Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хывса (тĕпĕ: хыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун чухне вӑл мавзолей ҫине, пӗлӗтре ҫӗнтерӳллӗн ялкӑшса тӑракан хӗрлӗ ялав ҫине пӑхрӗ те пуҫӗнчи буденновкине вӑр-варах хывса аллине тытрӗ.

Глянул на Мавзолей, на победно сияющий в небе красный флаг и торопливо сдернул с головы буденновку.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Этеме чиксе пӑрахма чӗрҫитти ҫакса ҫанӑсене тавӑрса тухаҫҫӗ-и вара? — Лукашка, чӗрҫиттине хывса, аван мар пулнӑн йӑл кулса илчӗ те, ҫиллине пусарса, арӑмне кӑшкӑрса ҫапла каларӗ:

Разве же человека резать при фартуке и с засученными рукавами выходют? — Лукашка, снимая фартук, смущенно улыбнулся и с сдержанной злостью крикнул на жену:

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Анчах эп хитона хывса пӑрахнӑ.

Но я скинула мой хитон.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Патша вӑхӑтӗнче иксӗмӗр те пӗр пекех пурӑнаттӑмӑрччӗ, халӗ авӑ, эсӗ вӗрсе хӑпартнӑ ҫын пек ҫӳретӗн, манӑнне урари юлашки ҫӑмата хывса илчӗҫ.

Жили с тобой почти одинаково при царе, а вот зараз ты как обдутенький, а с меня последние валенки сняли.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Чӑнах, — тет Титок, — ара, урисем шӑнса юман пекех хытса ларнӑ та, ахаль хывса илеймерӗм, хӗҫпе качлаттара-качлаттара касса татрӑм.

«Верно, говорит, так снять не мог, на морозе одубели ноги-то, я их и пооттяпал шашкой.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Шӑрӑх пирки Давыдов пальтине те, пиншакне те хывса пӑрахрӗ.

Духота выжила Давыдова из пальто и пиджака.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Казаксем кӑмӑллӑн кулса ячӗҫ, анчах Давыдов, сӳсмене йӑпӑр-япӑр хывса илнӗ хушӑра, шӳтлесе ҫапла тавӑрчӗ:

Казаки беззлобно засмеялись, но Давыдов, проворно снимая хомут, отшутился:

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Килнӗ ҫын пашлӑкне тата шурӑ путек тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗкне хывса хучӗ, вара унӑн сайралнӑ шупка-сарӑ ҫӳҫпе витӗннӗ кӗтеслӗрех пысӑк пуҫӗ курӑнса кайрӗ.

Приезжий снял башлык и белого курпяя папаху, обнажив могучий угловатый череп, прикрытый редким белесым волосом.

1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Лашан хырӑмсалӑхне пушатрӑм эпӗ, халлӗхе ан тив, йӗнерленипех тӑтӑр-ха, кӑшт сивӗнсен хывса хурӑп, — терӗ те кил хуҫи, тӑрӑшсах лаша ҫине сивӗ ҫапнӑ аҫам витсе ячӗ.

— Подпруги я ему отпустил, нехай постоит оседланный, а трошки охолонет — тогда расседлаю, — говорил хозяин, заботливо накидывая на коня нахолодавшую попонку.

1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ хӗрарӑм ҫинчи йӗпе кӗпене хывса кӑмака ҫине пӑрахрӑм та кӗтесре ҫакӑнса тӑракан тӑм чӳлмекри шывпа алӑ ҫурӑм, тутӑрпа шӑлӑннӑ хушӑра ачана: — Ну, сывӑ юл! — терӗм.

Раздев женщину, я бросил ее мокрое платье на печь, вымыл руки в углу, из глиняного рукомойника, и, вытирая их платком, сказал ребенку: — Ну, прощай!

