Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хур тунине чӑтсан авантарах пулмӗччӗ-и? хӑвӑра ҫаратнине тӳссен лайӑхрах пулмӗччӗ-и?Для чего бы вам лучше не оставаться обиженными? для чего бы вам лучше не терпеть лишения?
1 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Турӑ мухтавлӑ пултӑр тесе Христос хӑвӑра хапӑл тунӑ пек, эсир те пӗр-пӗрне хапӑл тӑвӑр.7. Посему принимайте друг друга, как и Христос принял вас в славу Божию.
Рим 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Пӗр-пӗринпе пӗр шухӑшпа тӑрӑр; ан мӑнаҫланӑр, йӑвашшисен йӗрӗпе ҫӳрӗр; хӑвӑра асла ан хурӑр; 17. никама та усалшӑн усалпа ан тавӑрӑр; пур ҫын умӗнче те ырӑшӑн тӑрӑшӑр.
Рим 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Юратни ячӗшӗн туни ан пултӑр; усалтан пӑрӑнӑр, ырӑ ҫумне ҫыпҫӑнӑр; 10. пӗр-пӗрне тӑванла, чунтан юратӑр; пӗр-пӗрне хӑвӑртан асла хурса хисеплӗр; 11. тӑрӑшас ҫӗрте ан ӳркенӗр; тӑрӑшасшӑн ҫунса тӑрӑр; Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлӗр; 12. шанӑҫ пуррипе йӑпанӑр; хӗн-хурта чӑтӑмлӑ пулӑр, ялан Турра кӗлтӑвӑр; 13. йывӑрлӑх тӳсекен сӑваплӑ ҫынсене пулӑшӑр, иртен-ҫӳрене хапӑл пулӑр; 14. хӑвӑра хӗсӗрлекенсене ырӑ сунӑр; ан ылханӑр, ырӑ сунӑр.
Рим 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире (хӑвӑра пысӑка хурасран) ҫак вӑрттӑнлӑх ҫинчен пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар: Израиль халӑхӗ пӗтӗмпе мар, хӑшӗсем ҫеҫ аташса кайнӑ, ку та ӗмӗрлӗхе пымӗ, суя тӗнлисем пурте Турӑ патне пыриччен ҫеҫ тӑсӑлӗ, 26. ҫапла ӗнтӗ хӑҫан та пулин пӗтӗм Израиль халӑхӗ ҫӑлӑнӗ, Ҫыру ун ҫинчен ҫапла калать: «Сионран Хӑтаракан килӗ те Иаковран йӗркесӗрлӗхне сирӗ. 27. Вӗсен ҫылӑхӗсене сирсессӗн, вӗсемпе ҫак халала хывӑп» тет.
Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Тавах Турра, эсир, унччен ҫылӑх чури пулнӑскерсем, халӗ хӑвӑра вӗрентнине пӑхӑнса ӑна чунтан итлесе тӑракан пултӑр.
Рим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫапла эсир те хӑвӑра ҫылӑх тӗлӗшӗнчен вилнӗ тесе шутлӑр, Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ Турӑшӑн чӗрӗ тесе шутлӑр.11. Так и вы почитайте себя мертвыми для греха, живыми же для Бога во Христе Иисусе, Господе нашем.
Рим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Хӑвӑра хӑвӑр астӑвӑр, эпир хамӑр тӑрӑшса ӗҫленине ҫухатар мар, пысӑк сӑвап илмелле пулар.
2 Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эй тӑванӑмсем, эсир тӗнче хӑвӑра курайманнинчен ан тӗлӗнӗр.
1 Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эсир Турӑ Ывӑлӗнчен илнӗ тивлет хӑвӑрӑнтах, ҫавӑнпа сирӗн камран та пулин вӗренме те кирлӗ мар; хӑвӑра суйласа илнӗ чухне панӑ тивлет сире хӑй пурне те вӗрентсе тӑрать, вӑл — чӑн, суясӑр; вӑл сире мӗне вӗрентнӗ, ҫавӑн пек, Унпа пӗрле, пулӑр.
1 Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Эпӗ сире ҫакна хӑвӑра аташтаракан ҫынсем пуррипе ҫыртӑм.
1 Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эй тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ эсир хӑвӑра чӗнсе-суйласа илнине тивӗҫлӗ пулнине тӑрӑшнӑҫемӗн тӑрӑшса ҫирӗплетсе парӑр, ҫапла туса пырсассӑн нихӑҫан та такӑнмӑр, 11. вара хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн ӗмӗрлӗх Патшалӑхне кӗмелли алӑк сирӗншӗн ирӗккӗн уҫӑлса тӑрӗ.
2 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Хӑвӑра суйласа илнӗ пекех суйласа илнӗ Вавилонри ӗненекен ушкӑн тата Марк ывӑлӑм сире ырӑ сунса салам яраҫҫӗ.13. Приветствует вас избранная, подобно вам, церковь в Вавилоне и Марк, сын мой.
1 Пет 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпӗ хам та кӗтӳҫӗ, Христос асапланнине курнӑ ҫын, килес мухтава пая кӗмелли ҫын, эпӗ халӗ сирӗн кӗтӳҫӗрсене тархаслатӑп: 2. Турӑ хӑвӑра шанса панӑ кӗтӗве тимлӗн пӑхӑр, тивӗҫлипе мар, чӗрӗр хушнипе Турра юрӑхлӑ тӑрӑшӑр уншӑн; ирсӗр пайташӑн мар, усӑ кӳресшӗн пӑхӑр ӑна; 3. Турра тивӗҫлӗ кӗтӗве пусмӑрласа ан пурӑнӑр, сирӗнтен курса вӑл ырра вӗренсе пытӑр; 4. кӗтӳҫӗсенӗн Пуҫлӑхӗ килсессӗн сире вара ӗмӗрлӗхе мухтава кӑларӗ.
1 Пет 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эй савнӑ тӑванӑмсем! хӑвӑра сӑнасшӑн янӑ ҫунтаракан асапа нехекрен ҫакланчӗ пире тесе ан калӑр; 13. Христос асапӗсене курмалла пулнӑшӑн савӑнӑр, вара Унӑн мухтавӗ килнӗ чухне эсир савӑнатӑр, хӗпӗртенетӗр.
1 Пет 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Туррӑн тӗрлӗ ырӑлӑхӗпе тӗрӗс усӑ курса, хӑвӑра мӗн панипе пӗр-пӗрне пулӑшса тӑрӑр.
1 Пет 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Унтан тата пурсӑр та пӗр шухӑшлӑ пулӑр, ҫын асапне ҫӗклӗр, ӗненекенсене тӑванӑн курса юратӑр, хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулӑр, туслӑн пурӑнӑр, йӑваш ӑслӑ пулӑр; 9. усал тунӑшӑн усалпа, вӑрҫнӑшӑн вӑрҫса ан тавӑрӑр; апла тума мар, хӑвӑра пиллӗх илме чӗннине пӗлсе, пиллӗх парӑр.
1 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эсир вара — суйласа илнӗ йӑх, Патша священникӗсем, сӑваплӑ халӑх, Турӑ Хӑй валли илнӗ ҫынсем; хӑвӑра сӗмлӗхрен тӗлӗнмелле ҫутине Чӗнсе Кӗртекенӗн ырӑлӑхӗсене пӗлтерсе тӑма суйласа илнӗ сире; 10. ӗлӗк эсир халӑх та марччӗ, халӗ Турӑ халӑхӗ пултӑр; ӗлӗк сире каҫарманччӗ, халӗ сире каҫарнӑ.
1 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Кӳнтем ачасем пек пулӑр, ӗлӗкхи пек, хӑвӑр пӗлмен чухнехи пек, ӳт хыҫҫӑн ан кайӑр; 15. хӑвӑра чӗнсе илнӗ Туррӑн тасалӑхне кура пур ӗҫре те таса пулӑр.
1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эй савнӑ тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ ӑсӑр пилӗкне ҫыхса сыхӑ тӑрса, Иисус Христос килсен хӑвӑра парас тивлете ҫирӗп шанса тӑрӑр.
1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.