Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тухрӑм (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иртнӗ кунсенче тепре кӗрсе тухрӑм ҫӑва ҫине.

На днях я побывал еще раз на кладбище.

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Ун чухне те районта пӗрремӗш вырӑна тухрӑм.

И тогда в районе заняла первое место.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ҫак ҫыннӑн талантне хаклакансем ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе пырса ҫитиччен ӗлкӗрес тесе мастерскойран иртерех тухрӑм.

Помоги переводом

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

«Темиҫе регионра ача садне ҫӳренӗшӗн тӳлемелли хак ӑнланмалла мар ӳснине асӑрхарӑмӑр эпир. Вӗрентӳ комитечӗ тӳлеве палӑртмалли меслете уҫӑмлӑ турӗ. Ҫавна май халӗ ашшӗ-амӑшӗ мӗншӗн тӳлени паллӑ – апатланушӑн тата хуҫалӑхпа йӑла пулӑшӑвӗн тӑкакӗсемшӗн. Ача сачӗсенче те улшӑнусем пур, халӗ вӗсен тупӑш налогӗшӗн 0% ставкӑпа усӑ курма май пур. Кунсӑр пуҫне эпӗ ашшӗ-амӑшӗн тӳлевне НДС-ран хӑтармашкӑн РФ Налог кодексне улшӑнусем кӗртме ыйтса пуҫарупа тухрӑм. Раҫҫей ҫемйисен ача сачӗсемпе усӑ курмашкӑн майсем пулмалла», – палӑртать Алена Аршинова.

Помоги переводом

Алена Аршинова: «Ҫынсемшӗн усӑллӑ пулмалла!» // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Чылай шухӑшланӑ хыҫҫӑн ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ патне пырса тухрӑм, — палӑртать Юрий Александрович. — Эпир пӗр ӗҫ тӑватпӑр: ҫынсене сывлӑх, хитре кулӑ парнелетпӗр.

Помоги переводом

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫӗнтереймерӗм, анчах финала тухрӑм.

Не смог победить, но вышел в финал.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

9. Эпӗ вӗсемшӗн йӑлӑнатӑп: пӗтӗм тӗнчешӗн йӑлӑнмастӑп, Мана Хӑв панисемшӗн йӑлӑнатӑп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — Санӑн; 10. Манӑн мӗн пурри пӗтӗмпе — Санӑн, Санӑнни — Манӑн; Эпӗ вӗсем урлӑ мухтава тухрӑм.

9. Я о них молю: не о всем мире молю, но о тех, которых Ты дал Мне, потому что они Твои; 10. И все Мое Твое, и Твое Мое; и Я прославился в них.

Ин 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Вара Вӑл мана каларӗ: Ман халӑхӑм Египетра чура пулса пурӑннӑ чухне Эпӗ Моисее тӗмӗ варринчен курӑнтӑм, унпа калаҫрӑм; 4. вара ӑна хушса ятӑм та Хамӑн халӑхӑма Египетран илсе тухрӑм, ӑна Синай тӑвӗ патне илсе ҫитертӗм, нумай кун хушши ӑна Хам патӑмра тытрӑм, 5. ӑна нумай хӑват кӑтартрӑм, вӑхӑтсен вӑрттӑнлӑхӗсемпе вӗҫне пӗлтертӗм, Моисее ҫапла хушрӑм: 6. «ку сӑмахсене пӗлтер, ыттисене пытар» терӗм.

3. Тогда сказал Он мне: в кусте Я открылся и говорил Моисею, когда народ Мой был рабом в Египте; 4. и послал его и вывел народ Мой из Египта, и привел его к горе Синаю и держал его у Себя много дней, 5. и открыл ему много чудес и показал тайны времен и конец, и заповедал ему, сказав: 6. «Эти слова объяви, а прочие скрой».

3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

57-58. Вара эпӗ, кайнӑ майӑн, Ҫӳлти Турра вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе туса кӑтартнӑ хӑватсемшӗн тата вӑхӑта, ҫав вӑхӑтра мӗн пулассине тытса тӑнӑшӑн чунтан мухтаса, тав туса хире тухрӑм — хирте эпӗ виҫӗ кун лартӑм.

57. Тогда я пошел и вышел в поле, много славя и благодаря Всевышнего за чудеса, которые Он совершал по временам, 58. и что Он управляет настоящим и тем, что произойдет во времена, - и там я сидел три дня.

