Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хушшинчен (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Акӑ… аттен япалисем хушшинчен тупрӑм: «Шухӑш-ӗмӗтсем» ятлӑ, — Санька амӑшне хура коленкор хупӑллӑ хулӑн тетрадь тыттарчӗ.

— Да вот… в тятькиных вещах нашел: называется «Мечты-думы», — и Санька протянул матери толстую тетрадь в черном коленкоровом переплете.

3-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Туса та пӗтереймен-ха ӑна: килкарти енчи ҫивиттине ҫурри таран кӑна витнӗ, пӗренесем хушшинчен сӳспе мӑк тӑсӑлса тӑрать, крыльца картлашкисем аран-аран тытӑнса тӑраҫҫӗ.

Многое еще было недоделано: крыша над двором покрыта только наполовину, мох и пакля из стен торчали клочьями, ступеньки на крыльце еле держались.

2-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Йӗри-тавра пиҫенпе хурахух ҫеҫ кашлатчӗ, ҫавсен хушшинчен пиҫсе ҫитнӗ чавкапуҫ курӑкӗ, сайра тӗл пулакан, шултраскер курӑнса кайрӗ.

Кругом все заросло бурьяном и чертополохом, а сквозь них пробивалось несколько созревших головок клевера, и таких на редкость крупных.

1-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акулина пулӑ япӑх пӗҫерет; пиччӗшӗ ҫилленсе сӗтел хушшинчен тухать, анчах вӑл, чул пекех, ним те илтмест.

Не доварит Акулина рыбу, разворчатся братец, уйдут из-за стола: она, точно каменная, будто и не слышит.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Мӗншӗн-ха вӑл ӗлӗк, шарккух ҫунсан та, пулӑ шӳрпи ытлашширех вӗресен те, яшкана ешӗл ҫимӗҫ ямасан та, Акулинӑна лӑпкӑн та мӑнаҫлӑн хӑтӑрса илетчӗ те манатчӗ, халӗ вара, ун пек-кун пек пулсан, вӑл сӗтел хушшинчен сиксе тухать, кухньӑна чупса каять, Акулинӑна чӗрре кӗрсех ӳпкелешет, Анисьйӑна та ҫилленет; тепӗр кунне вара яшкана ешӗл ҫимӗҫ янине, пулӑ мӗнле пиҫнине хӑй тӗрӗслет.

Отчего прежде, если подгорит жаркое, переварится рыба в ухе, не положится зелени в суп, она строго, но с спокойствием и достоинством сделает замечание Акулине и забудет, а теперь, если случится что-нибудь подобное, она выскочит из-за стола, побежит на кухню, осыплет всею горечью упреков Акулину и даже надуется на Анисью, а на другой день присмотрит сама, положена ли зелень, не переварилась ли рыба.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Анисья ҫатмана Акулинӑна пачӗ, кӗпи аркине пиҫиххи хушшинчен туртса кӑларчӗ, икӗ пӗҫҫине шарт ҫапрӗ, шӗвӗр пӳрнипе сӑмсине шӑлчӗ те улпут патне кайрӗ.

Анисья передала сковороду Акулине, выдернула из-за пояса подол, ударила ладонями по бедрам и, утерев указательным пальцем нос, пошла к барину.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Галерейӑпа пӗрлех хапхана та турлетмеллеччӗ, крыльцана та юсасан авӑн пулатчӗ, ансӑр картлашкасем хушшинчен тӗпсакайне кушаксем ҫеҫ мар, сыснасем те кӗрсе каяҫҫӗ, тесе такам астутарнӑ ӑна.

Кто-то напомнил ему, что вот кстати бы уж и ворота исправить, и крыльцо починить, а то, дескать, сквозь ступеньки не только кошки, и свиньи пролезают в подвал.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл утиялне силлерӗ: унӑн хутламӗсем хушшинчен урайне ҫыру тухса ӳкрӗ.

