Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӑшӑрхантарать (тĕпĕ: пӑшӑрхантар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Федора ӗҫсӗр пурӑнни пӑшӑрхантарать.

Федора угнетала бездеятельность.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Зинаидӑна малтанхиллех темӗн пӑшӑрхантарать: унӑн сӑнӗ улшӑнчӗ, вӑл хӑй те пӗтӗмпех урӑхланчӗ.

С ней по-прежнему происходило что-то непонятное; ее лицо стало другое, вся она другая стала.

XV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Йывӑҫсен хушшинче ним тӗлсӗр пени питӗ пӑшӑрхантарать.

Бессмысленная стрельба по деревьям раздражала.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫак шиклӗх унӑн чӗрине пӑшӑрхантарать, анчах хӑйне аяккинелле тӗртсе ярасси ҫинчен шухӑшра та пулман.

Эта тревога волновала душу, но о том, что его могут оттолкнуть, даже и мысли не было.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ку ыйту ӑна, чӑнах та хытах пӑшӑрхантарать пулас.

Вопрос этот, очевидно, занимал его не на шутку.

XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Тӗрӗссине кала эсӗ: сана эпӗ отряда хӑварни мар, хӑвна пӑрахса кайни пӑшӑрхантарать.

— Признайся: тебя печалит не то, что бросаю отряд, а то, что тебя бросаю.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ав мӗн пӑшӑрхантарать иккен сана?

— Так вот что тебя беспокоит?

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫав пӑшӑрхантарать мана.

Вот что меня беспокоит!

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тепӗр ҫырӑвӗнче Петро хӑй патне «тӑван Дон хӗрринчи садсенче ӳснӗ» типӗтнӗ чие ҫырли ярса пама тата тӑтӑшрах ҫырса тӑма ыйтнӑ; ҫав ҫырурах вӑл Григорие вӑрҫса ҫырнӑ: казаксем каланӑ тӑрӑх, Гриша утне япӑх пӑхать, имӗш, ӑна, Петрона, ку япала питӗ пӑшӑрхантарать, мӗншӗн тесен Гришка аллинчи учӗ унӑн, Петрон, ятран илнӗ учӗ; кун пирки Петро ашшӗне Григорий патне хӑй ячӗпе ҫыру ҫырса яма ыйтнӑ.

В следующем письме просил Петро прислать ему сушеной вишни «с родимых донских своих садов» и просил не забывать, писать чаще; там же ругал он Григория за то, что, по словам казаков, плохо Гришка присматривает за конем, — а ему, Петру, обидно, так как конь Гнедой — его, Петра, собственный и кровный; просил отца написать от себя Григорию.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кун пек техникӑпа марьяновецсене хӑваласа иртме те йывӑр мар, анчах мана урӑххи пӑшӑрхантарать.

Обогнать на такой технике марьяновцев дело не трудное, меня же другое волнует.

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ӑна «ӑшӑ резерви» пӑшӑрхантарать, анчах куратӑп эпӗ, хӑй вӑл ҫак «ӑшӑ резерви» пирки сахал хыпса ҫуннӑ».

Тепловой резерв его беспокоит, а сам, вижу я, мало беспокоился об этом «тепловом резерве».

XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Ӑнланатӑп: сана район планӗ мӗнле пурнӑҫа кӗртесси пӑшӑрхантарать.

— Понимаю: тебя волнует, как воплотить в жизнь план района.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Унтан калаҫу ӗҫкунӗсем ҫине куҫрӗ, бухгалтерине те, правленине те тиврӗ, вара икӗ хӗрарӑмӗ те ҫакӑнпа килӗшрӗҫ: правлени секретарӗ Антон Антонович Бородулин Хворостянкин умӗнче ҫеҫ ырӑ пулма тӑрӑшать, бригадӑсенче, фермӑсенче ӗҫкунӗсене шута илессинче йӗркесӗрлӗхсем пурри ӑна сахал пӑшӑрхантарать.

Затем разговор перешел к трудодням, коснулся бухгалтерии, самого правления, и обе женщины сошлись на том, что Антон Антонович Бородулин как секретарь правления старается угодить только Хворостянкину, а то, что и в бригадах и на фермах с учетом трудодней непорядок, его мало беспокоит.

XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ӑна акӑ мӗн пӑшӑрхантарать.

Вот что его тревожит.

XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Ӑна ку мар пӑшӑрхантарать, — терӗ те Настенька, савӑнӑҫлӑн йӑлтӑртатакан куҫӗсемпе Аршинцева ҫине пӑхрӗ.

— Да его не это беспокоит, — сказала Настенька и своми блестящими глазами посмотрела на Аршинцеву.

XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Анчах мана халӗ тепӗр шухӑш пӑшӑрхантарать.

— Только теперь другая мысль меня беспокоит.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Мана, Танюша, пӗр япала хытӑ пӑшӑрхантарать.

— Меня, Танюша, одно сильно беспокоит.

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Мӗн пӑшӑрхантарать? — пулӑшасшӑн пулнӑ пек ыйтрӗ Никита Никитич.

— Какое ж то беспокойство? — участливо спросил Никита Никитич.

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Анчах мана, Никита Никитич, урӑххи пӑшӑрхантарать

Но меня, Никита Никитич, другое беспокоит…

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ну, мӗн-ха сана ҫав териех пӑшӑрхантарать?

Ну, чем ты так обеспокоен?

XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней