Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑрах куҫлӑ ҫӑхан, ҫуначӗсене хускатмасӑр, арканнӑ шкул тӗлӗнче ерипен вӗҫсе тӑнӑн туйӑнать.И одноглазый ястреб, казалось, медленно парил над руинами школы.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Иртен пуҫласа каҫчен мӗн-мӗн тумаллине ҫирӗп йӗркелесе хунӑ, ҫавӑнпа кун каҫа тем те тума май паракан лагерьти пурнӑҫа Володя ерипен хӑнӑхса ҫитрӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Залра ерипен шӑпланчӗҫ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ачан паҫӑрхи хурлӑхлӑ шухӑшӗсем ерипен иртсе кая пуҫларӗҫ; паҫӑр ӑна тархасласа чарӑнми, ҫав тери вӑйлӑ халӑх ушкӑнӗ малалла, хӑйсен ҫулӗпе утса пынӑн туйӑнчӗ, вӗсен ретӗнче пыракан ашшӗ кая тӑрса юлнӑ пекчӗ…
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Анчах шӑллӗн пит-куҫӗ, рак хуранӗ тӗслӗ, вилнӗ пек пулса кайрӗ те, ахаль те пысӑк куҫӗсем, хурлӑхлӑн, тӗлӗнсе пӑхнипе ерипен чарӑлса кайрӗҫ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Женя Полищук ҫурӑм хыҫне тытнӑ аллисемпе тӗртсе стена ҫумӗнчен уйрӑлчӗ те, ерипен Светлана ларакан сӗтел патне пычӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Ку мӗн тата, калаҫма халь вӑхӑт-и? — терӗ те Юлия Львовна, яланхи пек тӳп-тӳрӗ утса, хумханмасӑр шкул ҫумӗнчи хваттерӗн пӗчӗк кухнине мар, актовӑй зала кӗнӗ пек, ерипен кухньӑна кӗчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫав вӑхӑтра ашшӗ, ывӑннӑ урисене канлӗ кӗҫҫе туфли тӑхӑнаканскер, ерипен тӳрленсе ларчӗ.Отец, надевавший в это время на уставшие ноги войлочные покойные туфли, медленно разогнулся.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл ерипен ҫурӑмӗпе ҫил енне ҫаврӑнчӗ те каялла уттарчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Халӗ ерипен пусма тӑрӑх анакан моряк ывӑлӗ Владимир Дубинин пек ҫакнашкал йывӑр инкеке хӑҫан та пулин лекнӗ-и эсӗ?
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Халӗ Володя, пулса-иртни ҫинчен шухӑшласа, ерипен урам тӑрӑх пырать.И теперь Володя тихо шел по улице, обдумывая все, что произошло.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Учитель малтан ерипен утса кайрӗ, унтан сасартӑк хытӑрах утрӗ те, алӑка яр уҫса, никам ҫук коридор шӑплӑхне тухса ҫухалчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вал йывӑррӑн та шавлӑн сывласа ерипен хӑйӗн сӗтелӗ патне пычӗ; журнала хупрӗ, куҫлӑхне тӳрлетрӗ.Он медленно подошел к своему столу, тяжело и шумно дыша, сложил журнал, поправил очки.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫакнашкал хаяр та никама хӗрхенми савӑнӑҫ, ерипен ачасене илӗртсе, пӗтӗм класа ҫавӑрса илет те, ачасем хӑйсем ҫапла хӑтланни киревсӗр иккенне туяҫҫӗ пулин те, чарӑнас тесен те чарӑнаймаҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ывӑннӑ пуҫне чавсаланнӑ аллисем ҫине ӳкерчӗ те, циферблат ҫине пӑхса, татах нумайччен ларчӗ; стрелкисем вара майӗпен, анчах чарӑнма пӗлмесӗр, сехет механизмӗ ерипен шакканине итлесе савӑннӑ пек, ҫаврӑнаҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя, чи хӑрушӑ харкашу тин ҫеҫ пуҫланасса туйса, ерипен ашшӗ хыҫҫӑн лӑпӑстатрӗ.Володя поплелся за ним, предчувствуя, что главный скандал еще впереди.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя хӑвӑрт-хӑвӑрт койка ҫинчен сиксе анчӗ те пальтопа ҫӗлӗкне тӑхӑнчӗ, мӑйне шарф чӗркерӗ, унтан ерипен алӑка уҫса пӑхрӗ: коридорта никам та ҫук.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пӑс ерипен сирӗле пуҫларӗ те, Володя хӑй умӗнче тем пысӑкӑш, малтанхинчен те ҫӳллӗрех курӑнакан ҫаппа-ҫарамас Вилюй мучие курчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя ерипен куҫне уҫрӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ерипен куҫӗсем уҫӑлнӑ, ним ӑнланмасӑр ҫут тӗнче ҫине пӑхнӑ.Медленно раскрылись глаза, еще бестолково глядевшие на белый свет.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.