Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗррехинче вӑл нӳмаййӑн ларакан камерӑна кӗнӗ те заключеннӑйсенчен пӗрине ҫакнӑ; заключеннӑйӗ, чирлӗ ҫын пулнӑскер, урайне ӳксе асаплӑн тапкаланма тытӑннӑ; ыттисен пурин те ҫав чирлӗ ҫын лӑпланичченех унпа пӗр вӑхӑтра куклене-куклене лармалла пулнӑ.
Сметонс // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Наҫилккана урайне лартаҫҫӗ, вара чехӑн кӑмӑллӑ сасси нимӗҫ кӑшкӑрнине куҫарса парать.Носилки ставят на пол, и деланно-добродушный голос переводит свирепое немецкое рявканье.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Эпӗ тахӑшне ҫапрӑм та урайне ӳкрӗм.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Протезсем урайне хыттӑн ҫапӑннипе унӑн, пӗтӗм кӗлетки витӗр ток тухнӑ пек, чиксе ыратса кайрӗ.От резких ударов протеза об пол острая боль пронзила все его тело.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ура кӗли урайне йывӑррӑн кӗмсӗртетсе анчӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Урайне ӳксен, Алексей хӑйне пулӑшма никама та чӗнмерӗ, хӑех стена патнелле упаленсе пычӗ те, аллисемпе ун ҫине тайӑнса, урисем ҫине вӑрахӑн тӑчӗ, ыраттарнӑ айӑкне хыпашласа пӑхрӗ, чавси ҫинчи кӑвакарма пуҫланӑ вырӑна пӑхса илчӗ, унтан, шӑлӗсене ҫыртса лартса, стенаран уйрӑлчӗ те, тата тепӗр утӑм малалла ярса пусрӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫавӑнпа та, виҫҫӗмӗш утӑм тусан, вӑл пӗр еннелле сулӑнса кайрӗ те, ури пӑрӑннипе урайне ӳппӗн тӑсӑлса ӳкрӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Протезсем ҫинчи сӑран нӑтӑртатса илчӗ, вӗсен тӗпӗсем урайне икӗ хутчен хыттӑн ҫапӑнчӗҫ: кӗмсӗрт, кӗмсӗрт.Туго и хрустко заскрипела кожа, раздались два тяжелых удара об пол: бум, бум.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсене хулхушшисене хӗстерсе, вӗҫӗсене урайне тӑрӑнтарса, вӑл койка ҫинчен хуллен шуса анса урисем ҫине тӑчӗ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Протезсем урайне ҫапӑнса шаклатни илтӗнчӗ, Мересьев урисем ыратнипе кӑшкӑрса ячӗ те ҫавӑнтах, кровать патнех, йывӑррӑн тӑсӑлса ӳкрӗ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл йӑпӑр-япӑрах иккӗмӗш протеза тӑхӑнтарчӗ те, чӗнӗсене ҫыхса лартма ӗлкӗрнӗ-ӗлкӗрменех Мересьев сасартӑк пӗтӗм кӗлеткине хытарса, хӑвӑрттӑн, кровать ҫинчен урайне сиксе анчӗ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл протеза ҫаннипе шӑлса илчӗ, сӑран ҫинчи темле хура пӑнчӑна чӗрнипе хӑйпӑтса пӑрахрӗ, ҫав вырӑн ҫине пӗр хушӑ сывласа тӑрса, ӑна юр пек шурӑ халат аркипе шӑлса илчӗ, унтан протезсене урайне лартрӗ, кипке татӑкне васкамасӑр чӗркесе кӗсйине чиксе хучӗ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл шурӑ кипкепе чӗркенӗ темле япала илсе кӗчӗ те, ӑна Мересьев койки патне урайне хурса, ҫыхнӑ тӗвӗсене асӑрханса, фокусник пек мехеллӗн салтма тытӑнчӗ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫӗрпӳрт урайне коверсем сарнӑ, стенисем ҫине те хаклӑ йышши коверсем ҫакса тухнӑ.
XIX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Старикӗн сылтӑм алли урайне ҫитиех усӑнса аннӑ, пуҫӗ кӑкри ҫине усӑннӑ, ҫак сивӗнсе те ҫитмен кӗлеткере ӗнтӗ пурӑнӑҫ паллисем пулман.
IV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Анчах носилкӑна урайне лартсанах чирлӗ ҫын куҫӗсене уҫрӗ, чавси ҫине ҫӗкленчӗ те палата ӑшчикне интересленсе пӑхса ҫаврӑнчӗ, темшӗн Степан Ивановича куҫ хӗсрӗ, — пурнӑҫсем мӗнлерех пыраҫҫӗ, аптрамалла мар-и? — тесе ыйтнӑ пек пулчӗ вӑл, — унтан хулӑн сасӑпа ӳсӗрсе илчӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Носилка, силленсе кӑна ҫӗкленчӗ те, тӑвӑр алӑкран хирӗнсе тухнӑ чух ҫӗрпӳрт урайне стенасем ҫинчен тӑпра тӑкса хӑварчӗ.Носилки заколыхались и с трудом, осыпая землю со стен, пролезли в узкий проход землянки.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫак хура та ырхан, ватӑлса кайнӑ ҫын чӑнахах хӑйӗн тусӗ Алексей Мересьев иккенне ӗненсен (ӑна полкра пурте тахҫанах вилнӗ тесе шутланӑ ӗнтӗ), лётчик хӑйӗн пуҫне ярса тытрӗ те савнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ, вара чӑрсӑр гопак ҫеммине тутипе каласа, сӗтел тавра ташласа ҫаврӑнма пуҫларӗ, ҫемҫе унттисемпе ҫӗр урайне хӑвӑрт тапӑртаттарса, урайӗнче выртакан панулмисемпе апельсинсене йӑлтах таптаса лапчӑтрӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫӗр урайне шлем вӗҫерӗнсе ӳкрӗ те ун ӑшӗнчи пӗчӗк хутаҫсем тӑкӑнчӗҫ, — вӗсенчеи панулмисем, апельсинсем, печенисем ӳксе кусса кайрӗҫ.На земляной пол упал шлем, посыпались свертки, сверточки, раскатились яблоки, апельсины, печенье.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Икӗ кун ҫапла ним туймасӑр выртрӗ вӑл, виҫҫӗмӗш кунне ҫеҫ, хӗвел ҫутти маччари чӳречерен урайне ярӑмланса ӳксен, тӑна кӗчӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950