Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Шел сăмах пирĕн базăра пур.
Шел (тĕпĕ: шел) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шел, Лариса Ивановна тӗлне те инкек сиксе тухнӑ: ывӑлне службӑра пӗрле тӑракансем вӑйлӑ хӗненӗ.

Жаль, и у Ларисы Ивановны случилась беда: сына очень сильно избили сослуживцы.

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Шел те, вӗсенчен пӗри те шантарнӑ кун тӗпулӑва килмерӗ.

Жаль, в обещанный день из них никто на встречу не пришел.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Хуняҫана шел, сарӑмсӑр вилсе ҫӗре кӗчӗ.

Жаль тестя, скончался скоропостижно.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Шел те, ку мӑшӑрлану ҫын куҫне улталамалли мел кӑна пулнӑ — арҫын тин кӑна Турӑ умӗнче яваплӑха илнӗ арӑмӗн аппӑшӗ хыҫҫӑн чупнӑ.

Увы, это бракосочетание оказалось лишь уловкой, чтобы обмануть людскую молву - мужчина волочился за сестрой новоиспеченной жены.

Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Шел, ҫак ӑнтӑлу паян пит сисӗнмест.

Жаль, такое стремление сегодня не чувствуется.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Шел, Альӑпа Артурӑн тӑван амӑшӗ ҫут тӗнчере ҫук ӗнтӗ: ҫакӑн ҫинчен вӗсене тӑванӗсем ӑна пытарса тирпейленӗ хыҫҫӑн чылайран кӑна пӗлтернӗ.

Помоги переводом

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Шел те, ҫак ӗҫе кӗске хушӑрах тума ӑста кадрсем ҫитмеҫҫӗ.

Жаль, но не хватает опытных кадров для быстрого продвижения этой работы.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Шел те, спутниксенче ЮТВ сигналӗ ҫук.

К сожаленью, на спутниках нет сигнала ЮТВ.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Шел, пӗрремӗш подпольщиксен кун-ҫулӗ кӗске пулнӑ: йышра сутӑнчӑк тупӑннӑ.

Помоги переводом

Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Шел те, ачасен ҫуллахи вӑхӑтне йӗркелесси халӗ йӑлтах ҫемье ҫине тиенет.

Жаль, сейчас организация летнего досуга детей ложится на семью.

Ачасене - тимлӗх // Эльвира ИВАНОВА. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Шел те, пӗр пуҫлӑх та хаклӑ иномаркӑран ҫирӗп ВАЗ ҫине куҫса ларнине курман-ха.

Помоги переводом

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Строительство отраслӗ вара, шел те, уксахлать-ха.

Помоги переводом

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ҫавӑн пек самантсенче, шел, ача-пӑча инкеке лекесси те инҫе мар.

В такие моменты, к сожалению, с детьми, и до беды не далеко.

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Шел те, халӗ ача йышӗ те питӗ пӗчӗк.

И жаль, количество детей сейчас очень маленькое.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Шел те, юлашки вӑхӑтра библиотекӑсем йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкрӗҫ.

- Жаль, но в последнее время библиотеки попали в тяжелое положение.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Шел, вӑрҫӑ суранӗсене пула вӑл пурнӑҫран ир уйрӑлнӑ.

Жаль, из-за военных ран рано ушел из жизни.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Шел, пӗр ҫапӑҫура вӑл йывӑр аманнӑ.

Жаль, но в одном бою он был тяжело ранен.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Шел, Сережа.

- Жаль, Сережа.

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Шел, ҫитеймен...

Жаль, не дошла...

Улттӑри паттӑр салтак // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Шел те, Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав, Вӑрмар тата ытти районта ку енӗпе лару-тӑру савӑнтармасть.

Помоги переводом

Тӗп вырӑнта - экзамен, хутшӑну, хӑрушсӑрлӑх // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней