Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Шел сăмах пирĕн базăра пур.
Шел (тĕпĕ: шел) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шел, нимӗн те пулмарӗ.

Жаль, ничего не получилось.

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Шел, ҫанталӑк япӑх пулнӑран шлюпкӑсемпе ӑмӑртма май килмерӗ».

Помоги переводом

«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Ялсенчи ҫырма хӗррисем пирки те манмалла мар, мӗншӗн тесен нумай ҫӗрте шӑпах вӗсем, шел те, ҫӳп-ҫап тӑкмалли вырӑнсем пулса тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Намӑсланма пӗлсессӗн шанӑҫ пур-ха // ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Шел, совет саманинче ӳкернӗ фильмсене ҫитекеннисем сахал.

Помоги переводом

Хапха ҫинчи пӗрремӗш кадрсем // Михаил Игнатьев. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Шел, ӗмӗрӗ кӗске пулчӗ.

Помоги переводом

Шкулта вӗреннӗ ҫулсем - чи телейлӗ, савӑнӑҫлӑ самантсем // З.ИЛЛАРИОНОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

- Пирӗн районта шкулсенче лайӑх йӗркеленӗ истори управҫисем пур, вӗсене пултаруллӑ вӗрентекенсем ертсе пыраҫҫӗ, хӑш-пӗр ялсенче те музейсем шутланса тӑраҫҫӗ, шел, хальхи вӑхӑтра вӗсенчи ӗҫ-пуҫа йӗркелесе пыма (тӳлевсӗрех!) патриотсем тупӑнмаҫҫӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗсен алӑкӗсене ҫӑра хураллать тесен тӗрӗсех пулӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ музей йӗркеленет // Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Владимир Путинпа, шел, сӑмах хушма ӗлкӗреймерӗмӗр, анчах вӑл студентсемпе ӑшшӑн калаҫнине сӑнама май килнӗшӗн хӗпӗртенӗччӗ.

Помоги переводом

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Шел, унӑн кун-ҫулӗ кӗске килчӗ.

Жаль, его жизнь получилась короткой.

Униҫҫи аппан савӑнӑҫӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2016.07.25

Шел, паян таврӑннисенчен те сывӑ ветеран юлман ялта.

Помоги переводом

Тавах сире, мухтавлӑ паттӑрсем // В.КИРИЛЛОВА, З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Хальхи вӑхӑтра пурӑнакан вӑрҫӑ ветеранӗсен хисепӗ те ҫулсерен сайралсах пырать, шел, 71-мӗш Ҫӗнтерӳ уявне 23 фронтовик анчах кӗтсе илме пултарчӗ.

Помоги переводом

Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Шел, тӑван яла таврӑнса ҫывӑх ҫыннисене хӑйсене тивӗҫнӗ орден-медалӗсене кӑтартайман хальхи тӑнӑҫ пурнӑҫшӑн, пирӗн телейшӗн ҫапӑҫса пуҫӗсене хунӑ паттӑр салтаксем.

Помоги переводом

Тӑванӗсене савӑнтарайман // Галина ЗОТОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Шел пулин те, вӑл пирӗнпе пӗрле Аслӑ Ҫӗнтерӗве 71 ҫул тултарнине кӗтсе илеймерӗ, ҫӗре кӗчӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑра пулнисем нихӑҫан та асран тухмаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Шел пулин те, нумаях пурӑнайман.

Помоги переводом

Фронтра паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ, ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ // В.ИВАНОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Шел пулин те, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑр-ҫин ветеранӗсен, тылра ӗҫленӗ ҫынсен йышӗ ҫулсерен чакса пырать.

Помоги переводом

Ҫӗнтерӗве ҫывхартнисем чыс-хисепе тивӗҫлӗ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.06

Шел, мӗншӗн тесен халӗ производительсенчен чылайӑшӗ тутӑ кӗртекен хутӑшсемпе усӑ курать.

Помоги переводом

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Шел те, иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче культура вучахӗ те хӗмленме пӑрахрӗ.

Жаль, но в 90-ые годы прошлого века и очаг культуры перестал обогревать.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Шел, унӑн ванчӑкӗ хама сӑмсаран пырса лекрӗ: юн юхать, ниепле те чарма ҫук.

Жаль, его осколок в нос попал: кровь идет, никак не остановить.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Шел, шурӑ ҫӳҫлӗ салтаксен шучӗ ҫулсеренех чакса пырать.

Жаль, численность седовласых солдат с годами становится все меньше.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Халӗ ҫак йӑла, шел те, пирӗн ялта ҫук.

Сейчас этой традиции, к сожалению, в нашей деревне уже нет.

Мӑнкун йӑли манӑҫать // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2739.html

Шел, хальлӗхе хамӑн методикӑпа нумай хӗр-упраҫа паллаштарма ӗлкӗреймен-ха эпӗ.

Жаль, до сегодняшнего дня своей методикой многих девушек не успела познакомить.

Пулас упӑшкана тӗрӗслени // Н. СУЙМАНОВ. «Капкӑн», 2016, 4№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней