Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах вилеҫҫӗ сывлӑмпа та сарӑ тутӑх тӗсӗпе витӗннӗ ҫулҫӑсем, тата чечекне хӑйне те ӗнтӗ вилӗм алли пырса сӗртӗннӗ; аялти икӗ чашки пӗркеленсе хуралнӑ, чи ҫӳлти ҫеҫ — вӗтӗ пӗрчӗллӗ сывлӑм куҫҫулӗпе ҫиҫсе-йӑлтӑртатса лараканни — хӗвел ҫинче сасартӑк куҫа шартармалла шуррӑн ҫуталса кайрӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
«Паллатӑн-и, кам алли ҫак? — ыйтнӑ вӑл, хӑй савӑннине пытармасӑр.«Узнаешь, чей почерк? — спрашивал он, не скрывая своего торжества и довольства.
23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Мӗн пӑрикмахерскинчи пек шӑршӑ кӗрет сан? — ыйтрӗ Лузгин, кӗрӗкне Нюшкӑ алли ҫине хывса пӑрахса, сӑмсине нӑш-нӑш туртса.
23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ӗҫленӗ чух Корней пурне те маннӑ: алли хӑйӗн ӗҫне тунӑ, вӑл вара хӑй тӗллӗн, уйрӑммӑн пурӑннӑ пек туйӑннӑ, ӑна йӑлтах пуҫран тухма пӗлмен, паллӑ мар шухӑшсем ҫавӑрса илнӗ…
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Игнат Савельевич, хӑй мӗн тунине ӗненмен пек, каялла чакнӑ, унтан хӗрачи патне ыткӑннӑ, анчах ӑна ывӑлӗ, хыттӑн тӗксе ярса, йӑмӑкне алли ҫине ҫӗкленӗ.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Газик алӑкне уҫса, унтан ҫӳлӗ те кӗрнек ҫын тухрӗ — хӑрах аллине шлепке тытнӑ, тепӗр алли ҫине кӗрхи пальто уртса янӑ.
22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл пальтоне алли ҫине уртса ячӗ, чӑматанне ҫӗклерӗ те пӳлӗмрен тухрӗ.Он перекинул через руку пальто, поднял чемодан и вышел из комнаты.
21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Мажаров, тӑрмаланчӑк пуҫӗпе Ксюша пит ҫӑмартине сӗртӗнсе, ун ҫумнелле тайӑлнӑ, хӑйӗн хӗр хулпуҫҫийӗ ҫинче выртакан алли ҫинчен пачах манса кайнӑ тейӗн ҫав.
19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Халӗ ун алли бинт ҫинче ҫакӑнса тӑман ӗнтӗ, анчах вӑл ӑна, кам та пулин асӑрхамасӑр лектересрен хӑранӑ пек, кӑкӑрӗ ҫумӗнче тытса тӑнӑ.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Камӑн алли кукӑр, ҫав чӗтресе тӑтӑр!
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Малтан вӑл ҫакна пӗр васкамасӑр, тӑрӑшса тунӑ, унтан хӑвӑртран хӑвӑрт тӑва пуҫланӑ, унтан кашни пӑхнӑ хыҫҫӑн ҫамки ҫинчен тарне шӑла пуҫланӑ, унтан алли ывӑнса ҫитсен, аллине аялалла усса сулла пуҫланӑ, унтан татах тӑрӑшса пӑхма хӑтланнӑ, татах ывӑннӑ, татах аллине сулланӑ.
II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
Кивелсе кайнӑ таса сӗтел ҫитти ҫине йӗркеллӗн лартса хунӑ ҫав япаласене темиҫе кун каялла кӑна амӑшӗн типтерлӗ алли сӗртӗннӗ.
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сулахай алли хӑйӗн юнпа вараланнӑ таса мар бинтран ҫакӑнса пырать, сылтӑммипе ывӑна пӗлмесӗр чӑпӑрккине вылятать.Левая рука его висела на грязной окровяненной перевязи, правая — безустально играла плетью.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫавӑн чухне тин Кӑнтӑр фронтӑн алли тӑшмана вӗлермеллех пырса ҫапма ирӗклӗ пулӗ.Тогда рука Южного фронта освободится для нанесения смертельного удара врагу.
LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Шамиль Алешки варринче выртать: унӑн кивелсе кайнӑ кӑвак сӑхманне уҫса хунӑ, пушӑ ҫаннине касса ҫурнӑ пуҫӗ айне чикнӗ, тахҫан ӗлӗкех татнӑ алли, таса мар ҫӗтӗкпе ҫыхнӑскер, нихҫан хускалмасӑр ҫӳременскер, сывлами пулнӑ ҫаврака кӑкӑр ҫинче шӑнӑр хутлатнӑ пек хутланса выртать.
LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пурин патне те арҫын алли кирлӗ, пурте кил хуҫи куҫӗсӗр юлнӑшӑн йӗрет.Ко всему требовались мужские руки, все плакало без хозяйского глаза.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пуҫ ҫумӗнчен шӑхӑрса иртнӗ вилӗмрен пӑрӑнса юлчӗ вӑл, унтан ҫавӑнтах, учӗ тачанка турти урлӑ сиксе каҫнӑ самантра, хӑй ҫинелле пенӗ, алли иккӗмӗш патрона затворпа тӗртсе кӗртсе ӗлкӗреймен матроса касса пӑрахрӗ.
XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хӗрарӑмсемпе хӗр тивлетне ҫухатнӑ хӗрупраҫсем, самӑнтлӑх юратӑва уйӑрса, Григорий алли витӗр сахал мар тухрӗҫ.Бабы и потерявшие девичий цвет девки шли через руки Григория, деля с ним короткую любовь.
XLII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пуҫне алли ҫине ӳкерчӗ, тепӗр темиҫе минутран вара, куҫне тискеррӗн мӗкӗлтеттерсе, каллех пуҫларӗ:Ронял голову на руки, а через несколько минут, дико озираясь, опять начинал:
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Штокман кӳршӗ алли ҫине пӑхса илчӗ.
XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.