3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Эпӗ унӑн пӗчӗк ҫуначӗсене шутласа тухрӑм; вӗсем саккӑр иккен.

11. Я сосчитал малые перья его; их было восемь.

3 Езд 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Эсӗ мана пӑрахса кайнӑран хӑратӑп, санӑн сӑмахусене итлесе хире тухрӑм та акӑ каласа пама ҫуккине куртӑм, халӗ те куратӑп, терӗм.

32. Оттого, отвечал я ему, что ты оставил меня, и я, поступая по словам твоим, вышел на поле, и вот увидел и еще вижу то, о чем не могу рассказать.

3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Кайран мана лӑплантарма чарӑнчӗҫ, эпӗ вара ҫӗрле тӑтӑм та тухса чупрӑм, куратӑн ӗнтӗ — ҫак хире килсе тухрӑм.

3. Когда же все перестали утешать меня, чтобы оставить меня в покое, я, встав ночью, побежала и пришла, как видишь, на это поле.

3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ ку халӑха тыткӑнран илсе тухрӑм, Хамӑн чурамсем, пророксем, урлӑ вӗрентрӗм, вӗсене итлес темерӗҫ, Манӑн канашӑмсене тиркерӗҫ, тет.

1. Так говорит Господь: Я вывел народ сей из работы, дал им повеление через рабов Моих, пророков, которых они не захотели слушать, но отвергли Мои советы.

3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Хам ӑшӑмра шухӑшларӑм вара: еплерех асап патне ҫитсе тухрӑм иккен эпӗ, халӗ епле ҫунатӑп эпӗ!

11. И сказал я в сердце моем: до какой скорби дошел я и до какого великого смущения, в котором нахожусь теперь!

1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эсир вара: «пире юратнине Эсӗ мӗн туса кӑтартрӑн?» теетӗр. — Исав Иаковӑн пиччӗшӗ мар-и вара? тет Ҫӳлхуҫа; ҫапах та Эпӗ Иакова юратрӑм, 3. Исава вара курайми пултӑм, унӑн тӑвӗсене тустарса тухрӑм, унӑн ҫӗрне пушхир шакалӗсене патӑм.

А вы говорите: «в чем явил Ты любовь к нам?» - Не брат ли Исав Иакову? говорит Господь; и однако же Я возлюбил Иакова, 3. а Исава возненавидел и предал горы его опустошению, и владения его - шакалам пустыни.

Мал 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Эпӗ сана Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм, чуралӑх ҫуртӗнчен хӑтартӑм, сан умӑнтан Моисее, Аарона, Мариама ятӑм.

4. Я вывел тебя из земли Египетской и искупил тебя из дома рабства, и послал перед тобою Моисея, Аарона и Мариам.

Мих 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Сире вара Эпӗ Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм та, аморрейсен ҫӗрне хӑвӑр валли еткерлӗхе илмелле пултӑр тесе, хӗрӗх ҫул пушхир тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗм.

10. Вас же Я вывел из земли Египетской и водил вас в пустыне сорок лет, чтобы вам наследовать землю Аморрейскую.

Ам 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Израиль ҫамрӑк чухне Эпӗ ӑна юрататтӑм, Хамӑн ывӑлӑма Египетран чӗнсе тухрӑм.

Когда Израиль был юн, Я любил его и из Египта вызвал сына Моего.

Ос 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Эпӗ тӑтӑм та хире тухрӑм; акӑ унта Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ, эпӗ Ховар юханшывӗ хӗрринче курнӑ евӗрлӗ Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ, тӑрать; эпӗ вара ҫӗре ӳксе пуҫҫапрӑм.

23. И встал я, и вышел в поле; и вот, там стояла слава Господня, как слава, которую видел я при реке Ховаре; и пал я на лице свое.

Иез 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Эпӗ сан валли таната лартса тухрӑм, ҫавна пӗлмерӗн, Вавилон, — лекрӗн; тупрӗҫ сана, ярса тытрӗҫ, мӗншӗн тесен эсӗ Ҫӳлхуҫана хирӗҫ тӑтӑн.

24. Я расставил сети для тебя, и ты пойман, Вавилон, не предвидя того; ты найден и схвачен, потому что восстал против Господа.

Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней