Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Хапха сăмах пирĕн базăра пур.
Хапха (тĕпĕ: хапха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шериф-ага хапха патӗнче ик ҫын хӑварчӗ, хӗҫӗсене кӑларса тытнӑччӗ вӗсем, револьверӗсене авӑрланӑччӗ.

Шериф-ага оставил здесь двух стражей с обнаженными саблями и заряженными револьверами.

XXVI. Чӗнмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Инкек-ха! — сывлӑшне тарӑннӑн ҫавӑрчӗ игумен хапха патнелле утнӑ май.

— Беда! — вздохнул игумен и направился к воротам.

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӗсем хыҫалти картишне кӗчӗҫ, малти картишне иртесрен кунта шалтан питӗрсе илнӗ хапха пур.

Они очутились в маленьком заднем дворе, сообщавшемся с большим передним двором через запертые изнутри ворота.

III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кралич хапха леш енче выртакан йытта ҫывӑрнӑ ҫӗртен вӑратрӗ иккен.

Он разбудил дворового пса, спавшего за оградой у самых ворот.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫитнӗ вырӑнтан малалла ярса пусмасӑр Кралич хапха ҫумне сӗвенчӗ.

Не трогаясь с места Кралич слегка прислонился к воротам.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах сасартӑк кӗрӗпех сикрӗ хапха умӗнчи анлӑ аслӑк айне кӗрсе чарӑнса тӑчӗ, вырӑнтан хускалмарӗ.

Но вдруг он вздрогнул и, остановившись под широким навесом над воротами, замер.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хапха алӑкне шакканине илтсенех Иван Кралич ним асне илмесӗр хӳме патнелле тапса сикрӗ, каллех ун урлӑ каҫса, урама тухрӗ.

Действительно, при первом же стуке в ворота Иван Кралич, не помня себя, кинулся к ограде, снова перелез через нее и спрыгнул на улицу.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тепӗр минутран хапха уҫӑлчӗ те, карета картишне кӗрсе кайрӗ, ку вара пурне те кӳрентерчӗ: пӑхса тӑракансен чаплӑ офицерпа унтан та чаплӑрах хӗрарӑма вӗсем тухса кайнӑ чухне тепӗр хут курас шанчӑкӗ пӗтрӗ.

Всеобщее огорчение было произведено тем, что через минуту ворота отперлись и карета въехала на двор: любознательность лишилась надежды видеть величественного офицера и еще величественнейшую даму вторично при их отъезде.

II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Карета хапха умне ҫитсе чарӑнчӗ.

Карета остановилась у ворот.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫурт ун чухне те, хальхи пекех, пысӑк пулнӑ, урай енчен икӗ хапха тата тӑватӑ подъезд, шалта виҫӗ картиш пулнӑ.

Дом и тогда был, как теперь, большой, с двумя воротами и четырьмя подъездами по улице, с тремя дворами в глубину.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӑл ӳсӗр ҫын пек тӑчӗ; юлашкинчен, аллинче шӑпах хӑй шыранӑ шлепке иккенне ӑнланса илчӗ, малти пӳлӗме тухса пальто тӑхӑнчӗ; акӑ вӑл хапха патнелле ҫитет ӗнтӗ: «кам ман хыҫҫӑн чупать-ха ара? —

Он был как пьяный; наконец понял, что это под рукою у него именно шляпа, которую он ищет, вышел в переднюю, надел пальто; вот он уже подходит к воротам: «Кто это бежит за мною? —

II. Ухмахла ӗҫе пӗрремӗш хут йӗрлени // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хапха уҫӑлса хупӑннӑ сасӑ илтӗнчӗ.

Хлопнули двери.

Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.

Хапха умӗнче, шалҫа ҫинче, ялав вӗлкӗшӗ, таблица…

Перед воротами на шесте — флаг, па стене — парадная табличка с надписью…

Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.

Ҫӑрттан мучи лупас айне хыпаланса утса кайнӑ, унтан кайри хапха хыҫне чупса тухнӑ — Трофим ниҫта та курӑнмасть…

Дед Щукарь торопливо пошел на сеновал, затем рысцой пробежал за ворота — нигде Трофима не было…

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хапха умӗнче вӗсен кӳрши, Ван Цзю кинемей ларать.

Еще издали она заметила у своих ворот бабушку Ван Цзю.

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

Давыдов ӑна хапха умӗнче кӗтсе тӑрать-мӗн, хул айне пӗр пысӑках мар ҫыхӑ хӗстернӗ хӑй.

Давыдов уже ожидал, стоял возле ворот, прижав локтем небольшой узелок.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов, хирӗҫ нимӗн хуравламасӑрах, утӑ сарайӗ умӗнчен иртрӗ те хапха патнелле ҫул тытрӗ.

Давыдов, не отвечая, прошел мимо сеновала, направился к воротам.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Айӗнчи лаши унӑн ирхине хапха уратине такӑннӑччӗ, ун чухнех эпӗ ӑна: «Каялла ҫаврӑн, Макар, ку усала пӗлтерет!» — тенӗччӗ.

Он утром под ним спотыкнулся в воротах, а я ишо тогда ему сказал: «Вернись, Макар, примета дюже плохая!»

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хапха умӗнче Демка Ушаков ним тума аптраса тӑрать.

Демка Ушаков растерянно стоял у ворот.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗр шухӑшсӑр-мӗнсӗр, пӗр туйӑмсӑр юлса, вӑл хапха патне утса ҫитрӗ, карта ҫумне кӑкарса тӑратнӑ лутра лашине салтса тытрӗ, темшӗн, ӑна чӗлпӗр вӗҫҫӗнех ҫавӑтса уттарса кайрӗ.

Без мысли, без чувств дошел до ворот, отвязал от изгороди маштака, почему-то повел его в поводу.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней