Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӑшал пенинчен хапхасен хӳттинче пытанса, урамсенче йӑванса выртакан вагонсем тавра ҫавӑрӑнса, ачасем хула тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ, хулан пӗр хӗрринчен тепӗр чи инҫе хӗррине тухса каяҫҫӗ.
XXXVI. Йывӑр сумка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӗсем халь ҫӳреҫҫӗ ҫӳлти пӗлӗтре, Хитре сад пахчи хӳттинче.
Виличчен ма ыйтса юлмарӑн? // Римма Прокопьева. Хыпар, 2014.12.27
Хӑва хӳттинче катерсем тӑраҫҫӗ, тӗттӗм шывӑн хумӗпе кӑпӑкӗ витӗр эпир васкавлӑн иртетпӗр.Катера стоят под ракитами, мы мчимся среди брызг, плеска и пены по тёмной воде.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Шыв хӗрринчи лутра хӑвалӑх хӳттинче пӗр ҫарамас ача вӗтӗ сӗрекепе раксем тытатчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Шкап алӑкӗн хӳттинче тумлантӑм та эпӗ вара вӗҫӗмсӗр сӑмах пуҫларӑмӑр, — хам епле вӗҫни ҫинчен, чирлесе ӳкни ҫинчен, Ленинград блокадипе Мускав патӗнчи наступлени ҫинчен темӗн чухлӗ калаҫрӑмӑр.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫыврать пуль, лӑпкӑ та ӑшӑ ҫӑлтӑрсен хӳттинче.А то спит, наверно, сейчас под спокойными горячими звездами.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Сансӑр пуҫне чул хӳме хӳттинче ларатӑп-и!
Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ватӑ та ҫӑра туратлӑ ҫӳҫе йывӑҫҫисен хӳттинче вӑл сивӗрех лапкӑм пек йӑлтӑртатса тӑнӑ; шыв хупаххисем хушшипе ҫул уҫса, хӑйсем ҫине шыв сирпӗте-сирпӗте ҫӑвӑнса, унта хӗрле сӑмсаллӑ шап-шурӑ икӗ хур ярӑнса ҫӳренӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мана вӗсем курмаҫҫӗ, эпӗ уҫса пӑрахнӑ алӑк хӳттинче, вӗсен ҫурӑмӗсем хыҫӗнче тӑратӑп.Они не видят меня, я стою в углу за распахнутой дверью, у них за спиной.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ав, леш ҫыран хӳттинче…
Старикпе хӗр тата хӗвел // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 59–64 стр.
Ҫамрӑк мӑшӑрӑн — икӗ ача: виҫҫӗри Ксюша Сиккассинчи садике ҫӳрет, ҫулталӑкри Антон хальлӗхе амӑшӗн хӳттинче аталанать.
«Пирӗнтен пуян ҫын ҫук» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
Вӑл паянхи кун Тутарстанра патшалӑх хӳттинче 25 пин культура эткерлӗхӗллӗ объект пулнине пӗлтерчӗ.
Тӗнчи аталантӑр, эткерӗ — юлтӑр // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22
Чи хаклӑ, чи юратнӑ ҫын – анне – хӳттинче, ҫул хӗрринче тусан айӗнче ӳсекен шӑнӑр курӑкӗ пек, эпӗ ӳсрӗм те ӳсрӗм.
Ман пурнӑҫӑн ир-каҫӗсем… // АЛЬБЕРТ НИКОЛАЕВ-КӲЛЬВАР. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07
16. Ӑна ҫӗр тӗпне, виле шӑтӑкне ӑсаннисем патне, пӑрахнӑ чухне Эпӗ вӑл ӳкнӗ чухне ҫӗкленнӗ шӑв-шавпа халӑхсене чӗтретрӗм, ҫӗр тӗпӗнчи ҫӗршывра вара пӗтӗм Эдем йывӑҫӗ, Ливанӑн чи паха та чи лайӑх йывӑҫӗсем, шыв ӗҫекенскерсем, пурте хӗпӗртерӗҫ: 17. вӗсем те унпа пӗрле ҫӗр тӗпне, хӗҫпе пӗтнисем патне, ӑсаннӑччӗ, тата унта унӑн майлӑ пулнисем те, унӑн хӳттинче, халӑхсем хушшинче пурӑннисем те, ӑсаннӑччӗ.
Иез 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ун хунавӗсем хушшинче тӗрлӗ вӗҫен кайӑк йӑва ҫавӑратчӗ, ун турачӗсем айӗнче тӗрлӗрен хир кайӑкӗ ҫура ҫурататчӗ, унӑн хӳттинче тӗрлӗрен йышлӑ халӑх пурӑнатчӗ.
Иез 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа пире вӑй парӗ, пирӗн куҫӑмӑра ҫутӑлтарӗ, вара эпир Вавилон патши Навуходоносор хӳттинче тата унӑн Валтасар ывӑлӗ хӳттинче пурӑнӑпӑр, вӗсемшӗн нумайччен ӗҫлесе тӑрӑпӑр, вӗсен кӑмӑлне тупӑпӑр.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Пирӗн сывлан сывлӑшӑмӑр, Ҫӳлхуҫа ҫу сӗрнӗ ҫын, эпир ун ҫинчен: «халӑхсем хушшинче унӑн хӳттинче пурӑнӑпӑр» тенӗскер, вӗсен шӑтӑкне лекнӗ.
Хӳх 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӑслӑлӑх еткер пекех аван, уйрӑмах — хӗвеле куракансемшӗн: 12. унӑн хӳттинче кӗмӗл хӳттинчи пекех; пӗлӳ усси ҫакӑ: ӑслӑлӑх пурӑнӑҫа упрать.
Еккл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлти Турӑ хӳтлӗхӗнче пурӑнаканӗ Пурне те Тума Пултараканӑн хӳттинче канлӗ тӑрать, 2. Ҫӳлхуҫана ҫапла калать вӑл: «тарса хӑтӑлмалли вырӑнӑм, манӑн хӳтлӗхӗм, шанса тӑракан Туррӑм!» 3. Вӑл сана сунарҫӑ танатинчен, вӗлерекен суранран хӑтарӗ, 4. сана Хӑйӗн тӗкӗсемпе хупӑрласа тӑрӗ, Унӑн ҫуначӗ айӗнче эсӗ шанчӑклӑ тӑрӑн; Унӑн шанчӑклӑхӗ — хулкан та хӳме.
Пс 90 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6-7. Выртан вырӑнӑм ҫинче Сана аса илсессӗн, мӗн ирчченех Санӑн яту чӗлхем вӗҫӗнче пулсассӑн, чунӑм паха ҫупа, шӑмӑ мимипе тӑраннӑ пек тӑранать, чӗлхе-ҫӑварӑм Сана хаваслӑ сасӑпа мухтать: 8. Эсӗ — мана пулӑшаканӗ, эпӗ Санӑн ҫунату хӳттинче савӑнам; 9. чунӑм Сан ҫумна ҫыпӑҫӑнчӗ; мана Санӑн сылтӑм аллу хунтӑлать.
Пс 62 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.