Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пирӗн умра чул сарнӑ сарлака урам тӑсӑлса выртать, унӑн икӗ айккипе тӑррисене касса тикӗсленӗ йывӑҫсем.Перед нами протянулась широкая замощенная улица, обсаженная по обе стороны подстриженными деревьями.
4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Площадьсенче карттӑсем ҫакӑнса тӑратчӗҫ, тирсе хунӑ пӗчӗк ялавсенчен тытӑннӑ хӗрлӗ ҫиппи вара, Мускав патнелле ҫывхарнӑ май, таҫта Курскпа Харьков хушшипе тӑсӑлса иртетчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чӑнах та, ҫак кун пурнӑҫ шӑпи хӑех шалпар та ҫапкаланчӑк кунчалӑ атӑ, форменнӑй курточка тӑхӑннӑ ача пулса (пуҫӗнче ун тӗл-тӗл хура паллӑсем пур, курточкӑран ырханкка мӑйӗ тӑсӑлса тухать), вӑйран сулӑнса ҫитнӗ ача пулса, хӑй патне пыни ҫинчен шухӑшламан ӗнтӗ Николай Антоныч.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл темскер мӑкӑртатрӗ те, тӑнран кайса, урайне тӑсӑлса выртрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ку мӗскер иккенне пӗлес тесе, эпӗ ун патне йӑпшӑнса пытӑм та чӑнкӑ анакан ҫыран хӗрринчи курак ҫине тӑсӑлса выртрӑм.Я подкрался, подстрекаемый любопытством, и прилег в траве над обрывом берега.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Халӗ вӑл «каюра хулине», хӑйсен ҫӗрпӳртне хӑвӑртрах ҫитесси, протезсене хывса пӑрахса койка ҫине тӑсӑлса выртасси ҫинчен ҫеҫ шухӑшларӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Полковник юлташ, калама ирӗк парӑр! — йӑрст тӑсӑлса тӑрса, сывлӑшне аран ҫавӑрса персе ячӗ пӑлханса кайнӑ лейтенант.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫавӑнпа вал ҫинчен пӑхма илемлӗччӗ: пӗр енче темиҫе ҫырма ҫурса пӗтернӗ сарлака уҫланкӑччӗ, вӑл тусен тӑррине ҫитичченех сарӑлнӑ вӑрман хӗррине тухатчӗ; ун ҫинче тӗллӗн-паллӑн аулсем тӗтӗм кӑларатчӗҫ, ут кӗтӗвӗсем ҫӳретчӗҫ, — тепӗр енче ӑшӑх ҫырма юхатчӗ, ун ҫумнелле Кавказӑн тӗп тӑрӑхӗпе пӗрлешекен чуллӑ сӑртсене витсе тӑракан ҫӑра ката тӑсӑлса анатчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Чаплӑ вырӑн ку айлӑм! йӗри-тавра улӑхма ҫук ҫӳллӗ тусем ешӗл плюшпа пӗркенсе тӑраҫҫӗ, тата чинарӑ тӗмӗсемпе тумланнӑ хӗрлӗрех сӑмсахсем, ҫуркаланса пӗтнӗ чӑнкӑ ҫыран хӗррисем курӑнаҫҫӗ, лере, таҫта ҫӳлте, ылтӑн ҫӳҫеллӗ ӗмӗрхи юрсем палӑраҫҫӗ, аялта тата Арагвӑ шывӗ хура та сӗм-тӗттӗм ту хушшинчен шавласа сикекен пӗр ятсӑр ҫырмапа ыталаннӑ та, кӗмӗл ҫил пек тӑсӑлса, тирне йӑлтӑртаттаракан ҫӗлен пек ҫуталса выртать.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл Мересьев патне чупса пычӗ те ун урисем вӗҫне, мӑк пек ҫемҫе курӑк ҫине тӑсӑлса выртрӗ, анчах лӑпкӑн выртма пултарайманнипе ҫавӑнтах сиксе тӑчӗ:
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫӗнӗ вырӑн чӑнах та картӑ ҫинче кӑвак карандашпа паллӑ тунӑ фронт линийӗ ҫумӗнчех, нимӗҫ ҫарӗсем йышӑннӑ вырӑна савӑл пек тӑсӑлса кӗрсе каякан ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче пулнӑ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл кӑшт сивӗрех, тутлӑ шӑршӑ кӗрекен улӑм ҫинче тӑсӑлса выртрӗ.Он лежал, вытянувшись на прохладной, сытно пахнувшей соломе.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Старший сержант Александр Петров! — рапортларӗ ҫамрӑк йӗкӗт, Мересьевран та тӳрӗрех тӑсӑлса, салтак аттисемпе урайне тата хытӑрах шаклаттарса илсе.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Старший лейтенант Алексей Мересьев! — хӑй ҫинчен пӗлтерчӗ хурарах офицер, атӑ кӗлисене шаклаттарса, йӑрстах тӑсӑлса тӑрса.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑйӗн шухӑшӗсем ӑшне путнӑскер, вӑл йӑрӑст тӑсӑлса тӑракан лётчиксем ҫумӗпе икӗ хутчен вӑркӑнса иртсе кайрӗ, унтан вӗсен тӗлӗнче тӑп! чарӑнса тӑчӗ те, пуҫне ҫӗклесе ыйтуллӑн пӑхрӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑйлӑн ӳссе ларнӑ ҫумкурӑкӗсем хушшипе ҫиппе ҫапса тунӑ пек тӳррӗн тӑсӑлса выртакан, ҫынсем ҫӳреме пӑрахнӑ фронт ҫулӗ ҫинче вара, ҫак ҫуллахи шӑрӑхра пиҫсе выртакан уйсем пек, ҫуллахи пӗлӗтри тӑрисен янравӗ пек, ҫӳллӗ те тӗпсӗр пӗлӗт пек кивӗ те вӗсем пекех ҫамрӑк юрӑ кичеммӗн те вӑйлӑн янраса пычӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Ухатниксем, — терӗ старший лейтенант лӑпкӑн, курӑк ҫине канлӗн тӑсӑлса выртса.— Охотники, — спокойно сказал старший лейтенант, удобно разваливаясь на траве.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Грузовик хыҫҫӑн темӗн тӑршшӗ кӑвак хӳре — ҫӑра тусан тӑсӑлса пынӑ, вӑл нумай километр хушши тытӑнса тӑрса, пӗр ҫилсӗр пӑчӑ сывлӑшра ерипен кӑна сирӗлнӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пачах урӑхла, ку сӑмахсене Капустин ҫар ҫынни пек мар, мирлӗн каларӗ, анчах Мересьев ӑна итлерӗ те, пӑлхавлӑн ҫӗкленсе, хӑй койки ҫумнех тӑсӑлса тӑчӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах Анюта ҫав тери ывӑнса таврӑнчӗ, Алексее алӑ панӑ-паманах, хӑйне йӗри-тӑвра пур япаласем те ҫутӑлса, йӑлтӑртатса тӑнине те асӑрхамасӑрах диван ҫине тӑсӑлса ӳкрӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950