Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Тӑван сăмах пирĕн базăра пур.
Тӑван (тĕпĕ: тӑван) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кусем — харпӑр хӑй хуйхипе асапланакан кичем ҫынсем; хуйхӑ вӗсене, хӑйсен хӗсӗр те ырхан тӑван ҫӗрӗнчен уйӑрса, кӗркуннехи сарӑхнӑ ҫулҫӑсене ҫил вӗҫтернӗ пек, ҫакӑнта илсе ҫитернӗ, кунта вӗсене ют ҫутҫанталӑкӑн чаплӑ илемӗ тӗлӗнтерсе янӑ, куҫӗсене шартарнӑ; йывӑр ӗҫ вара ку ҫынсене пӗтӗмпех ҫапса хуҫнӑ.

Это — скучные люди, раздавленные своим горем, оно сорвало их с родной, усталой, неродимой земли и, как ветер сухие листья осени, занесло сюда, где роскошь незнакомой природы — изумив — ослепила, а тяжкие условия труда окончательно пришибли этих людей.

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

Хуласенчи тӗттӗм кӗтессем вӗсенчен лайӑхрах, унта пӗтӗмпех вараланчӑк пулин те, тӳрӗлӗх пур, хӑвна ху ирӗккӗн тытатӑн е тӑван ҫӗршывӑн хирӗсемпе ҫулӗсем тӑрӑх ҫӳре, ку питӗ интереслӗ, чуна уҫӑлтарса ярать, ҫапла ҫӳреме сана, чӑтӑмлӑ, лайӑх урусемсӗр пуҫне, ытла нимех те кирлӗ мар.

Всего лучше отправиться в трущобы городов, где хотя всё и грязно, но всё так просто и искренно, или идти гулять по полям и дорогам родины, что весьма любопытно, очень освежает и не требует никаких средств, кроме хороших, выносливых ног.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Эпир унпа иксӗмӗр мӗлкӗпе витӗннӗ, мӑкпа кӗҫҫеленнӗ, тӑван сӑртӗнчен катӑлса ӳкнӗ пысӑк чул умӗнче, — салхуллӑ та хӑмӑр чул умӗнче, хӑйӑр ҫинче выртатпӑр.

Мы с ним лежим на песке у громадного камня, оторвавшегося от родной горы, одетого тенью, поросшего мхом, — у камня печального, хмурого.

Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.

Те тӑван килне тунсӑхланипе, те ҫав тери хытӑ юратнипе…

От тоски по дому или от любви…

II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

— Эпир виҫҫӗн пӗр тӑван, — мӑкӑртатать Денмс, икӗ маттур салтак ӑна тытса камерӑран ҫавӑтса тухнӑ чухне.

— Нас три брата, — бормочет Денис, когда два дюжих солдата берут и ведут его из камеры.

Усал шухӑшлӑ ҫын // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 63–70 стр.

Эпир виҫҫӗн пӗр тӑван: Кузьма Григорьев, стало-быть, Егор Григорьев тата эпӗ, Денис Григорьев.

Нас три брата: Кузьма Григорьев, стало быть, Егор Григорьев и я, Денис Григорьев…

Усал шухӑшлӑ ҫын // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 63–70 стр.

— Итле, тӑван, ухмаха персе ан тӑр эс ман умра, этем ӑслӑ калаҫ.

— Послушай, братец, не прикидывайся ты мне идиотом, а говори толком.

Усал шухӑшлӑ ҫын // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 63–70 стр.

Эпӗ сана, тӑван, уйӑрса парӑп…

Я тебе, брат, отделю…

III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Челкаш хӑйне лӑплантаракан тӑван сывлӑшӑн ачаш варкӑшӑвӗ перӗннине туйрӗ, вӑл варкӑшу унӑн хӑлхисем патне амӑшӗн ачаш сӑмахӗсене, чунӗ-чӗрине хресчен пулнӑ ашшӗ калакан селӗм сӑмахсене, нумай манса кайнӑ сасӑсене, халь кӑна ирӗлсе тухнӑ, халь кӑна сухаласа пӑрахнӑ, халь кӑна ешӗл-симӗс пурҫӑн пек кӗр калчисемпе витӗннӗ ҫӗр-аннен сӗткенлӗ шӑршине илсе пычӗ.

