Поиск
Шырав ĕçĕ:
Арҫынӗсем ӗҫеҫҫӗ, тавлашаҫҫӗ, ахӑлтатса кулаҫҫӗ, пӗр сӑмахпа каласан, каҫхи апат пит савӑнӑҫлӑ иртрӗ — кӑмӑла килекен аса-илӳсем нумай хӑварчӗ.
X сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫурҫӗр ҫитеспе ывӑннӑ хуҫа, ташлама чарса, каҫхи апат пама хушрӗ, хӑй ҫывӑрма кайрӗ.
X сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Эсӗ-и ку? — тӗлӗнсе ыйтнӑ вӑл, ун ҫине ҫак ҫурхи пылчӑкпа тулнӑ лӑпкӑ каҫхи урама темӗнле тинӗссем леш енчен килсе лекнӗ хитре пике ҫине пӑхнӑ пек пӑхса.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫиелтен тутӑрпа картланӑ каҫхи лампа ҫуттинче вӑл, минтер ҫинче Комиссарӑн тӑртанса кайнӑ шуранка питне курчӗ, унӑн куҫӗсем хуллен те ачашшӑн ҫуталса тӑнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл тек-текех журнала минтер айӗнчен кӑларса каҫхи лампа ҫутинче поручикӑн ҫемҫен кулакан сӑнӗ ҫине пӑхрӗ.Он то и дело доставал журнал и при свете ночника смотрел на улыбающееся лицо поручика.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унтан вӑл тамалчӗ — каҫхи тӗттӗмлӗхре купи-купипе кӑвар шӑранса, ҫуттӑн курӑнса выртрӗ, вӗсен ҫывӑхӗнче кил-ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ Кистенёвка ҫыннисем уткаласа ҫӳреҫҫӗ.
VI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хӑнисемпе пӗрле йытӑ картишӗнчен тавӑрӑнсан, Кирила Петрович каҫхи апат ҫиме ларать те, тин ҫеҫ Дубровский ҫуккине кура ӑна шыраттарма тытӑнать.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫак вӑхӑтра палатӑри каҫхи ӗнтрӗк тӗттӗмлӗхӗнчен Комиссарӑн хаяр сасси илтӗнчӗ:В это время из вечерней полутьмы палаты послышался сердитый голос Комиссара.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Каҫхи шӑплӑхра тинкерсе итлекен хӑлха кашни кӑштӑртатнӑ сасса вунӑ хут ытларах ӳстерме пултарать, ҫавӑн пекех, ҫакӑнта выртакана та пӗрмаях чирӗ ҫинчен шутланине суранӗ тата ытларах ыратнӑн туйӑнать.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Уявра ҫӳремелли платье тӑхӑннӑ амӑшӗ, каҫхи кӗлӗрен таврӑннӑ хыҫҫӑн, арчаран пӗчӗк хутаҫ кӑларать те ун ӑшӗнчи кедр мӑйӑрне чашӑк ҫине хурать.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Каҫхи ҫил-тӑман ҫула пӗтӗмпех шӑлса лартнӑ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кунта лӑпкӑ, анчах та хырсем тӑррипе каҫхи ҫил вылять, вӑрман пӗрре ҫывратса ямалла юрӑ ҫеммипе кашлать, тепре шиклентерсе тӑвӑллӑн шавлать.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кашкӑрсем каҫхи тупӑша хырӑмӗсенче шӑратма вӑрман чӑтлӑхӗсене кайрӗҫ, тилӗ те, юр ҫинче хӑйӗн йӗрӗсене чеен пӑтраштарса, уҫланкӑран ҫухалчӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Каҫхи тӗттӗме сирнӗ вӑрман хӑйӗн мӗнпур мӑнаҫлӑхӗпе курӑнса кайрӗ.Лес, окончательно стряхнувший с себя остатки ночного мрака, вставал во всем своем зеленом величии.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ӑна капитан пур енчен те курнӑ: унӑн тумланнӑ тата хӗҫпӑшаланнӑ ҫыннисем кашни хӑй вырӑнӗнче епле лӑпкӑн ҫывӑрнинчен те, кирлӗ пулсан пытанмалли шӑтӑксене епле алтнинчен те, пеме патронсем хатӗрленинчен те, оруди ҫине маскировка тумалли сетка епле тирпейлӗн карса хунинчен те, юлашкинчен — инҫетри ҫуртӑн маччинче каҫхи наводка валли ҫакнӑ фонарь епле лайӑх ҫуннинчен те курнӑ.
22 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Автоматне ҫӗкленӗ каҫхи тӗксӗм сӑнлӑ часовой капитан Енакиевӑн ҫулне пӳлчӗ, анчах хӑйсен батарейин командирне палласан каялла чакса хытса тӑчӗ.
22 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Анчах ун вырӑнне вӗсен темӗн пысӑкӑш эмалированнӑй кастрюль пулнӑ, унпа вӗсем тӗлӗнмелле тутлӑ каҫхи апат пӗҫернӗ.
20 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вӗсем каҫхи нӳрлӗхе пула йывӑрланнӑ ҫуначӗсемпе кахаллӑн сулкаланӑ.Они лениво двигали крыльями, отяжелевшими от ночной сырости.
13 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Пӗрре те, иккӗ те, виҫҫӗ те мар пирӗн столица — Мускав, тӑван ҫӗршыв ячӗпе, Ахунбаев батальонӗпе Енакиев батареи ҫапӑҫнӑ фронта чысласа, Кремль ҫинчи каҫхи пӗлӗтсене ҫулӑмлӑ залпсемпе ҫутатнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вара вӑл хӑй каҫхи разведкӑсене ҫӳренӗ вӑхӑтра нумай чухне илтнӗ пур иккӗлентерекен сасӑсене те аса илме тытӑннӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948