Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ытамне (тĕпĕ: ытам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урапа кустӑрмисем нӑчӑртатни, лашасем кӗҫенни, ҫынсем кӑшкӑрашни, темӗн чухлӗ выльӑх чӗрнисем тӗпӗртетни, сурӑхсем макӑрни, ача-пӑча йӗни — ҫаксем пурте ҫеҫенхирӗн лӑпкӑ ытамне ӑшчике хускатакан шӑв-шавпа тултарса лартнӑ.

Скрип колес, конское ржание, людские окрики, топот множества копыт, блеяние овец, детский плач — все это наполняло спокойные просторы степи неумолчным и тревожным шумом.

XXII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӑвӑрт юхӑм ӑна ҫавӑнтах хӑйӗн ытамне илчӗ, анаталла юхтара пуҫларӗ.

Быстрое течение подхватило ее, начало сносить.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Малти сапаланчӑк ретсем куҫ ытамне кӗмелле мар йышлӑн тӑсӑлса кайнӑ.

Насколько видит глаз — протянулась передняя цепь.

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Малтанах вӑл хӗрлӗ ҫӳҫесен ҫӑран ашкӑрса ӳсекен симӗс тӗмӗсене, Донӑн ампӑс-тӗмпӗссӗн авкаланса выртакан кӗмӗл ытамне, ҫил арманӗн майӗпен ҫаврӑнакан ҫунаттисене курчӗ.

Сначала он видел зеленые купы верб, серебряную, прихотливо извивавшуюся ленту Дона, медленно взмахивавшие крылья ветряка.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хыҫалтан тытас пулсан икӗ арҫын ытамне шӑнӑҫмасть, пӗр арҫын вара ан та тыт!

Сзади двум мужикам не обнять, а одному уж и не берись — рук не хватит!

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Машинӑ хӑлхана ҫурасла уласа пынӑ хыҫҫӑн вӑл вӑрманта хура кӗркунне ҫеҫ пулакан шӑплӑхӑн ҫемҫе ытамне кӗрсе ӳкрӗ: таҫта темскер кӑштӑртатни, ҫывӑхрах шыв шӑнкӑртатса юхни, хӑрӑк туратсем хуҫӑлни, темӗнле кайӑксем чӗвӗлтетни илтӗнет.

После надрывного стенания машины его мягко обняла тишина, какая бывает только поздней осенью в лесу, полная неясных шорохов, близкого побулькивания ручья, треска сучьев, непонятного писка.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мажаров ӑна аллине тӑсса панӑ, Ксюша кӑштах ун ытамне кӗрсе ӳкмен.

Он протянул ей руку, и Ксюша чуть не свалилась ему в объятия.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ахӑртнех, ҫунать пулмалла-ха, хӑйӗн мӑчӑлти ҫутине сапаласа, Григорий ҫут тӗнчене килнӗ кун ҫӳл тӳпене ярӑнса тухнӑ пӗчӗкҫӗ ҫӑлтӑр; вӑхӑчӗ ҫитмен-тӗр-ха ӑна халех татӑлса ӳкме, аялалла вирхӗнекен сивӗ ҫулӑмӗпелен тӗпсӗр тӳпе ытамне ҫунтарса вӗҫме.

Знать, еще горела тихим трепетным светом та крохотная звездочка, под которой родился Григорий; видно, еще не созрела пора сорваться ей и лететь, сожигая небеса падучим холодным пламенем.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Улӑп тӑпри те пулин куҫ ытамне кӗнӗ тарӑн тӗлӗкри пек, темле ытла та тӗлӗнмелле те уҫӑмсӑррӑн кӑвакарса палӑрать…

Даже курган синеет на грани видимого сказочно и невнятно, как во сне…

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юрлӑ ҫеҫен хирӗн ытамне вӗсем хӑйсен хура мӗлкеллӗ кӳлеписемпе тӗрлесе чӗнтӗрленӗ.

Окаймили снежный фон черной мережкой фигур.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тимӗрҫе курнӑ-курман Фоминпа тӗл пулнӑ самант ун пуҫӗнчен сӗвӗрӗлсе тухрӗ (ҫак самантра каллех ӑна кулленхи служба ӗҫӗсем хӑйсен канӑҫсӑр ытамне, тӗркелесе чикме ӗлкӗрчӗҫ)!

При взгляде на коваля у Петра выветрились из памяти Фомин и разговор с ним (в этот миг Петром уже владели будничные заботы и тревоги).

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӑхӑр пин ҫын ытла выртса юлать ҫав кун Свинюха ялӗ ҫывӑхӗнчи хӑйӑрлӑ та нимӗн хавассӑр ҫӗрӗн салхуллӑ ытамне.

Девять с лишним тысяч жизней выплеснули в тот день на супесную невеселую землю неподалеку от деревни Свинюхи.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Листницкий ӑҫта та пулин сарай ҫывӑхнерех пырса тӑрать, кӗрхи сивӗ каҫӑн тӗксӗм ытамне тинкерсе сӑнать, ҫав хушӑрах хӑйӗн куҫӗ те куҫҫульпе тулнине, куҫ хупаххисенче темскер ҫивӗччӗн те ачашшӑн чике-чике килнине туять.

Листницкий стоял где-нибудь неподалеку от сарая, вглядывался в осеннюю хмарь вечера и ощущал, что глаза его увлажняются слезой, остро и сладко режет веки.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сергей йӑмӑкӗ ытамне епле кӗрсе ӳкнине астуса та юлаймарӗ.

Сергей не помнил, как очутился в объятиях сестры.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫынсем тин ӑнланса илчӗҫ: вӗсем халӗ ирӗклӗ, вӗсен халӗ пурнӑҫ патне чул витӗр шӑтарса тухмалла мар, вӑрҫса тухмалли кашни вырӑнта та вӗсене ҫӗнӗрен каялла илнӗ пурнӑҫ кӗтет, вӑл ҫак ҫынсене хӑйӗн уҫӑ та хӗвеллӗ, анлӑ ытамне йышӑнма хатӗр.

И тут только, сейчас, окончательно дошло до сознания людей, что они свободны, что не надо пробиваться сквозь камень к жизни, что жизнь, отвоеванная заново, ждет у каждого выхода, готовая принять их в свои свежие, солнечные, просторные объятия.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Володя тата нумайччен пӗр ытамран теприне, пӗр штрекран кӳршӗрине куҫа-куҫа ҫӳрерӗ, хӑй чупнине, питҫӑмарти ҫине ӑшӑ куҫҫуль юхтарнине, юлташӗсем — пионерсем — хӗпӗртенипе ҫурӑмӗнчен тӳпкенине камбуза ҫитичченех туйрӗ, анчах апат шӑрши сарӑлнӑ кухньӑна кӗрсенех ӑна Манто пиччен вӑрӑм та ҫирӗп аллисем хӑйӗн ытамне ҫавӑрса илчӗҫ.

И долго еще Володя перелетал из одного объятия в другое и оказывался то в этом штреке, то в соседнем и чувствовал на своей щеке поцелуи, слезы, а на спине — веселые тумаки от друзей-пионеров, пока не почуял жар и запах кухонной плиты и не очутился на камбузе, где его приняли в свою хватку длинные, цепкие руки дяди Манто.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Пӗр самант та иртмерӗ пулӗ, разведчиксем иккӗшӗ те хушӑк витӗр чӑмса, Шустов мучи ытамне ыткӑнчӗҫ.

Кажется, и секунды не потребовалось для того, чтобы оба разведчика нырнули в отверстие лаза и оказались в объятиях дядьки Шустова.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Юлия Львовна пӗтӗм класа хӑй ытамне ҫавӑрса илнӗ пек аллисене саркаларӗ, ҫаксене сирӗн алла паратӑп, тенӗ пек, ҫӗнӗ учитель еннелле ҫаврӑнчӗ.

И она широко развела руки, словно забирая в свои объятия весь класс, и повернулась к новому учителю, как бы передавая ему всех.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Анчах шухӑшӗсенче унӑн нимӗскерле палӑртса хунӑ туйӑмлӑ тӗллев ҫукчӗ, — ӑна, пӗр хӗрарӑм тиркенӗскере, ҫак нимпе хупланман, уҫӑлчӑк та ансатлатнӑ юрату ытамне пурӗ те, ывӑннӑ та шӑнса ӗнтӗркенӗ вӗҫен кайӑксене сивӗ каҫ маяк ҫути патне туртнӑ евӗр, пӑхӑнтаруллӑ, ӑнсӑртла вӑй ҫех сӗтӗрчӗ.

Но в мыслях его не было никакой определенно чувственной цели, — его, отвергнутого одной женщиной, властно, стихийно тянуло в сферу этой неприкрытой, откровенной, упрощенной любви, как тянет в холодную ночь на огонь маяка усталых и иззябших перелетных птиц.

XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Нивушлӗ сире хамӑр ытла йӗрӗнӗҫ, ытла ирсӗрле хӑтланнӑ текен шухӑш хӑратмасть, эпир пӗр-пӗрин ытамне нимӗнле юратусӑр, кичемлӗхе пула, йӑпанассишӗн кӑна, мӗн унта, пач кӑсӑкланмасӑрах та-ха, кӗрсе ӳкрӗмӗр-ҫке, мӗнле калас… горничнӑйсем уявсенче хӗвелҫаврӑнӑш кишӗкленӗ евӗр ҫеҫ.

Неужели вас не ужасает мысль, как гадки мы были с вами оба, принадлежа друг другу без любви, от скуки, для развлечения, даже без любопытства, а так… как горничные в праздники грызут подсолнышки.

IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней