Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпир хӗрсем пурӑнакан 6 е 7 пӳлӗмре пултӑмӑр (эпӗ ҫаплах хам пӗрремӗш хут кайсан курнине калатӑп-ха); сӗтел-пукансем ку пӳлӗмсенче те питӗ чипер, хӗрлӗ йывӑҫран е мӑйӑр йывӑҫӗнчен тунӑ; хӑшӗнче ураллӑ тӗкӗрсем, хӑшӗнче — питӗ лайӑх трюмосем пур; чаплӑ креслӑсемпе дивансем нумай.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кукша пуҫли телеграф юпи ҫумне ҫапса хунӑ хӗрлӗ хӑма татӑкӗ ҫинчи тӑватӑ шурӑ иероглифа тинкерет, ҫакӑ ӑна питӗ кӑсӑклантарать, тейӗн.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
Халь тин вӑл ку шӑпах хӑйӗн ҫулне пӳлсе тӑракан япала пулнине ӑнкарса илчӗ, вара, тӗлӗнсе те хисеплесе тенӗ пек, ун хӗрлӗ сӑмси ҫине пӑха пуҫларӗ.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
Ҫак ушкӑн варринче ҫанӑсӑр шурӑ шупӑрлӑ ҫын, ун хыҫӗнче ҫурма ҫарамасланнӑ мӑнтӑркка ача, ача хыҫӗнче ҫурма ҫарамасланнӑ, хӗрлӗ сӑмсаллӑ мӑнттай этем тӑраҫҫӗ.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
Вӗсем патне кукша пуҫлӑ тепӗр старик пырса ҫитрӗ те пушӑ вырӑн кӑшт кӑна юлчӗ, ҫав вӑхӑтрах ӑна та хӗрлӗ сӑмсаллӑ ҫурма ҫарамас этем пырса йышӑнчӗ, ҫапла ҫурма ҫаврашкаран ҫаврашка пулса тӑчӗ.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
Ҫутӑра тепӗр енчи стена ҫумӗнче хӗрлӗ ухӑпа хӗрлӗ сӑнӑсем, хура ухӑпа хура сӑнӑсем, арбалет, хӗҫсемпе кинжалсем курӑнчӗҫ.
I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Ыттисем хушшинче ҫак ҫынсем вӗсем китаецсем хушшинчи темиҫе европеец пекех, вӗсене китаецсем пӗр-пӗринчен уйӑрса илме пултараймаҫҫӗ: китаецсемшӗн вӗсем пурте пӗрех — «йӗркесене пӗлмен хӗрлӗ ҫӳҫлӗ варварсем», вӗсемшӗн пулсан, французсем те, акӑлчансем пекех, «хӗрлӗ ҫӳҫлисем» вӗт.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӗсем тӑватӑ пысӑк сӑмавар, тӗрлӗрен булкӑсем, сивӗ пӑру какайӗ тата тӗрлӗ апат-ҫимӗҫсем темӗн чухлӗ илчӗҫ: халӑхӗ ҫамрӑк, хускалмалли нумай пулать, ҫитменнине тата уҫӑ сывлӑшра — апат анатех ӗнтӗ; пӗр ултӑ бутылка хӗрлӗ эрех чикрӗҫ: аллӑ ҫын валли, вӑл шутра 15 йӗкӗт пулсан, нумаях та мар пулас.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мӑйӑхлине (Сталина) Гитлерпа тан шутлани те, «Ҫамрӑк гвардири» пек листовкӑсем ҫыпӑҫтарни те пулнӑ пулӗ, ҫавна Тӑван ҫӗршыва, Хӗрлӗ Ҫара хирӗҫ тӑнӑ пек кӑтартни чӑваш ялне тивӗҫлӗ мар тетӗп.
«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра // Виталий Станьял. https://chuvash.org/blogs/comments/4943.html
Хӗвел тухас умӗн хӑмачланнӑ пек хӗрлӗ сӑнлӑ Варя шӑппӑн: — Эпӗ пӗве хӗрне кайса пит ҫурӑм, — терӗ.Розовая, как эта зоренька, Варя тихонько сказала: — А я уже сбегала к пруду, умылась.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кивӗ брезент плащ тӑхӑннӑ, хӗрлӗ пусмаран ҫӗленӗ пушшех те кивӗрех пиҫиххи ҫыхнӑ Ҫӑрттан мучи, шӑннипе кӳтсе кайнӑскер, хӑйне кура мар вӑрахчен ним чӗнмесӗр ларчӗ, ахаль те шухӑ чупакан ӑйӑрсене хӑваласа, чӑпӑрккипе хӑмсаркаларӗ, тутине шӑхӑрттарса чаплаттара-чаплаттара илчӗ.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Илемлӗ кӑвак кофтӑпа питӗ тӑрӑшса якатнӑ юбка тӑхӑннӑ Варя пичке умӗнче урине ҫуса тӑрать, хӑй ҫак ир пекех уҫӑ вӑл, ун ҫине пӑхса, хӗрлӗ тутисемпе кулать, унӑн пӗр-пӗринчен инҫерех пек курӑнакан куҫӗсем ӗнерхи пекех савӑнӑҫлӑн ҫиҫеҫҫӗ.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анӑҫри хура пекех курӑнакан тӗксӗм кӑвак пӗлӗтсен тӗсӗ майӗпен улшӑнса пычӗ: малтан вӗсен аялти хӗрри тӗксӗмрех кӗрен тӗспе витӗнчӗ, унтан ӑна витӗрех юн пек хӗрлӗ шевле ҫапрӗ, шевле хӑвӑрт ҫӳлелле хӑпарса кайрӗ те ҫур пӗкӗ пек пулса, тӳпене ыталаса илчӗ.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Автанӗ питӗ ырӑ та кӗрнеклӗ, хӗрлӗ тӗкӗсем капӑр.Петух был весьма солидной и достойной внешности и роскошного рыжего оперения.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл савӑнӑҫлӑ, янӑравлӑ тенорпа авӑтса ярать, ҫамрӑк, службӑра хытӑ тӑрӑшакан ротӑ командирӗ пекех; ӑна хирӗҫ Агафон Дубцов кил картинчен хулӑн саслӑ автан полковник баритонӗпе сасӑ парать; унтан пӗтӗм хутор ҫинче пилӗк минут хушши автансен сасси пӗр чарӑнми кӗрлесе тӑрать, пуринчен кайран вара, ыйхӑ тӗлӗшпе мӑкӑртатса, кашта ҫинче ҫуначӗсене хӑватлӑн ҫапса, Майданниковсен хӗрлӗ те мӑнтӑр автанӗ — хуторти чи ватӑ автан генералӑн тытӑннӑ сасӑллӑ хӑйӑлти басӗпе хӑлхана ҫурас пек янӑратать.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Аллине ҫавра карҫинкка тытнӑ вӑл, карҫинккин хӗрлӗ сӑрӗ кайса пӗте пуҫланӑ ӗнтӗ.С измятой круглой корзинки, когда-то, видимо, покрытой красным лаком, которую она держала в руках,
IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
Хаярланса кайнӑ вара, лешӗ, юмахра каланӑ пек, тигра ҫамкинчен хыҫма сӗмленсен, Хӗрлӗ куҫ ӑна икӗ енчен те ҫупкӑ ҫитернӗ.
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
— Пӗлетӗр-и, ун амӑшӗсӗр пуҫне урӑх никам та ҫуккине Хӗрлӗ куҫ малтанах пӗлнӗ, анчах вӑл кассан та пӗр тумлам юн тухми чухӑн пулнине чухлайман.Красноглазый-то знал, что у него дома только мать-старуха, но что он — нищий, никак не ожидал.
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
— Ҫапла ҫав, А-и Хӗрлӗ куҫ унран ӗҫ мӗнлине тӗпчесе пӗлесшӗн пулнӑ, вӑл пур — рожон ҫине хӑпарса тӑнӑ та: «Ҫӗр ҫинчи аслӑ Цин династийӗ тытса тӑракан пурнӑҫ ун мар, пирӗн, пӗтӗм халӑхӑн пулмалла», — тенӗ.
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
Ку хутӗнче мана валли тупӑш пулмарӗ, хывса илнӗ тумтирне те тӗрме хуралҫи А-и Хӗрлӗ куҫ туртса илчӗ.
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.