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Нунча часран часах хӑйӗн хулӑн куҫхаршийӗсене пӗре-пӗре илекен пулчӗ, хӑш чухне тата, картла вылякан тепӗр юлташӗ ҫине унӑн мӗнле картне пӗлме тӑрӑшса пӑхнӑ пек, тутине ҫыртса херӗ ҫине куҫ хывса илет…

Нунча всё чаще сдвигает густые брови, а порою, закусив губу, смотрит на дочь, как игрок на другого, стараясь догадаться, каковы его карты…

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Аттене хальхи пекех куратӑп: вӑл, чир ернӗ аллисене саркаласа, пӳрнисемпе кимӗ хӗрринчен ҫатӑрласа тытса, кимӗ тӗпӗнче ларать, шлепкине ҫил хывса ывӑтнӑ, пӗр сулахайран, пӗр сылтӑмран ун пуҫӗпе хулпуҫҫине хум пыра-пыра ҫапать, хум ӑна кӑкӑрӗнчен, ҫурӑмӗнчен ҫапать, хӑй вӑл пуҫне сулла-сулла илет, тулхӑрать те вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ман еннелле пӑхса кӑшкӑрать.

— Как теперь вижу родителя: он сидит на дне барки, раскинув больные руки, вцепившись в борта пальцами, шляпу смыло с него, волны кидаются на голову и на плечи ему то справа, то слева, бьют сзади и спереди, он встряхивает головою, фыркает и время от времени кричит мне.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Хура пальтоллӑ ҫӳлӗ ҫын, хулпуҫҫисене хӗрлӗрех саплӑк лартнӑскер, юпа ҫине хӑпарса тӑнӑ та, кукша пуҫӗнчен ҫӗлӗкне хывса, хыттӑн, чаплӑн калама тытӑннӑ.

Высокий человек в чёрном пальто, с рыжей заплатой на плече, встал на тумбу и, сняв шапку с лысой головы, начал говорить громко, торжественно,

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Унтан Гаврила, йӗпе картузне хывса, сӑхсӑхса илчӗ, ывӑҫне чӑмӑртанӑ укҫисем ҫине пӑхса, ҫӑмӑллӑн, тарӑннӑн сывларӗ, вӗсене хӗвне пытарчӗ, вара, шултра та ҫирӗп утӑмсемпе, Челкаш кайса ҫухалнӑ еннелле мар, тепӗр еннелле, ҫыр хӗррине утса кайрӗ.

Потом Гаврила снял свой мокрый картуз, перекрестился, посмотрел на деньги, зажатые в ладони, свободно и глубоко вздохнул, спрятал их за пазуху и широкими, твердыми шагами пошел берегом в сторону, противоположную той, где скрылся Челкаш.

III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Кашниех вӗсем чӑваш халӑх писателӗн хайлавӗсене шкулта вӗреннӗ чухнех ӑша хывса ҫитӗннине пӗлтерчӗҫ.

Помоги переводом

Ыр ҫын хыҫҫӑн пин ҫын утать // Э. Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2019.10.18

Санька пуҫне чикрӗ, пилоткине хывса, хӗрлӗ ҫӑлтӑрне чылайччен сӑтӑркаласа тӑчӗ.

Санька потупился и, сняв пилотку, долго тер рукавом алую эмалевую звездочку.

33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑвӑртрах! — Санька ҫурӑм хыҫӗнчен кутамккине хывса ывӑтрӗ.

Быстро! — Санька сбросил с плеч вещевой мешок.

28-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тупӑннӑ икӗ тӑлӑх — ватӑпа ҫамрӑк — хӗрхенсе шухӑшларӗ Катерина, унтан ваткӑллӑ пиншакне хывса пӑрахса, пуҫне Федя еннелле сулчӗ:

«Собрались две сиротины — старый да малый», — с жалостью подумала Катерина, потом скинула ватник и кивнула Феде:

12-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тимка урапа ҫине хӑпарса ларчӗ, пысӑк картузне хывса тарланӑ ҫамкине шӑлса илчӗ.

Тимка забрался на телегу, снял широкий картуз и вытер вспотевший лоб.

10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсем урисене салтаҫҫӗ те тумтирӗсене хывса пӗр вӗҫӗмренех вӑрҫӑлла, лапталла, чышкӑлла (ҫӗр очко шутласа кӑлариччен) тата вуникӗ патакла выляҫҫӗ.

Разувались, снимали пиджаки и куртки и заводили бесконечные игры в войну, в лапту, в чижи на счет до ста очков, в городки на двенадцать фигур.

9-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней