Поиск
Шырав ĕçĕ:
Декабрь ҫурҫӗр полушаринчи сивӗ, йӗпе тӑракан, кичемлӗ уйӑх, кунта ӑна июнь уйӑхӗ теме те пулать.Декабрь — холодный, сырой, угрюмый месяц в северном полушарии — здесь должен бы называться июнем.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Уйӑх чухне, уйӑх ҫуттинчен хӗссе выртатӑп.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Июнь уйӑхӗнче Валентина мана пӗр уйӑх пурӑнма ҫӗр аллӑ тенкӗ укҫа парса хӑварчӗ те упӑшкипе Кавказа вӗҫтерчӗ.В июне Валентина оставила мне на месяц сто пятьдесят рублей и укатила с мужем на Кавказ.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Вӑл лампӑ ҫине пӑхкалать, вӑрманта уйӑх тухрӗ тесе шухӑшлать пулас: уйӑх ҫутипе чӗрӗпсем вӑрман уҫланкисенче чупса ҫӳреме юратаҫҫӗ.
Чӗрӗп // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 18–21 с.
Эпӗ хула тӑрӑх уҫӑлса ҫӳреме юрататтӑм; уйӑх ун ҫине янкӑр тӳперен тимлӗн сӑнанӑ пек туйӑнать, уйӑх ҫапла пӑхнине хули хӑй те туять тейӗн, ҫавӑнпа вӑл, унӑн чуна кӑшт пӑлхатакан тӳлек ҫутипе ҫуталнӑскер, сисӗмлӗн те лӑпкӑн ларать.
I // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Унӑн ансӑр урамӗсенче каҫсерен, хӗвел анса ларсанах (июнь уйӑхӗччӗ ун чухне) сап-сарӑ ҫӳҫлӗ чиперкке нимӗҫ хӗрӗсем уҫӑлса ҫӳретчӗҫ, ют ҫӗршыв ҫыннине хирӗҫ пулсан ҫепӗҫ сассисемпе: «Guten Abend», — тесе сывлӑх сунатчӗҫ; вӗсенчен хӑш-пӗрисем тулли уйӑх кивӗ пӗчӗк ҫуртсен шӗп-шӗвӗр тӑррисем хыҫӗнчен тухса урама сарнӑ вӗтӗ чулсене палӑрмаллах ҫутатма тытӑничченех килӗсене кӗместчӗҫ.
I // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Ӑна хирӗҫ уйӑх ҫутиллӗ ҫулпала, уйӑх ҫапнӑ ҫын пекех, аллисене малалла тӑсса, курман куҫӗсене чаркаласа, Муций килет…
IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Ҫӗр йывӑр япала пулни, вӑл уйӑх ҫине утланса ларсан пирӗн сӑмсасене ҫӑнӑх пекех ватса пӑрахма пултарни ҫинчен шутласанах эпӗ питӗ пӑшӑрханма тытӑнтӑм, чӑлхапа пушмак тӑхӑнса, государственнӑй совет пӳлӗмне чупрӑм, полицие ҫӗр чӑмӑрне уйӑх ҫине ларма ирӗк ан парӑр тесе хушма васкарӑм.
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Уйӑха пичке ӑсти, уксах ҫын тӑвать, хӑй уйӑх ҫинчен нимӗн чухлӗ те пӗлмест пулмалла.Делает ее хромой бочар, и видно, что, дурак, никакого понятия не имеет о луне.
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
Каҫсерен ҫӗрлехи тӗнче шӳрлеке тӑрӑллӑ ҫара вӑрман хыҫӗнчен кӗмӗркке те хӗртнӗ хурҫӑ пек хӗрлӗ уйӑх чӑмӑрккине тӳпене улӑхтарать те, уйӑхӗ вара шӑпланнӑ хуторсем ҫинче вӑрҫӑ-харҫӑпа пушарсен юнлӑ ҫутипе тӗтреллӗн йӑлкӑшса ҫутатать.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӗр уйӑх ҫеҫ юлнӑччӗ — пурӑнса ҫитереймерӗ, раштав уйӑхӗнче вилчӗ.
«Шкулта вӗреннӗ чухнех унӑн лидер паллисем пурччӗ» // Лариса Петрова. Хыпар, 2020.02.07, 13–14№№
Чӳречерен таса пӗлӗтре тем пысӑкӑш уйӑх хӑпарни курӑнать, — уйӑх айӗнче каллех ҫеҫенхир, анчах халӗ вӑл ҫутӑ тӗссемпе вылямасть, халӗ вӑл шупка кӗрен…
XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хӗвелпеле уйӑх ҫутӑ пулаҫҫӗ, ҫавнашкалах эпӗ те, туррӑн чури, хӗвелпе уйӑх ҫутипе ҫирӗплентӗм.Солнце и месяц светлы бывают, так и я, раб Божий, ими укреплен.
6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ӑна ҫакӑ аса килчӗ: пӗр каҫхине, Григорий ун патӗнче горницӑра ларнӑ чух, Аксинья ӑна Кубане кайма ӳкӗтленӗччӗ; ҫакнашкалахчӗ ун чухне: уйӑх ҫутататчӗ те, чӳречерен тулли уйӑх ҫутипе шупка шурӑ картиш курӑнса выртатчӗ.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Аялалла пӑхсан нимӗн те курӑнмасть ӗнтӗ, шӑна пек, уйӑх айӗнченех вӗҫсе иртрӗ вӑл, кӑштах пӗшкӗнсе илмен пулсан, ҫӗлӗкӗпе уйӑха ҫаклатса илетчӗ-и тен.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Чӑн та ӗнтӗ, хупахран упаленсе тухнӑ чух вулӑсри писӑр курчӗ ӑна, тӳпери уйӑх сӑлтавсӑр-мӗнсӗрех ташлакаласа илнине лайӑхах асӑрхарӗ вӑл, тупата уйӑх ташланине куртӑм тесе, ял ҫыннисене ӗнентерме те хӑтланса пӑхрӗ; анчах лешсем ӗненесшӗн пулмарӗҫ, пуҫӗсене пӑркаларӗҫ, ҫитменнине тата хӑйӗнчен кулма тытӑнчӗҫ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Шуйттан ӗнтӗ хуллен те вӑрттӑн йӑпшӑнкаласа уйӑх патне ҫитрӗ, ӑна ярса илес тесе, аллине те тӑсрӗ; анчах сасартӑк, пӗҫертсе янӑ пек, каялла туртса илчӗ, пӳрнисене ӗмкелерӗ, унтан вара, урипе тапӑлтаткаласа илчӗ те уйӑх патне тепӗр енчен пычӗ, каллех каялла сиксе ӳкрӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ахӑртнех, савӑш уйӑх ирттернӗ ҫынсемпе те ҫавӑн пек пулса тухать пулмалла: вӗсем ҫав уйӑхӑн мӗнпур ирсӗрлӗхне курнӑ, анчах каласа парса ҫынсен ӗмӗтне татасшӑн мар.
XI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Уйӑх календарӗ тӑрӑх пӗрремӗш уйӑхра ваттисен сӑнӗсем умне парне памалли япаласене — чи хитре чашӑк-тирӗке тултарнӑ тӗрлӗ апат-ҫимӗҫе — хураҫҫӗ; пуҫҫапакансем ҫав тери нумаййӑн пухӑнаҫҫӗ, вӗсем мӗн те пулин ҫаклатса каясран яланах сыхӑ пулмалла: пирӗн пӗр вӑхӑтлӑх тарҫӑ кӑначчӗ.
Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.
Кунсӑр пуҫне, Эрне мана «Уйӑхӑн леш енче», урӑхла каласан, уйӑх анса ларакан вырӑнта, тепӗр майлӑ каласан, вӗсем пурӑнакан вырӑнтан хӗвеланӑҫ енче, ман пек сухаллӑ шурӑ ҫынсем пурӑнни ҫинчен каласа пачӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.