Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сӑнарне (тĕпĕ: сӑнар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа та В. Бурнаевский писатель В. И. Чапаев сӑнарне ӳкерсе парасшӑн ырми-канми ӗҫлени — мухтамалла япала.

Помоги переводом

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Ҫеҫпӗл Мишши сӑнарне автор кӑшт ҫеҫ кӑтартнӑ пулсан та, вӑл поэт сӑн-питне эпир пӗлнинчен ӑрасна, ҫӗнӗ тӗс хушать.

Помоги переводом

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Эпир ахаль ҫынсемшӗн кӑна мар, пиншер организаторсемшӗн те питӗ кирлӗ сӑнар, хамӑр хушӑмӑртах ленинла стильпе ӗҫлекен талантлӑ коммунист-руководитель сӑнарне кӗтетпӗр.

Мы ждем очень важный образ не только для обычных людей, но и для тысяч организаторов, и ожидаем образ вышедшего из народных масс талантливого коммуниста-руководителя, работающего в ленинском стиле.

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Хӑвӑрӑн кӑмӑла тивӗҫтерекен арҫын сӑнарне палӑртӑр-ха?

Помоги переводом

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Халь телевидени, пресса политработник сӑнарне пӑсса, тӳнтерлетсе, мӑшкӑласа кӑтартать.

Помоги переводом

Сулахай флангра. Самана сатурӗсем // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 9.04.2011

Экологин лайӑх лару-тӑрӑвӗ, влаҫ органӗсен уҫҫӑн пурнӑҫлакан ӗҫӗ, тухӑҫлӑ экономика, пахалӑхлӑ медицина, хальхи вӑхӑтри вӗренӳ, ҫирӗп сывлӑхлӑ халӑх – ҫак тӗп пайсем район сӑнарне, унӑн инвестици илӗртӳлӗхне йӗркелеҫҫӗ.

Помоги переводом

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Тен, вулакансенчен чылайӑшӗ прототипа хӑйсен куҫӗпе кулленхи пурнӑҫра курманран, А. Волков кӑшт ӳстеререх, ҫӑрарах сӑрсемпе ӳкерсе кӑтартман-ши ректор сӑнарне тесе шутлама та пултарӗ.

Помоги переводом

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Тӗнче сӑнарне чӗр чун, ӳсен-тӑран тӗнчисем, ҫут ҫанталӑк пулӑмӗсем тата ытти те кӗреҫҫӗ.

Помоги переводом

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Уйрӑмах мана «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» драмӑра Константин Иванов сӑнарне ӗнентерӳллӗ выляни хумхантарчӗ.

Мне особо взволновала достоверное воплощение в образ Константина Иванова в драме "Мягкая душа с горячей кровью".

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Ҫав спектакль сыпӑкӗнче эпӗ Якур пичче сӑнарне вылярӑм.

В этой части спектакля я играл образ дяди Егора.

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Кӑҫалхи конкурс теми — ӗҫ ҫыннин сӑнарне калӑпласси.

Помоги переводом

Туслӑх, пӗрлӗх ҫӑлкуҫӗсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

«Сутӑн илнӗ чыс» спектакльте Кӗҫтук мучи сӑнарне калӑпларӑм.

Помоги переводом

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

«Нарспи» драмӑри Тӑхтаман сӑнарне ӑста калӑпланӑ хӑйпултаруллӑ артист Николай Петров та, Л.Агаковӑн «Ылтӑн вӑчӑринчи» штурмпанфюрер Генрих Шварцпа «Муҫҫа Хӗветӗрӗ хӗр парать» комединчи Муҫҫа, «Нарспири» Михетер, «Ҫӗрпе хӗр» драмӑри Астахви пуп сӑнарӗсене вылянӑ ялти чи юратнӑ «артист» Самсон Васильевич Иванов та ҫӑва ҫинче ӗмӗрлӗхех канӑҫ тупнӑ.

Помоги переводом

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

— Чӑвашлӑх туйӑмӗпе хавхаланман тӑк вӑл амаҫын сӑнарне калӑплама килӗшмӗччӗ.

Помоги переводом

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

«Чӑваш амаҫыннисем» фильмра аннӳ чӑваш хӗрарӑмӗн сӑнарне уҫма тӑрӑшать.

Помоги переводом

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

11. Вӗсем хӑйсем мӗн тунинчен пуринчен те намӑсланаҫҫӗ пулсан, эсӗ вӗсене Турӑ Ҫурчӗн ӗлкине-сӑнне, вӑл мӗнле ларнине, унӑн тухмалли-кӗмелли вырӑнӗсене, унӑн пӗтӗм сӑнне, пӗтӗм йӗркине, пӗтӗм сӑнарне, унӑн пӗтӗм саккунне кӑтарт, вӗсем унӑн пӗтӗм сӑнне, пӗтӗм йӗркине сыхла са хӑварччӑр, ҫавсене тытса пурӑнччӑр тесе, ҫакна пӗтӗмпе вӗсен куҫӗ умӗнче ҫырса хур, терӗ.

11. И если они устыдятся всего того, что делали, то покажи им вид храма и расположение его, и выходы его, и входы его, и все очертания его, и все уставы его, и все образы его, и все законы его, и напиши при глазах их, чтобы они сохраняли все очертания его и все уставы его и поступали по ним.

Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Аякра пурӑннӑран ҫыннине хӑйне пуҫҫапма май пулманнипе ҫынсем унӑн инҫетри сӑнне касса кӑларнӑ: хӑйсем хисеплекен патшанӑн курӑнакан сӑнарне ӳкернӗ, лешӗ умра ҫук пулсассӑн та, ӑна пур пекех шутласа мухтанӑ.

17. Кого в лицо люди не могли почитать по отдаленности жительства, того отдаленное лицо они изображали: делали видимый образ почитаемого царя, дабы этим усердием польстить отсутствующему, как бы присутствующему.

Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Турӑ этеме вилмешкӗн пултарман, ӑна Хӑйӗн ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫӗн сӑнарне панӑ; 24. анчах шуйттан кӗвӗҫнине пула тӗнчене вилӗм килнӗ, ҫавӑнпа ӑна шуйттан майлӑ ҫынсем тӳсеҫҫӗ.

23. Бог создал человека для нетления и соделал его образом вечного бытия Своего; 24. но завистью диавола вошла в мир смерть, и испытывают ее принадлежащие к уделу его.

Ӑсл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней