Поиск
Шырав ĕçĕ:
45. Тепӗр ҫултан Навуходоносор ун патне ҫынсем янӑ та ӑна Ҫӳлхуҫанӑн таса савӑчӗсемпе пӗрле Вавилона илсе пыртарнӑ, 46. Иудейӑпа Иерусалим патшине ҫирӗм пӗр ҫулхи Седекияна лартнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вара пурлӑх управӑшӗсене пӑхса тӑма Шелемия священника, Садок кӗнекеҫӗне, Федаия левита лартрӑм, Ханана — Матфания ывӑлӗн Закхурӑн ывӑлне — вӗсене пулӑшса тӑраканӗ турӑм, мӗншӗн тесессӗн вӗсем шанчӑклӑ ҫынсем шутланатчӗҫ.
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Ҫав кунах эпир тата управӑш-пӳлӗмсене пӑхса тӑма ҫынсем уйӑртӑмӑр: вӗсен ӗнтӗ малтанхи ҫимӗҫсемшӗн, вуннӑмӗш пайшӑн яваплӑ пулмаллаччӗ, священниксемпе левитсене саккун тӑрӑх тивӗҫекен пая кашни хула ҫывӑхӗнчи уй-хиртен пуҫтарса тӑмаллаччӗ.
Неем 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансем, вӗсен тӑванӗсем — пурӗ сакӑрҫӗр ҫирӗм иккӗн; Иерохам ывӑлӗ Адаия, — Иерохам вара — Фелалия ывӑлӗ, Фелалия — Амций ывӑлӗ, Амций — Захария ывӑлӗ, Захария — Пашхур ывӑлӗ, Пашхур — Малхия ывӑлӗ, — 13. тата унӑн тӑванӗсем, ӑрупуҫӗсем — икҫӗр хӗрӗх иккӗн; тата Азариил ывӑлӗ Амашсай, — Азариил вара — Ахзай ывӑлӗ, Ахзай — Мешиллемоф ывӑлӗ, Мешиллемоф — Иммер ывӑлӗ, — 14. тата унӑн тӑванӗсем, паттӑр ҫынсем — ҫӗр ҫирӗм саккӑрӑн.
Неем 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Иерусалимра пурӑннӑ Фарес ывӑлӗсем мӗнпурӗ тӑватҫӗр утмӑл саккӑрӑн, пурте паттӑр ҫынсем пулнӑ.6. Всех сыновей Фареса, живших в Иерусалиме, четыреста шестьдесят восемь, люди отличные.
Неем 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Ҫавӑнпа та эпир ҫырсах килӗшӳ турӑмӑр, ӑна пирӗн аслӑ ҫынсем, левитсем тата священниксем алӑ пуссах, пичет хурсах ҫирӗплетрӗҫ.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Пирӗн патшасем, аслӑ ҫынсем, священниксем, пирӗн аттемӗрсем Санӑн саккунна пурӑнӑҫламан, Санӑн ӳкӗтӳсене, Эсӗ астутарса тӑнине итлемен.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иисус, Ваний, Шеревия, Иамин, Аккув, Шабе, Годия, Маасея, Клита, Азария, Иозадав, Ханан, Фелаия тата левитсем халӑха саккуна ӑнлантара-ӑнлантара пачӗҫ, ҫав вӑхӑтра ҫынсем хӑйсен вырӑнӗнчех тӑчӗҫ.
Неем 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
71. Ытти ҫынсем ҫирӗм пин драхма ылтӑн, икӗ пин мина кӗмӗл тата священниксем валли утмӑл ҫичӗ тум пачӗҫ.
Неем 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ тыткӑнран чи малтан таврӑннисенӗн йӑх-кӑк ҫырӑвне тупрӑм, унта ҫапла ҫырнӑччӗ: 6. акӑ тыткӑнран таврӑннӑ ҫынсем, вӗсене тыткӑна Вавилон патши Навуходоносор хӑваласа кайнӑччӗ; вӗсем ӗнтӗ Иерусалима, Иудейӑна, — кашнийӗ хӑйӗн хулине таврӑнчӗҫ, 7. вӗсене Зоровавель, Иисус, Неемия, Азария, Раамия, Нахманий, Мардохей, Билшан, Мисфереф, Бигвай, Нехум, Баана ертсе килнӗ.
Неем 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем ман патӑма тӑватӑ хутчен ҫав йыхравпах ҫынсем ячӗҫ, эпӗ те вӗсене унчченхи пекех хуравласа тӑтӑм.4. Четыре раза присылали они ко мне с таким же приглашением, и я отвечал им то же.
Неем 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫав кунран пуҫласа вара ман ҫумри ҫамрӑк ҫынсем ҫур халӑхӗ ӗҫлетчӗ, ҫурри сӑнӑпа, хулканпа, ухӑпа, тимӗр тумтирпе авӑрланнӑччӗ; ҫарпуҫсем яланах хӳме хӑпартакан Иудея ҫыннисемпе юнашар пулчӗҫ.
Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иудейӑра та, Иерусалимра та пӗлтерсе тухнӑ: тыткӑнра пулнисене пурне те Иерусалима пухӑнма чӗннӗ, 8. кам та кам вара виҫӗ кун хушшинче унта пымасть, пуҫлӑхсемпе аслӑ ҫынсем кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫавӑн пӗтӗм пурлӑхне тупаламалла, ӑна хӑйне куҫса килнӗ халӑхран уйӑрмалла, тенӗ.
1 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫакӑн хыҫҫӑн ман патӑма халӑх пуҫлӑхӗсем пычӗҫ те каларӗҫ: Израиль халӑхӗ, священниксемпе левитсем ют халӑхсенчен, вӗсен ирсӗрлӗхӗнчен, ханаансенчен, хетсенчен, ферезейсенчен, иевусейсенчен, аммонсенчен, моавсенчен, египетсенчен, амморейсенчен хӑпман, 2. хӑйсем те, ывӑлӗсем те ҫав халӑхсен хӗрӗсене качча илнӗ, ӗнтӗ таса вӑрлӑх ют халӑх йӑхӗсемпе хутӑшса кайнӑ; ҫакӑ йӗркесӗр ӗҫре паллӑ ҫынсемпе аслӑ ҫынсем вара чи малта пулнӑ, терӗҫ.
1 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эпӗ вӗсене Касифье теекен вырӑнти Иддо пуҫлӑх патне ӗҫпе ятӑм, Иддопа унӑн тӑванӗсене, Касифьери левитсене пулӑшакансене, мӗн каламаллине вӗрентсе, Туррӑмӑрӑн Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑма хамӑр пата ҫынсем илсе килме хушрӑм.
1 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. «Патша пӗлсе тӑтӑрччӗ: сан патӑнтан тухса пирӗн патӑмӑра Иерусалима килнӗ иудейсем ҫакӑ пӑлхавлӑ та юрӑхсӑр хулана ҫӗнетме тытӑнчӗҫ: хӳме хӗвеҫҫӗ, унӑн никӗсне сиплерӗҫ те ӗнтӗ. 13. Патша пӗлсе тӑтӑрччӗ: ку хулана туса пӗтерсессӗн, унӑн хӳмине ҫӗнетсе тухсассӑн, хырҫӑ та, куланай та, ытти тӳлеве те пама пӑрахӗҫ, вара патша хыснине сиен пулӗ. 14. Эпир, патшамӑра ӗҫлесе тӑракан ҫынсем, патшашӑн сиенлӗ ӗҫе асӑрхамасӑр тӑма пултараймастпӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ патшана пӗлтеретпӗр: 15. аҫусенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче шыраччӑр — ҫулсеренхи кӗнекере эсӗ ҫакӑ хула пӑлхавлӑ та патшасемпе ҫӗрсемшӗн сиенлӗ хула пулни ҫинчен, ҫав хула ӗлӗкренпех уйрӑла-уйрӑла тухни ҫинчен, ӑна шӑпах ҫавӑншӑн аркатни ҫинчен вуласа пӗлӗн. 16. Ҫавӑнпа эпир патшана пӗлтеретпӗр: ку хулана туса ҫитерсессӗн, хӳмине хӳсе ҫаврӑнсассӑн, эсӗ юханшыв леш енчи пӗтӗм ҫӗрне ҫухатӑн».
1 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫав вӑхӑтрах священниксемпе левитсем, ӑру пуҫлӑхӗсемпе ватӑ ҫынсем нумайӑшӗ, унчченхи Ҫурта курнӑскерсем, ҫакӑ Ҫурт никӗсне хывнине пӑхса тӑнӑ чухне ӳлесех йӗнӗ, ытларахӑшӗ вара савӑнса-хӗпӗртесе кӑшкӑрса тӑнӑ.
1 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнене кунсеренех кӳме пуҫланӑ, ҫав парнене тата ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче те, Ҫӳлхуҫана халалланӑ мӗнпур уявра та парса тӑма пуҫланӑ, тимлӗ пулса, ҫынсем тата ырӑ кӑмӑлтан Ҫӳлхуҫана парнесем кӳнӗ.
1 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тыткӑнри ҫынсем Вавилонран Иерусалима таврӑннӑ чухне Шешбацар ҫакна пӗтӗмпе хӑйпе пӗрле илнӗ.Все это взял с собою Шешбацар, при отправлении переселенцев из Вавилона в Иерусалим.
1 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Турӑ ҫынсен чун хавалне Иерусалима таврӑнма, унти Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫӗнӗрен юсаса лартма хускатса янӑ та, вара ҫав ҫынсем — Иудӑпа Вениамин ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем, священниксемпе левитсем, ӗнтӗ камӑн кӑмӑлӗ ҫаврӑннӑ, ҫавсем пурте — кар ҫӗкленнӗ.
1 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.