Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Сӑмахран сăмах пирĕн базăра пур.
Сӑмахран (тĕпĕ: сӑмахран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун пек пулсан санпа, коммунистпа, сӑмахран, ӗлӗкхи ҫын, пӗр-пӗр чиновник хушшинче мӗнле уйрӑмлӑх пулнӑ пулӗччӗ-ши?

А тогда какая же будет разница между тобой, коммунистом, и, скажем, прошедшим человеком, каким-нибудь чиновником?

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Акӑ, сӑмахран, эпӗ агрономсен журналне ҫырӑнса илеттӗмччӗ, ҫавӑнта пӗр питех те нумай пӗлекен ҫын, леш, студентсене вӗрентекеннисенчен, ҫапла ҫырнӑччӗ: ҫӗр ҫап-ҫара выртсан, ун ҫине юртан тунӑ тумтир витмесен, ыраш калчи шӑнать кӑна мар, пӗтсех ларать, ҫӗр ҫуркаланса каять те хӑйпе пӗрле калча тымарӗсене те таткаласа пӗтерет, тенӗччӗ.

Вот, к примеру, выписывал я агрономовский журнал, и в нем один дюже грамотный человек из этих, какие студентов обучают, писал, что, мол, жито даже не мерзнет, а гибнет через то, что голая земля, на какой нету снежной одежины, лопается и вместе с собой рвет коренья.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Манӑн акӑ, сӑмахран, тӑххӑрмӗш ҫулта, Топольки хуторӗ ҫывӑхӗнче, пирӗн хӗрлӗ пехота Цулим ятлӑ пӗчӗк юханшыв ҫинчи пӗвене епле тытса илнине курма тиврӗ, ҫавӑн чух, шыв арманӗ патӗнче…

Мне вот, к слову, в девятом году, рядом с хутором Топольки, довелось видеть, как красная пехота брала пруд на маленькой реке Цулим, тогда, около водяной мельницы…

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Акӑ, сӑмахран, хамӑрӑн Макар Нагульновах илер.

Вот хотя бы нашего Макара Нагульнова взять.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Акӑ, сӑмахран.

— Вот, например.

Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сӑмахран, эпӗ унччен малтан нихҫан та ҫӗнӗ сӑмса лартасси ҫинчен, е тиртен пӗр татӑк касса илсе пите сапласси ҫинчен шухӑша та илмен.

Я прежде никогда не думала, что можно, например, сделать новый нос или пересадить на лицо кусок кожи.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Мана, сӑмахран, шӑпах эсӗ художник пулассӑн туйӑнатчӗ.

— А мне казалось, что именно ты будешь художником.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ эс, сӑмахран, хӑвна ача чухнехине куратӑн-и?

Вот ты, например, видишь себя мальчиком?

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Летчик майӗпе ӑна, 1934-мӗш ҫулхинех-ха, Полярти йывӑр условисенче хастар вӗҫнӗшӗн Ненецсен нациллӗ округӗ тав тунӑ, ҫавӑнтан вара вӑл тата та ӑсталаннӑ, сӑмахран каласан, сӗм-тӗттӗм ҫӗрле вӗҫмелли техникӑна вӗренсе ҫитнӗ.

Как лётчик он ещё в 1934 году получил благодарность от Ненецкого национального округа за отважные полёты в трудных полярных условиях и с тех пор далеко продвинулся вперёд, усвоив, например, технику ночного полёта.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сӑмахран, пӗр артист пирки вӑл: «ӑшталанать, хуҫкаланать —тӗкӗр тытнӑ хӗр пекех» — тенӗччӗ, тата хамӑр шкулти историк ҫинчен; «ҫиессе те вӑл историллӗ апат ҫеҫ ҫиет, Бородино ҫӑкӑрӗ, Полтава кӑлпассийе», — тенӗччӗ.

К слову, он сказал про одного киноартиста, что он чересчур много хлопочет физиономией, а про нашего историка в школе — что он даже бутерброды ест исторические: бородинский хлеб с полтавской колбасой.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫӗнӗ Ҫӗр ҫинче, сӑмахран, пӗр-пӗр инҫете перекен чипер батарее савӑнсах пӑхнӑ пулӑттӑм эпӗ…

На Новой Земле, например, я бы с удовольствием увидел хорошую дальнобойную батарею…

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сӑмахран каласан, пит кирлӗ пулнӑ пулӗччӗ-ши ӑна, ҫапла, Главсевморпутине ҫитсе, Саня экспедицийӗ пӗтсе лартӑр тесе тертленсе ҫӳреме?

Едва ли, например, он стал бы хлопотать в Главсевморпути, чтобы Санина экспедиция провалилась.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӑннипех вӑл кирлӗ тесе шухӑшламастӑп эпӗ, уҫӑрах каласан эппин вӑл сирӗн пурнӑҫӑрта мӗн те пулин улӑштарма пултарать, сӑмахран, сирӗн пиччӗрӗнне, ӑна вӗт экспедици питӗ хӑратать.

Я не думаю, что это фактически важно, то есть, что это может что-то переменить в жизни, например, вашего дядюшки, которого это очень пугает.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хаҫат статйисене тӑрӑхӑн ҫыпӑҫтарса аннӑ, тӗллӗн-тӗллӗн ҫыпӑҫтарнисем те пур, сӑмахран акӑ «Татаринов экспедицийӗ.

Вырезки были наклеены вдоль во всю длину столбцами, но кое-где и поперёк, например: «Экспедиция Татаринова.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ун пурнӑҫӗ мӗнле пынине тӗплӗн пӗлменни кӑна та мар, — сӑмахран каласан, иртнӗ ҫулхине унӑн партийӗ (вӑл геологсен партин начальникӗнче ӗҫлетчӗ) Кӑнтӑр Уралта пысӑк ылттӑн ҫӑлӗ тупнӑ иккен, е тата фото ӗҫне юратакансен выставкинче ун сӑнӳкерчӗкӗсем пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.

И дело вовсе не в том, что я не знал многих фактов ее жизни, — например, что в прошлом году ее партия (она работала начальником партии) нашла богатое золотое месторождение на Южном Урале или что на выставке фотолюбителей ее снимки заняли первое место.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫурҫӗр Ҫӗрне, сӑмахран, Вилькицкий мар, Татаринов капитан тупнӑ тесе те витерсех калама пулать.

Есть все основания утверждать, что Северная Земля, например, была открыта им, а не Вилькицким.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ, сӑмахран, примус чӗртме хӑтланатӑп, Лурие паяльнӑй лампӑна чӗртме хушатӑп.

Я пробую, например, разжечь примус, а Лури приказываю разжечь паяльную лампу.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӗтмен ҫӗртен анса ларас-тӑвас пулсан, пирӗн пурте пур тесе эпӗ асӑннӑччӗ ӗнтӗ, анчах та мӗн тӑвас тетӗн-ха, сӑмахран, палаткӑна, е кабинӑран тухасси тӗлӗнмелле йывӑр та асаплӑ ӗҫ пулсан.

Я уже упоминал о том, что у нас было всё для вынужденной посадки, но что станешь делать, скажем, с палаткой, если просто вылезть из кабины — это сложное, мучительное дело.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сӑмахран, вӑл мана вунвиҫӗ ҫултан пуҫласа укҫа пухнине; халӗ ҫав укҫана ҫур ҫул хушшинче пӗтӗмпех салатса янине каласа пачӗ, — ку та вара, сан шутпа, ҫавнах пӗлтерет-и?

Он, например, рассказывал, что с тринадцати лет копил деньги, а сейчас взял да всё и истратил за полгода, — это, по-твоему, тоже имеет отношение?

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сӑмахран, Чехов тухтӑр та писатель те пулнӑ.

 — Например, Чехов. Доктор — и писатель.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней