Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унсӑр пуҫне Владислав Васильевпа Павел Романов хуласем хушшинче йӗркелекен ӑмӑртура Канаш хулин «Локо-олимп» командишӗн каҫхи хоккей лигинче выляҫҫӗ.
Хӑравҫӑ хоккейла вылямасть… // Н.Архипова. «Каҫал Ен», 2016.04.22
2. Каҫхи апат вӑхӑтӗнче, — шуйттан ӗнтӗ Симон ывӑлӗн Иуда Искариотӑн чӗрине Иисуса сутас шухӑш кӗртнӗ, — 3. Иисус, Ашшӗ пӗтӗмпех Хӑй аллине панине пӗлсе тата Хӑй Турӑ патӗнчен аннине, Турӑ патне каяссине пӗлсе, 4. апат тунӑ ҫӗртен тӑнӑ та, ҫиелти тумтирне хывса, алшӑлли илсе, ӑна пилӗкне ҫыхнӑ; 5. унтан ҫӑвӑнмалли савӑта шыв янӑ та, вӗренекенӗсенӗн урисене ҫуса, пилӗкне ҫыхнӑ алшӑллипе шӑла пуҫланӑ.
Ин 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ун валли унта каҫхи апат хатӗрленӗ; Марфа хӑнасене пӑхнӑ, Иисуспа пӗрле кӗрекере ларакансем хушшинче Лазарь те пулнӑ.2. Там приготовили Ему вечерю, и Марфа служила, и Лазарь был одним из возлежавших с Ним.
Ин 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эпӗ тата тепӗр ангела куртӑм — вӑл хӗвел ҫинче тӑратчӗ; вӑл тӳпере ҫӳлте вӗҫекен мӗнпур кайӑка хыттӑн кӑшкӑрса каларӗ: вӗҫсе килӗр, Туррӑн каҫхи аслӑ апатне пухӑнӑр: 18. патшасен виллисене, вӑйлисен виллисене, пинпӳсен виллисене, лашасен виллисене, вӗсене утланнӑ ҫынсен виллисене, ирӗклисен тата чурасен виллисене, кӗҫӗннисен тата аслисен виллисене ҫиме пуҫтарӑнӑр! терӗ.
Ӳлӗм 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эсӗ ӑшӑ — вӗри те, сивӗ те мар, ҫавӑнпа сана Хам ҫӑварӑмран кӑларса пӑрахӑп. 17. Эсӗ калатӑн: эпӗ пуян, пуйса ҫитрӗм, манӑн ҫитменни нимӗн те ҫук, тетӗн; ху телейсӗр, мӗскӗн, чухӑн, суккӑр, ҫаппа-ҫарамас — ҫавна пӗлместӗн. 18. Эпӗ сана ӑс паратӑп: чӑннипе те пуймашкӑн Манран эсӗ вут-ҫулӑмпа тасатнӑ ылтӑн туян; ҫарамас ҫан-ҫурӑмун ирсӗрлӗхӗ ан курӑнтӑр тесе, тумланмашкӑн Манран шурӑ тумтир туян, куракан пулмашкӑн куҫна куҫ имҫамӗ сӗр. 19. Эпӗ кама юрататӑп, ҫавна питлетӗп, хаса паратӑп. Эппин, харсӑр пул, ӳкӗн. 20. Акӑ алӑк умӗнче шаккаса тӑратӑп: кам Ман сассӑма илтсе алӑкне уҫӗ, Эпӗ ун патне кӗрсе унпа пӗрле каҫхи апат тӑвӑп, вӑл та Манпа пӗрле апат тӑвӗ. 21. Ҫӗнтерекене Хампа пӗрле Хамӑн аслӑ пуканӑм ҫине лартӑп. Эпӗ те ҫапла ҫӗнтертӗм те Аттемпе пӗрле Унӑн аслӑ пуканӗ ҫине лартӑм. 22. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр».
Ӳлӗм 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Каҫхи апат хыҫҫӑн ҫавӑн пекех тата курка илнӗ те каланӑ: «ҫак курка — Манӑн Юнӑмпа хывнӑ ҫӗнӗ халал; ӗҫнӗ чухне кирек хӑҫан та ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр» тенӗ.
1 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тӑвансемшӗн юратса тӑвакан сирӗн каҫхи ӗҫкӗ-ҫикӗрте вӗсем ыттисене пӑсаҫҫӗ; сирӗнпе пӗрле ӗҫсе ҫинӗ чухне вӗсем пӗр вӑтанмасӑр хӑйсене хӑйсем самӑрлатса лараҫҫӗ.12. Таковые бывают соблазном на ваших вечерях любви; пиршествуя с вами, без страха утучняют себя.
Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Каҫхи апат хыҫҫӑн ҫавӑн пекех тата курка илнӗ те каланӑ: ҫак курка Манӑн сирӗншӗн юхакан Юнӑмпа хунӑ Ҫӗнӗ Халал.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Урӑхла каламӗ-и ӑна: «ман валли каҫхи апат хатӗрле, пилӗкне ҫых та мана пӑхма пуҫла, эпӗ ӗҫсе ҫием, кайран вара ху ӗҫсе ҫи» темӗ-и?
Лк 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑл ӑна каланӑ: пӗр ҫын каҫхи пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ, йышлӑ хӑна чӗннӗ; 17. ӗҫкӗ-ҫикӗ вӑхӑчӗ ҫитсен, вӑл хӑйӗн чурине чӗнсе хӑнисем патне: «ӗнтӗ пурте хатӗр — пырӑр» тесе калама янӑ.
Лк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тата Хӑйне чӗнсе кӗртекене те каланӑ: эсӗ кӑнтӑрлахи е каҫхи апат тунӑ чухне тусусене, тӑванусене, хурӑнташусене, пуян кӳршӳсене ан чӗн, кайран вӗсем те сана чӗнӗҫ те, ҫавӑ саншӑн ырӑлӑх илни пулӗ.
Лк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Каярахпа вунпӗр вӗренекенне каҫхи апат ҫисе ларнӑ чухне курӑннӑ; вӗсене Вӑл ӗненменшӗн, хытӑ чӗреллӗ пулнӑшӑн, Хӑйне чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн куракансене ӗненменшӗн ӳпкеленӗ.
Мк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Тӑрӑр та паллӑ тунисенӗн йышӗ Ҫӳлхуҫамӑрӑн каҫхи апатӗнче мӗн чухлӗн пулнине курӑр, 39. вӗсем, ҫак тӗттӗм тӗнчерен куҫса кайса, Ҫӳлхуҫаран ҫутӑ тумтир илнӗ.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫавӑ кун Ҫӳлхуҫа анчах пӗлекен пӗртен-пӗр кун пулӗ: кун та мар, каҫ та мар; каҫхи вӑхӑтра тин ҫутӑ курӑнса кайӗ.
Зах 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ун хушшинчи ҫулпуҫсем — ӳхӗрекен арӑслансем, унӑн тӳрисем — ирччен пӗр шӑмӑ та хӑварман каҫхи кашкӑрсем.
Соф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ку каҫхи парне кӳмелли вӑхӑтра пулчӗ; 22. мана ӑса вӗрентсе, вӑл ҫапла каларӗ: Даниил! эпӗ халӗ сана пӗлӳ пама антӑм.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ун хыҫҫӑн патша хӑйӗн керменне кайнӑ, каҫхи апат ҫимесӗрех ҫывӑрма выртнӑ, ӗҫме-ҫимене хӑй патне илсе кӗме те хушман, анчах ыйхи килмен унӑн.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шел! кун каҫалла сулӑнать, каҫхи сӗмлӗх сарӑлса килет.Горе нам! день уже склоняется, распростираются вечерние тени.
Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Каҫхи вӑхӑта тӳрӗ ҫынсемпе пӗрле ирттер, санӑн мухтаву Ҫӳлхуҫаран хӑрани пултӑр.21. Да вечеряют с тобой мужи праведные, и слава твоя да будет в страхе Господнем.
Сир 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Манӑн кӗллӗм Санӑн умна фимиам пек пытӑр, аллӑмсене ҫӗклени Сана каҫхи парне пек пултӑр.2. Да направится молитва моя, как фимиам, пред лице Твое, воздеяние рук моих - как жертва вечерняя.
Пс 140 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.