Поиск
Шырав ĕçĕ:
Малтанлӑха тусем Оленина тӗлӗнтерчӗҫ кӑна, унтан савӑнтарчӗҫ, пыра киле вара ҫак ытти хура тусенчен мар, текех ҫеҫенхиртен ҫӗкленсе хӑпаракан тата аяккалла чупакан юрлӑ тусен сӑнчӑрӗ ҫине ытларах та ытларах тинкерсе пӑхса пынӑҫем, майӗпенех вӑл ҫакӑ мӗн тери илемлине тавҫӑра пуҫларӗ, ту тени мӗн иккенне ӑнланса илчӗ.
III // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Эпӗ ӑна майӗпенех хамӑн пӗтӗм пурнӑҫ ҫинчен каласа патӑм.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Темиҫе ҫул хушши пӗччен пурӑнса, ҫынсен обществинчен инҫетре пулса, эпӗ майӗпенех ҫынсенчен сивӗнсе ҫитрӗм, ҫынсем мана тискер кайӑксенчен те хӑрушӑрах пек туйӑна пуҫларӗҫ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Майӗпенех эпӗ ӑстаҫӑран та кая мар карҫинкка тума вӗренсе ҫитнӗччӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫумӑрлӑ кунсенче тулта ҫӳреме юраманнине эпӗ майӗпенех чухласа илтӗм — ку сывлӑха сиенлӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Карап тинӗсе путнӑ чухне тӳссе ирттернӗ асапсене эпӗ майӗпенех манса пытӑм.Воспоминания о бедствиях, испытанных мною во время кораблекрушения, мало-помалу изгладились.
Иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Эпӗ майӗпенех тинӗсе хӑнӑхма пуҫларӑм.
Иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Анчах мӗнле лайӑх вӑл ирсерен ваннӑра ҫӑвӑнасси, малтан шывӗ ӑшӑ-ӑшӑ, унтан ӑшӑ шыв юхакан крана пӑрса хуратӑн та тепӗр крана уҫатӑн — унтан ваннӑри ӑшӑ шыв юхса тухать, сивӗ шыв юхакан кран вара ҫаплах уҫӑ тӑрать, ҫавӑнпа та ваннӑри шыв майӗпенех сивӗнсе, сивӗнсе пырать, мӗнле лайӑх ку!
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Рабочи вара, хӑй айӑпа кӗнӗ пек, аванмарланса кайрӗ, майӗпенех каялла чака пуҫларӗ, ҫапла чаккаласах халӑх хушшинчен хӗсӗнсе тухрӗ.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
Верочка малтан кӑшт ҫеҫ йӑл кулса ямарӗ, аран-аран чӑтса тӑчӗ, анчах ӑна майӗпенех, — мӗнле туйӑнма пуҫларӗ-ха ӑна? — ҫук, апла мар ку, ҫук, ҫапла ку! — Лопухов, Марья Алексевнӑна ответленӗ пулсан та, Марья Алексевнӑпа мар, унпа, Верочкӑпа, калаҫнӑ пек, вӑл Марья Алексевнӑпа шӳт туса, Верочкӑна анчах тӗрӗссине, пӗр тӗрӗссине кӑна, каланӑ пек туйӑнать.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӗр малтан ӑна качча тухасшӑн пулман; анчах вӑл майӗпенех ҫак ҫын хӑйне пӑхӑнса тӑнине хӑнӑхса пынӑ та, икӗ инкекрен — ҫавӑн пек упӑшкаран тата ҫавӑн пек тӑван ҫемйинчен — упӑшка пӗчӗкрех инкек пулнине курсан, хӑйне савакан ҫынна телейлӗ тунӑ; малтанах, юратмасӑр качча тухни мӗне пӗлтернине пӗлсе ҫитнӗ чухне, ӑна ҫав тери лайӑх мар пулнӑ; анчах упӑшки ун сӑмахне итлекенскер пулнӑ; пурӑнсан-пурӑнсан — юратӗҫ-ха, вӑл вара ҫапла майпа ахаль ҫеҫ лайӑх хӗрарӑм пулса тӑнӑ, урӑхла каласан, вӑл лайӑх хӗрарӑм пулнӑ, анчах ирӗксӗрлӗхпе килӗшет те, ҫапла вара, ҫӗр ҫинче пӗлӗте вараласа кӑна пурӑнать.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ун чухне хӗре вӑйпах каччӑ тупса панӑ, каччи ун йӗрӗнчӗк ҫын, ҫав йӗрӗнчӗк ҫын хӗр кӑмӑлне кайман ӗнтӗ, вӑл, путсӗрскер, мӗн чухлӗ нумайрах пурӑннӑ, ҫавӑн чухлӗ путсӗрленсе пынӑ пулӗччӗ, анчах вӑл ирӗксӗрех хӗр ҫывӑхӗнче пурӑннипе хӗре пӑхӑнать те майӗпенех ҫын хӑраххи евӗрскер, лайӑх та мар, начар та мар ҫын пулса тӑрать.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кӗҫех вӗсен хыҫҫӑн тусан пӗлӗчӗ ҫӗкленчӗ, ҫав тусан вӑкӑр ҫинче ларса пыракана та, вӑкӑрне хӑйне те майӗпенех хупласа пычӗ.
Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.
Шӑв-шав хускалчӗ, лекци итлес текенсем майӗпенех зала пуҫтарӑнса тулчӗҫ.
Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.
Сас-хурасем майӗпенех шӑпланчӗҫ, хӑй ҫутисем сӳнчӗҫ, пӗччен уйӑх ҫеҫ ҫӗрлехи сивлек тӳпене майӗпен шӑвӑнса хӑпарать.
Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.
Юханшыв ҫывӑхне вырнаҫнӑ хресчен пӳрчӗсен мӑрйисенчен мӑкӑрланакан тӗтӗм майӗпенех сирӗле пуҫларӗ, хӗрарӑмсемпе ача-пӑчасем пӳрт умне шыв пӗрӗхсе тусана лӑплантараҫҫӗ, лутра тенкелсемпе пӗчӗк сӗтелсем майлаштарса лартаҫҫӗ: каҫхи апат вӑхӑчӗ ҫитрӗ-ҫке-ха.
Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.
Контрреволюциллӗ каварпа Дон ҫинче пулмалли восстанин ҫӑмхи майӗпенех, кунтан-кун сӳтӗлсе пынӑ.
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Инкек-синкек тӗвви вара майӗпенех те пӗр вӗҫӗмсӗр салтӑнса пынӑ-мӗн…Цепь злоключений продолжала медленно, но неотвратимо разматываться…
XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӗсен вилтӑприйӗсем те тахҫанах манӑҫнӑ ӗнтӗ, майӗпенех ҫӗрпе танлашаҫҫӗ пулӗ.
Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.
Шуҫӑм ҫути майӗпенех хӗреле пуҫларӗ.
Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.