Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сӗтел хушшине ларсан та вӑл нимӗн те ҫимерӗ, апата пӗтӗмпех тарелкӑсенче хӑварнӑшӑн сӑмах тӗкнӗ официанткӑна вӑрҫса тӑкрӗ, унтан Стручков ӑна: хӑвна ырӑ сунакан хӗре ятлама нимӗнле сӑлтав та ҫук, тесе асӑрхаттарсан, вӑл сӗтел хушшинчен тӑрса столовӑйӗнчен тухса кайрӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ют алӑк урлӑ ура ярса пуссанах, хӑйӗн ҫӗнӗ ҫуртӗнче йӗрке ҫуккине кура, вӑл хӑйӗн кивӗ пӳртне — вун сакӑр ҫул хушши чи ҫирӗп йӗрке тытса пурӑннӑ пӳртне— аса илнӗ те лӑш хуйхӑрса янӑ, хӑйӗн икӗ хӗрне тата хӗр тарҫине час ӗҫлейменшӗн ятлама пуҫланӑ, вӗсене хӑй пулӑшма тытӑннӑ.
Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вӑл вара упӑшкине ятлама тытӑнчӗ:
XI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Районти пӗр пӗчӗкрех пуҫлӑх кула-кула ҫапла каласа пачӗ: - Ҫынна намӑс сӑмахпа ятлама та, мухтама та пулать.
«Чӗлхӳ пыл пек пылак пултӑр…» // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.08.11
Ҫул ҫӳреве тухма май тупӑнӗ, ҫавӑнпах ҫулталӑк хуҫине ятлама ан васкӑр.
Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ
Патшалӑха, ертӳҫӗсене ятлама пикенчӗ: — Хамӑр ҫӗршывра тӳлевсӗр операци тӑваймаҫҫӗ ачана.Стал ругать государство, руководителей: — В нашей стране не могут даже сделать операцию бесплатно.
Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№
- Кахал, юлхав! - тесе ятлама пикеннӗ.
Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11
Ҫирӗп кӑмӑллӑ эпӗ, хушӑран хытӑ ятлама та пултаратӑп.
Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№
Ҫакскерсем ЮНЕСКОна ятлама пуҫларӗҫ: «Чӑваша кураймаҫҫӗ, вӑл пӗтмест, малалла та пурӑнӗ».
Пӗтӗмлетӗве маччаран илмен // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№