Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ҫурри хупӑ куҫсемпе сехечӗ-сехечӗпе кравать ҫинче хускалмасӑр выртрӗ, тӑртаннӑ пӳрнисем ҫеҫ утиял хутланчӑкӗсене майӗпен кӑштӑртаттаркаласа хыпашларӗҫ, ҫав сехетсенче вара пурӑнса ирттернӗ пӗтӗм кунҫулӗ куҫӗ умӗнчен шӑвӑнса иртрӗ.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӗтӗм ӗмӗрне тенӗ пек пурӑнса ирттернӗ кил-ҫуртра вӑл ытлашши ҫын пулса тӑчӗ.Она стала лишней в доме, в котором прожила почти всю свою жизнь.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӑш чухне занятисене Никифор Арсентьевич ирттернӗ, вӑл хӑй те сад ӗрчетес ӗҫе лайӑх пӗлнӗ.
IV. Ҫӑмӑлах та мар ӑна тӑвасси // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.
Унтакшӑран Емелькино шкулне кашни кун тӑватшар километр каллӗ-маллӗ ӗҫе ҫӳресе ӗмӗрӗсене ирттернӗ Николай Григорьевичпа Неля Михайловна.
Ӗҫе чунтан парӑннӑ // Лидия УГАХИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 8 стр.
Леш ӑна хирӗҫ: «Кунашкал чирлисем, коллега, медицинӑра санпа манран кая мар чухлаҫҫӗ. Мӗнпур практикӑна хӑйсен ӳчӗ ҫинче ирттернӗ».
4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ӗҫре ирттернӗ кунсем аса килеҫҫӗ час-часах.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Вӑл иккӗш кӑнтӑрла утса тухнӑ, Таня ачалӑхне ирттернӗ картише аса илчӗ.Он вспомнил, как шли они днем по двору, где проходило когда-то детство Тани.
2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Егорыч наҫилкке ҫинче янахне каҫӑртса выртнӑччӗ, сарӑхса кайнӑ пӗрӗмлӗ питӗнче ун, хӑй пурӑнса ирттернӗ пӗтӗм ӗмӗрӗ пекех, канӑҫсӑрлӑх хытса юлнӑ.
15 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
«Вилӗме ҫӗнтерсе…» повеҫӗн шӑпи ӑнӑҫлӑ пулчӗ: мана уншӑн Ҫамрӑк гварди ячӗпе хисепленекен тата Пӗтӗм союзра ирттернӗ Н. Островский ячӗпе хисепленекен конкурс премийӗсене пачӗҫ.
Хаклӑ чӑваш вулаканӗсем! // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 5–6 с.
Хура ҫеҫенхир ытамӗнче вара темиҫе ӗмӗр пурӑнса ирттернӗ тахҫан-тахҫанхи кивӗ юрӑ ҫеҫ хуҫаланчӗ.Над черной степью жила и властвовала одна старая, пережившая века песня.
XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Халтан ямалла вӑрӑммӑн туйӑнчӗҫ Григорие ҫул ҫинче ирттернӗ кунсем, вӗҫӗ-хӗррисӗр хӗл каҫӗсем вара пушшех те вӑраххӑн тӑсӑлчӗҫ.
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӗсем ӗмӗрне пурӑнса ирттернӗ ватӑ йыттӑнни пекех салху та йӑваш курӑнаҫҫӗ.Взгляд их был грустен и спокоен, как у старой доживающей век собаки.
XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӑюллӑ маневрсем туса ирттернӗ Кубаньпе Терек казакӗсен пӗрлештернӗ утлӑ дивизийӗ сулахай флангран хупӑрласа илес хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ пирки 10-мӗш ҫар командованийӗ хӑйсен чаҫӗсене Борзенково — Латышево — Красный Яр — Каменка — Банное фрончӗ еннелле чакарса каять.
XX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӗсем унта пӗр пысӑк пичке Дон эрехне ӗҫсе янӑ, пурте вил ӳсӗр пулнӑ, унтан вара темле гимназисткӑсемпе пӗрле вӑхӑта шутсӑр савӑнӑҫлӑ ирттернӗ.
XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ыйхӑланӑ пит-куҫлӑ фельдшер, ҫывӑрмасӑр ирттернӗ каҫсене пула тата тифпа чирлисемпе, аманнӑ ҫынсемпе вӗҫӗмсӗр аппаланса ывӑннӑскер, карӑнкаласа илсе, ҫатан урапа ҫинчен анчӗ, ларкӑч ҫинчен ҫыхӑ илчӗ те пӳртелле утрӗ.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Фронтра ирттернӗ виҫӗ ҫул хушшинче те Копылов стройри кӗрнеклӗхпе типтерлӗхе хӑнӑхайман.Строевой подтянутости и выправки Копылов так и не приобрел за три года, проведенных на фронте.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Анкӑш хупӑнкаллӑ ҫаврака тӗксӗм куҫӗсем ӗшенчӗклӗн хӗсӗннӗ, илемлӗ пит-куҫне ыйхӑсӑр ирттернӗ каҫсем сӑнран ӳкернӗ.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӳлӗме кашни кунах П пеккине илсе кӗнӗ, унтан тата пушӑ, кӑшӑл та пулнӑ, ҫавсемпе тӗрлӗ мыскарасем туса ирттернӗ вӑл.Каждый день в комнатку вносились П, бич, обручи, и каждый день проделывалось почти одно и то же.
V. Талант! Талант! // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Аниҫҫе кунӗпех унсӑр ирттернӗ те, ҫавӑнпа унӑн упӑшкине ачасем ҫинчен, килти ӗҫсем ҫинчен, хӑйӗн шухӑшӗсем ҫинчен каласа памалли пулнах ӗнтӗ.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Активпа пӗрле ирттернӗ бюрона хупӑннӑ тесе пӗлтеретӗп.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.