Он тряхнул одеялом: из складок его выпало на пол письмо.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Граждансен хушшинчен кӑларса пемелле-и? — сасартӑк хавхаланса калаҫма пуҫларӗ Обломов, Пенкин умне тӑрса.

— Извергнуть из гражданской среды! — вдруг заговорил вдохновенно Обломов, встав перед Пенкиным.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл темле, ытахальтен тенӗ пек, кӑшт кӑна йӑвашшӑн кулса илчӗ те кӗнчелеҫҫи хушшинчен тӑчӗ, карчӑк патне пычӗ.

Она чуть-чуть улыбнулась с оттенком незлой насмешки, встала из-за прялки и подошла к старухе.

IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Вӗсем халӑх хушшинчен аран-аран хӗсӗнкелесе тухса университет ҫурчӗ еннелле утрӗҫ.

Они с трудом выбрались из толпы и пошли к университету.

Тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Бандит рет хушшинчен тухрӗ те стена ҫумӗпе хыҫалти рет еннелле васкарӗ.

Бандит поднялся с пола и побежал в проход, затем по нему наверх к последнему ряду, затем к крайним местам у стены.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Тӗрлӗ-тӗрлӗ теттесем хушшинчен Чебурашкӑна туртса кӑларчӗ.

Женя сунула руку и выудила из кучи старого детского хлама Чебурашку.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Шӑнкӑрав янӑраса кайсан Елена Степановна кабинетран тухрӗ, Женя кӳрши сӗтел хушшинчен ҫил пек тухса вирхӗнчӗ.

Затем, когда прозвенел звонок, и Елена Степановна вышла из кабинета, соседа как ветром сдуло с места.

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Иртнӗ кунсенче вӑл кӑштах улшӑннӑ пек туйӑнчӗ мана: пит-куҫӗнче темле йытӑланнӑ сӑн-сӑпат пур пек, питҫӑмартисем усӑннӑ, мӑйӗ ҫухи хушшинчен хӑмпӑлчӑланса тӑрать.

Мне показалось, что он изменился за эти несколько дней: в лице его появилось что-то собачье, щёки обвисли, над воротником была высоко видна морщинистая, похудевшая шея.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫакӑ курс хӗвеланӑҫ енне тата ытларах пӑрӑннӑ пулсан та, е Нансен «Фрамӗн» ҫулӗпе юнашар пынӑ пулсан та 1916-мӗш ҫулхи кӗркуннеччен пӑрсем хушшинчен тухайман пулӑттӑмӑр, ӗҫме-ҫиме вара 1915-мӗш ҫулхи ҫуллахи вӑхӑта ҫеҫ ҫитет.

Даже в случае изменения этого курса на более западный, то есть параллельно движению нансеновского «Фрама», мы не могли выйти изо льдов раньше осени 1916 года, а провизии имели только до лета 1915 года.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫуртсем хушшинчен ҫулӑм пек ялкӑшакан тинӗс курӑнса каять.

Между домами вдруг открывалось пламенное море.

XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Унта ҫыран хӗрринчи икӗ сӑрт хушшинчен тинӗс татӑкӗ курӑнать, ун ҫинче пулӑҫсен парусӗсем те нумай курӑнаҫҫӗ.

Там, между двумя прибрежными горками, виднелся голубой треугольник моря со множеством рыбачьих парусов.

XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Халӑх хушшинчен пысӑк, хӗрлӗ питлӗ, икӗ тутӑрпа хулпуҫҫи урлӑ хӗресле ҫыхнӑ арӑм чупса тухрӗ.

Из толпы выбежала большая, усатая, накрест перевязанная двумя платками женщина с багрово-синими щеками.

XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Мӑйӑхӗсене хырнӑ пулин те, ӑна Петя пин ҫын хушшинчен те палласа илме пултарнӑ.

Петя узнал бы его из тысячи даже бритым.

XXXVII. Бомба // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней