Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Тен, ҫӗр тӗттӗм пулсан, хула ҫине эпир кӗҫӗрех тапӑнатпӑр, — тенӗ ун ывӑлӗ, — тӗттӗм ҫеҫ пултӑр!— Может быть, мы обрушимся на него еще ночью, — говорил ее сын, — если ночь будет достаточно темна!
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Унӑн пӗчӗк пӳлӗмӗ чӳречесӗр, ҫавӑнпа яланах тӗттӗм пулнӑран этем пӳлӗмӗ тӗттӗм шӑтӑк евӗрлӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тата Штольц ҫапла шутларӗ: Обломовӑн ыйхӑллӑ пурнӑҫне илемлӗ, ӑслӑ, ҫивӗч те кӑшт тӑрӑхлама юратакан ҫамрӑк хӗрарӑм хутшӑнни тӗттӗм пӳлӗмре лампа ҫутнӑ пекех, лампа ҫуттинче тӗттӗм кӗтессем ҫутӑлнӑ пекех, пӳлӗм хитреленсе кайнӑ пекех пулӗ, терӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пушкин — дворян класӗн ывӑлӗ, анчах хӑй вӑхӑтӗнчи малта тӑракан ҫын пулнӑ: вӑл дворянсен крепоҫла йӗркин тӗттӗм вӑйӗсене витӗр курнӑ, вӗсене хӑйӗн произведенийӗсенче сӑнласа кӑтартса, ҫав тӗттӗм вӑйсемпе кӗрешнӗ.
А. С. Пушкин тата вӑл ҫырнӑ «Белкин повеҫӗсем» // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
20. Ҫӳлхуҫа кунӗ тӗттӗм мар-и вара, ҫутӑ-и? вӑл — тӗттӗм, унта ҫуталса тӑни ҫук.20. Разве день Господень не мрак, а свет? он тьма, и нет в нем сияния.
Ам 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. «Мана сӗмлӗх хупласа тӑмӗ-ши, ман таврари ҫутӑ тӗттӗм каҫ пулмӗ-ши?» тейӗп-и, 12. анчах Санран сӗмлӗх те хупӑрлаймӗ, Саншӑн тӗттӗм каҫ та кун пекех ҫутӑ: Саншӑн сӗмлӗх те, ҫутӑ та — пӗр.
Пс 138 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ан тив мана, куҫӑнтан вӗҫерт мана, сӗмлӗх ҫӗршывне, вилӗм ӗмӗлкийӗн ҫӗршывне ӑсаниччен, — ӗнтӗ каялла таврӑнаймӑп, — кӑштах сывлӑш ҫавӑрам эп, 22. вилӗм ӗмӗлкийӗн сӗмлӗхӗ евӗр сӗм тӗттӗм ҫӗршывра нимӗн йӗрки-ӗренки ҫук, унта сӗм-сӗмлӗхри пек тӗттӗм.
Иов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: аллуна тӳпенелле тӑс, ӗнтӗ Египет ҫӗрӗнче тӗттӗм пулӗ, сӗм тӗттӗм тӑрӗ, тенӗ.
Тух 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тула ҫынни, ялан хурлӑхлӑччӗ, хуллен калаҫатчӗ, астусарах ӳсӗркелетчӗ, унӑн куҫӗсем хӑранӑ пек ҫутӑлса ҫӳретчӗҫ, вӑл тӗттӗм кӗтессенелле пит пӑхма юрататчӗ; мӗн те пулин хуллентерех каласа кӑтартатчӗ, е чӗнмесӗр ларать-и, анчах яланах вӑл тӗттӗмрех кӗтеселле пӑхатчӗ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл хуҫисем килти ҫинчен калама е пӗлмест, е каласшӑн пулмарӗ, мана малти тӗттӗм пӳлӗмре пӗччен тӑратса хӑварса, татах та тӗттӗмрех коридоралла чупса кӗчӗ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хуралса ларнӑ пусӑ ӑшне хунар тӗттӗмӗн ҫутатать; унӑн ҫути тӗттӗм пусӑ шӑтӑкне тарӑнрах та тарӑнрах ҫутатса, юлашкинчен, виҫӗ чалӑш тарӑнӑшӗнчи пусӑ тӗпне ҫитрӗ.
Кивӗ пусӑ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Каменоломньӑра каллех тӗттӗм пулчӗ, ӗлӗкхинчен те тӗттӗмрех, — малтан ҫап-ҫутӑ электричество ҫути хыҫҫӑн ҫапла пек туйӑнчӗ пуль.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тулта тӗттӗм, шӑпах, йӗсӗм ҫырли курланки ҫакӑнса тӑнӑ ҫӗрте тата тӗттӗмрех.
XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хам та ун чухне тӗттӗм ҫӗрлерен те тӗттӗмрех пулнӑ-ҫке-ха, мӗн тусан мӗн пулассине те, ӑҫта ҫитсе тухассине те пӗлмен».
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пулнӑ кунта ҫаплах Нафансен ывӑлӗ Азария та, — хыткан, чирлӗрех питлӗ, куҫӗсем тавра тӗттӗм ункӑсен пуснӑ, вӗчӗх, тӑрнаккай ҫын; ыр кӑмӑллӑ, сапаланчӑкрах Иосафат та, историограф; Ахелар та, Соломон килӗ-ҫурчӗн пуҫлӑхӗ; Завуф та, патша тусӗ текен ятпа ҫӳрекенскер; Соломонӑн аслӑ хӗрне — Тафафие — качча илнӗ Бен-Авинадав та; Бен-Гевер та, Васанри Аргови облаҫӗн начальникӗ, — йӗри-тавра стенасем тытса ҫавӑрнӑ, пӑхӑр сӑлӑпсемпе питӗрӗнекен хапхаллӑ утмӑл хула пӑхӑнса тӑнӑ ӑна; Ваана та, Хушай ывӑлӗ, сӑнна тахҫан вӑтӑр парасанг таран ывӑтма пултараслӑхпа чапа тухнӑскер, тата нумай-нумай ытти те.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Тӗттӗм пулас умӗн хӗрарӑм ҫакна пӳрте чӗнсе кӗртрӗ, йӑпӑр-япӑрах сӗтел ҫине апат хатӗрлесе хучӗ, чашӑкпала хӑяр-кӑшман яшки лартрӗ, Андрей чӗрҫийӗ ҫине тӗрлесе эрешленӗ тап-таса алшӑлли пырса витрӗ, хӑй, шӑмми шӗвӗрӗлсе тӑракан пит-ҫӑмартине алтупанӗпе тӗревлесе, ӑна хирӗҫ ларчӗ.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Ыран сире валли хваттер тупса хатӗрлетпӗр, — терӗ вӑл, Совет ҫурчӗн тӗттӗм ҫенӗкӗнчен аллисемпе хыпашлакаласа тухнӑ май.— А завтра уж квартиру вам найдем, — сказал он, ощупью выходя из темных сеней Совета.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тӑкӑрлӑкра тӗттӗм, шӑп.
1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вара хура армутипе хытхура тӗмисен ҫийӗпе, хуралнӑ хӑмӑлсене явӑннӑ йытпырши ҫыхланчӑкӗсем ҫийӗпе, кӗрхи ҫӗртме пуссин хумлӑ-хумлӑ кӑтрашкисем ҫийӗпе, ҫеҫенхир тӑрӑх каҫхи тӗксӗм мӗлкесен сӗтӗрӗнчӗкӗсене хӑвара-хӑвара, хӗвелтухӑҫӗнчен пӗр сассӑр, сӑрӑ кашкӑр ами пек йӑпшӑнса, тӗттӗм ҫӗр килсе ҫитет.
1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Стена хыҫӗнче кунта тӗттӗм те сулхӑн.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.