Челкаш чувствовал себя овеянным примиряющей, ласковой струьй родного воздуха, донесшего с собой до его слуха и ласковые слова матери, и солидные речи истового крестьянина-отца, много забытых звуков и много сочного запаха матушки-земли, только что оттаявшей, только что вспаханной и только что покрытой изумрудным шелком озими…

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Ӑна чӑнкӑ сӑртран анаталла, юханшыв хӗрринелле ларса тухнӑ, хурӑн, йӑмра, пилеш, ҫӗмӗрт ращинче пытанса ларакан тӑван ялӗ ун пуҫӗнчен тухма пӗлмерӗҫ…

Его охватила волна воспоминаний о своей деревеньке, сбегавшей по крутой горе вниз, к речке, скрытой в роще берез, ветел, рябин, черемухи…

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Мӗнле-ха эсӗ, тӑван, мана улталатӑн? э?

Как ты это, брат, обошел меня? а?

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

— Эсӗ ху кӑшкӑратӑн! — тесе тавӑрчӗ вӑл кӑшкӑрнӑ сасӑ еннелле, унтан халӗ те ҫаплах кӗлӗ сӑмахӗсем каласа пӑшӑлтатакан Гаврила патнелле ҫаврӑнса: — Ну, тӑван, хӑвӑн телейӳ пулчӗ!

— Сам ты и орешь! — сказал он по направлению криков и затем обратился к Гавриле, все еще шептавшему молитву: — Ну, брат, счастье твое!

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Каях, тӑван, хам йӗркеллӗ ыйтнӑ чухне, атту ӗнсерен парса ӑсатӑп!

Поди, брат, пока честью просят, поди, а то в шею провожу!..

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Кай, тӑван, кунтан!

Пошел, брат, вон!

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Вӗсем социаллӑ пӗлтерӗшлӗ темӑсене, наци тата регион проекчӗсене епле пурнӑҫланине ҫутатсах тӑраҫҫӗ, ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас, тӑван чӗлхене юратма вӗрентес ӗҫе те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ ыйтнисене тӗпе хурса // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18

Анчах эсир пире ыр тӑвакан ҫын пулсан, пирӗн тӑван атте пулсан, пирӗн сире мӗнле пуҫҫапас мар-ха?

А как же нам в ноги не кланяться, ежели благодетели вы наши, отцы родные?

Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.

Арманӗ те сан хӑвӑн, пахчисем те пур, пуллипе те услам тӑван

И мельница у тебя своя, и огороды держишь, и рыбой торгуешь…

Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.

Уява Шупашкартан «Тӑван Атӑл» редакторӗ, Чӑваш Республикин профессионал писательсен союзӗн председателӗ Лидия Филиппова ертсе килнӗ пултаруллӑ ҫыравҫӑсемпе журналистсем уйрӑмах сум кӳчӗҫ.

Помоги переводом

Ыр ҫын хыҫҫӑн пин ҫын утать // Э. Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2019.10.18

Ун хыҫҫӑн тӑван яла халалланӑ «Кӗтеснер» сӑввине чуна витермелле вуласа пачӗ.

Помоги переводом

Ыр ҫын хыҫҫӑн пин ҫын утать // Э. Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2019.10.18

«Ман калавсемпе повеҫсенчи, романсенчи геройсемпе персонажсем чылайӑшӗ хам ҫуралса ӳснӗ Кӗтеснертен. Вӗсем чун-чӗрене уйрӑмах ҫывӑх. Тӑван яла час-часах кайни, унти ҫынсемпе шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса ларни, вӗсен хуйхи-суйхине, савӑнӑҫне ӑнланма тӑрӑшни мана ҫыравҫӑ ӗҫӗнче ҫав тери пулӑшать», - ҫапла калӑпларӗ Анатолий Иванович Алентейӑн сӑмахӗсене.

Помоги переводом

Ыр ҫын хыҫҫӑн пин ҫын утать // Э. Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2019.10.18

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней