Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӗҫ-вӗҫ шаплатса ҫурӑлса каяс евӗр кӳтсе ҫитнӗ Шӑнкӑрч, ним шарламасӑр шӑппӑн тӑрать те, пӑшал кӗпҫине хӑма хушшинчен чиксе, ун автанне пусать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
— Нимӗнле вӑрттӑнлӑх та ҫук, Ольга, — тавӑрнӑ Иван Петрович, сӗтел хушшинчен хуллен тухса.
Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.
Хутсем хушшинчен фотоӳкерчӗксем тухса ӳкрӗҫ.
Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
— Перетӗр!!. — ҫухӑрса янӑ Егор Петрович, сӗтел хушшинчен сиксе тӑрса.
Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Светлана алӑри ачапа, «вӗлтрен хушшинчен» тупнӑ ачапа, тӑрса юлӗ, ку вара унӑн ҫамрӑклӑхӗ ӗмӗрлӗхех пӗтнине пӗлтерӗ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Мана пӳлӗме илсе кӗрсенех, арҫынни ура ҫине тӑчӗ, сӗтел хушшинчен тухса, ман паталла утса пычӗ, мана, ӑшра мӗн пуррине курас тенӗ пекех, куҫран тинкерсе пӑхрӗ.
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Ашшӗ, такам ҫапнӑ пек, сӗтел хушшинчен сиксе тухрӗ:
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Потапов, сӗтел хушшинчен тухса, Хура Ҫимунӑн аллине хыттӑн чӑмӑртарӗ:
Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Лексантӑрӑн вилнӗ ҫырӑвӗ килнӗ, — терӗ Архип Григорьевич, сӗтел хушшинчен тухса.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хырӑмӗ тӑраничченех сӗтел хушшинчен тухрӗ Куҫма.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пахча хыҫӗпе кайӑпӑр, — пӗлтерчӗ Олеся, Иван сӗтел хушшинчен тухсассӑн.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Тӳсеймерӗ Хура Ҫимун, сӗтел хушшинчен тухрӗ те, картиш енчи чӳречене уҫса, чӗлӗм туртса ячӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Таса кӗпе-йӗм хамӑнах пур, — пӗр тӗрке япала хушшинчен ҫӗнӗ кӗпе-йӗм туртса кӑларчӗ Ҫимун.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫӳлӗкри тӗрлӗ кӗнекесем хушшинчен темле ҫырусем туртса кӑларчӗ ватӑ Габдрахман.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— «Мӗне кирлӗ, мӗне кирлӗ», — мӑкӑртатса илчӗ вӑл сӗтел хушшинчен тухнӑ май.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Микула урӑх туссе лараймарӗ, сӗтел хушшинчен тухрӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӗсем сӗтел хушшинчен тухсанах ыранччен, тен, яланлӑхах уйрӑлма тивессе аван ӑнланаҫҫӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Микулапа Анук сӗтел хушшинчен вӑхӑтсӑр тухсан килӗшӳллӗ пулмасран ҫеҫ туссе ларчӗҫ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Юлашкинчен ҫакна ҫеҫ астутарасшӑн: ку хака сире урӑх никам та парас ҫук! — Касмухха вӑр-вар ҫаврӑнчӗ те, халӑх хушшинчен тухса, трантасӗ ҫине хӑпарчӗ.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Халӑх хушшинчен вӗслетнӗ сасӑсем илтӗнчӗҫ:
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.