Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: «Чӗлхӳ пыл пек пылак пултӑр…»

Автор: Ив. САЛАНДАЕВ

Источник: «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.08.11

Добавлен: 2018.01.11 21:31

Предложений: 34; Слово: 419

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Культура

Тахҫан-тахҫан, пӗр вӑтӑр ҫул ытла каялла, Виҫпӳрт Шӑмӑршӑра пурӑннӑ Сӑрнай Мишши сӑвӑҫ мана тӗне кӗмен чӑвашсен йӑли-йӗрки ҫинчен хавхаланса каласа панӑччӗ.

- Авалхи тӗне пӑхӑнса пурӑнакан чӑвашсен ҫав тери ӑслӑ каларӑшӗсем нумай, — тенӗччӗ Михаил Васильевич. - Вӗсем тин ҫуралнӑ ача тутине ҫу сӗрсе пыл хыптарни, «Чӗлхӳ пыл пек пылак, ҫу пек ҫӑвак пул- тӑр»,- тени кӑна мӗне тӑрать!

Сӑрнай Мишши каланине ун чух хут ҫине ҫырсах хунӑччӗ.

Ним пытармалли те ҫук, хальхи саманара ҫынсен кӑмӑлӗ нумай улшӑнчӗ. Лайӑх енне пулсан юрӗччӗ - шел, чунсем сивӗнни хытах сисӗнме тытӑнчӗ. Усал сӑмах каласа ҫынна кӳрентересси йӑлана кӗчӗ. Шухӑшлатӑп та, хӑш вӑхӑтра ҫапла пӑсӑлса кайрӗ-ши этем тени? Ваттисен сӑмахне итлеме пӑрахрӑмӑр, хамӑр ӑспа пурӑнатпӑр тесе тем тепӗр хӑтланатпӑр. Хамӑрӑн ӑс вара виҫӗ пуслӑх кӑна. Пуклак чӗлхемӗре пулах тӑвансемпе, кӳршӗ-аршӑпа, ял-йышпа хирӗҫсе пӗтетпӗр, хамӑр валли хамӑрах тӑшмансем тупатпӑр.

Мӗн чарать-ха пире ҫын умӗнче ҫын пек пулма? Усал сӑмахсӑр пуҫне пире атте-анне ырӑрах сӑмах калама вӗрентмен-и?

Чӑнах та, хӑшпӗр ҫемьере ашшӗ-амӑшӗ ачисене намӑс сӑмахпа калаҫма хӑнӑхтарнине те пӗлетӗп. Улми йывӑҫҫинчен аякка ӳкместех: аслисене кура ачасем те усал сӑмах калама вӗренеҫҫӗ. Ҫапла вара «тӗрме жаргонне» малалла тӑсакан ҫӗнӗ ӑру ҫитӗнет.

Халӑхӑмӑр чӗлхи ҫав тери пуян, ҫак пуянлӑхӑн 20-30 процентне кӑна ӑса илсен те общества ку таранччен пӑсӑлмӗччӗ. Ахаль ҫынсем ҫеҫ мар, хӑшпӗр пуҫлӑхсем те намӑс сӑмах калаҫҫӗ те, ӑҫтан йӗрке пултӑр ӗнтӗ?

Районти пӗр пӗчӗкрех пуҫлӑх кула-кула ҫапла каласа пачӗ: - Ҫынна намӑс сӑмахпа ятлама та, мухтама та пулать. Манӑн рабочисем ҫакна хӑнӑхрӗҫ ӗнтӗ: кунне пӗрре те намӑс сӑмах илтмесен вӑй хурса ӗҫлессишӗн те тӑрӑшмаҫҫӗ.

Ку «хӑнӑху» мӗн патне илсе ҫитерӗ-ши пире? Малашне ача садне ҫӳрекенсем те пӗр-пӗрне намӑс сӑмахпа сывлӑх сунма тытӑнмӗҫ-и? Шкул пирки каламастӑп та: район центрӗнче пурӑннӑ май ачасем усал сӑмахпа калаҫнине тӑтӑшах илтетӗп. Аслисенчен те вӑтанма пӗлмеҫҫӗ, пӗр хӑнӑхсан кирлӗ мар сӑмахпа калаҫнине хӑйсем те ӑнланмаҫҫӗ пулӗ.

Килте те, урамра та, ӗҫре те, хӑнара та тирпейлӗ калаҫма хӑнӑхмалла. Намӑс сӑмахсене нумай пӗлнипе ухмах ҫын ҫеҫ мухтанма пултарать. Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫыннӑн ватӑ асаттесен чӗлхи мӗн тери илемлӗ те ҫепӗҫ пулнине манмалла мар. Хамӑра хамӑр хисеплеме пӗлмелле, усал сӑмахсӑрах ҫынпа йӗркеллӗ калаҫма май пуррине ӑнланмалла.

Раҫҫей Федерацийӗн административлӑ право йӗркине пӑсни ҫинчен калакан Кодексӗнче (КоАП) обществӑлла вырӑнсенче намӑс сӑмахпа перкелешнӗшӗн айӑпламалли 20.1 статья пур. Унпа килӗшӳллӗн намӑс сӑмах калакана 500 тенкӗрен пуҫласа 1000 тенкӗ таран штраф тӳлеттерме е 15 талӑка хупма та пултараҫҫӗ.

Енчен те ҫынна намӑс сӑмахпа кӳрентерсе пӗтерсен айӑплав тата та пысӑкрах: 40 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме е 1 ҫулталӑк таран арестлеме пултараҫҫӗ.

Пурнӑҫра йывӑрлӑхсем нумай пулсан та, эпир цивилизаци патшалӑхӗнче, культурӑллӑ обществӑра пурӑннине манар мар. «Чӗлхӳ пыл пек пылак пултӑр», — тесе пехилленӗ тин ҫуралнӑ ачана пирӗн мӑн-мӑн асаттесем. Ҫак пехиле яланах асра тытар.

Сайт:

 

Статистика

...подробней