑх тивлечӗ кӳрӗп; Ааронпа унӑн ывӑлӗсене те, священниксем туса, Хамшӑн ӗҫлесе тӑмашкӑн тасалӑх тивлечӗ парӑп; 45. Израиль ывӑлӗсем хушшинче пурӑнӑп, вӗсенӗн Турри пулӑп, 46. вара вӗсем Эпӗ Ҫӳлхуҫа, хӑйсенӗн Турри, иккенне, Эпӗ вӗсене Хам вӗсем хушшинче пурӑнассишӗн Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнине пӗлӗҫ. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, вӗсенӗн Турри, тенӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней