Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Эфес Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Хӑйӗн сылтӑм аллинче ҫичӗ ҫӑлтӑр тытса Тӑраканӗ, ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ варринче Ҫӳрекенӗ сана ҫапла калать: 2. санӑн ӗҫӳсене, эсӗ тӑрӑшнине, эсӗ чӑтнине, эсӗ аскӑнчӑксене тӳсме пултарайманнине тата эсӗ хӑйсене апостол тесе калакансене сӑнанине те Эпӗ пӗлетӗп; эсӗ вӗсем апостолсем мар, ултавҫӑсем иккенне ӑнланса илтӗн. 3. Эсӗ чӑтӑмлӑ, Манӑн ятӑмшӑн нумай тӳсрӗн, пӗрех хавшаса ӳкмерӗн. 4. Анчах санӑн Ман умӑмра айӑпу пур — эсӗ малтанхи пек юратмастӑн. 5. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ху малтан мӗнле пулнине астуса ил те — ӳкӗн, малтан тунӑ ӗҫӳсене ту; унсӑрӑн кӗҫех сан патна пырӑп та, ӳкӗнмесессӗн, санӑн ҫутаткӑҫна хӑйӗн вырӑнӗнчен куҫарӑп. 6. Ҫапах та санӑн лайӑххи пур: эсӗ Николай хыҫҫӑн кайнисенӗн ӗҫӗсене кураймастӑн, ҫав ӗҫсене Эпӗ те кураймастӑп. 7. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр: ҫӗнтерекене Туррӑн рай варринчи чӗрӗлӗх йывӑҫҫин ҫимӗҫне ҫитерӗп».
Ӳлӗм 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫылӑха хирӗҫ тӑрса, эсир унпа юн кайичченех ҫапӑҫман-ха, 5. эсир хӑвӑра ывӑл вырӑнне хурса лӑплантарнине мантӑр; ҫапла каланӑ-ҫке: «эй ывӑлӑм, Ҫӳлхуҫа хаса панине ан хирӗҫле, Вӑл питленине йывӑра ан ил: 6. Ҫӳлхуҫа кама юратать — ҫавна хаса парать, Хӑй хапӑллакан ывӑлне ҫаптарать» тенӗ.
Евр 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫавсене ертсе кай та вӗсемпе пӗрле тасал; вӗсемшӗн парне кӳрсе тӑккаланмаллине те ху ҫине ил, ҫӳҫне кастарччӑр вӗсем; вара сан ҫинчен илтнӗ сӑмах тӗрӗс маррине, эсӗ ху та саккуна уяса пурӑннине пурте пӗлӗҫ.
Ап ӗҫс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑна та каланӑ: парӑм хутне ил те «сакӑрвуннӑ» тесе ҫырса хур, тенӗ.
Лк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ӑна каланӑ: «парӑм хутне ил те, халех лар та «аллӑ» тесе ҫырса хур» тенӗ.И сказал ему: возьми твою расписку и садись скорее, напиши: пятьдесят.
Лк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Сире Этем Ывӑлӗн ҫӗр ҫинче ҫылӑх каҫарма ирӗк пуррине пӗлтермешкӗн, тенӗ те Вӑл, унтан шалкӑм ҫапнӑ ҫынна ҫапла калать: 11. сана калатӑп — тӑр та вырӑнна ил те кай, тет.
Мк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хӑшӗ ҫӑмӑлтарах? шалкӑм ҫапнӑ ҫынна: «санӑн ҫылӑхусем каҫарӑнаҫҫӗ» теме-и? е: «тӑр та вырӑнна ил те кай» теме-и?
Мк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. хӑвна тивӗҫлине ил те кай; эпӗ ҫак кайран килнине те сана панӑ чухлех парас тетӗп. 15. Хамӑн пурлӑхӑмпа мӗн тӑвас тенине тума ирӗк ҫук-им манӑн? е санӑн куҫу эпӗ ыррине кура ӗмӗтсӗрленет-и?» тенӗ.
Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Каҫ пулсассӑн пахча хуҫи хӑйӗн кил-ҫуртне пӑхса тӑракана ҫапла калать: «ӗҫлекенсене чӗнсе ил те кайранхисенчен пуҫласа малтанхисене ҫитичченех тӳлесе тух» тет.
Мф 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ху вара хӑма татки нумайрах хатӗрле, хӑвӑнпа пӗрле хӑвӑрт ҫырма пултаракан пилӗк ҫынна — Сарие, Даврие, Салемие, Ехана тата Асиеле — ил те 25. кунта кил.
3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑвӑн халӑхун ҫылӑхӗсем ҫине ан пӑх, Хӑвна чӑннипе ӗҫлесе тӑракансем ҫине пӑх; 25. йӗркесӗр ҫынсен усал ӗҫӗсене ан асӑрха, инкек-синкекре те Хӑвӑн халална астуса тӑнисене асӑрха; 26. Хӑвӑн умӑнта ултавлӑ хӑтланнисем ҫинчен ан шухӑшла, Санран хӑрани мӗн иккенне пӗлсе ҫитнисене асна ил; 27. выльӑхла пурӑннисене ан пӗтер, Хӑвӑн саккунна уҫӑмлӑ вӗрентнисем ҫине пӑх; 28. тискер кайӑкран та япӑхрах шутланаканнисене ан ҫиллен; 29. яланах Хӑвӑн тӳрӗлӗхӳпе мухтавна шанса тӑракансене кӑмӑлла.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
59. Ку вӑл — Моисей хӑй пурӑннӑ чухне кӑтартнӑ ҫул-йӗр, вӑл халӑха ҫапла каланӑ: «пурӑнас тесен, хӑвна валли пурӑнӑҫ суйласа ил» тенӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
71. Халь ӗнтӗ хӑвӑн сӑмахусене тӗпе хурса, ӑнланса ил; хӑвах каларӑн-ҫке, ӑстӑн хамӑрпа пӗрле ӳсет, терӗн.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Эпӗ килсе вӗсене ырӑлӑх кӳриччен хӑвӑн ачусене ытамна ил: Манӑн ҫӑлкуҫӑмсем тулӑх, ҫавӑнпа тивлетӗм иксӗлмест, тет.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ Содомпа Гоморрӑна мӗн кӑтартнине астуса ил: 9. вӗсенӗн ҫӗрӗ сӑмала куписемпе кӗл сӑрчӗсем айӗнче выртать.Вспомни, что Я сделал Содому и Гоморре: 9. земля их лежит в смоляных глыбах и холмах пепельных.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара Иеремия, сылтӑм аллине тӑсса, Иудӑна ылтӑн хӗҫ панӑ, панӑ чухне ҫапла каланӑ: 16. «ил ҫак сӑваплӑ хӗҫе, Турӑ парни вӑл, эсӗ унпалан тӑшмансене аркатӑн» тенӗ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ун патнелле пӗшкӗнсе, хаяррӑн асаплантараканран кулса, вӑл ашшӗсен чӗлхипе ҫапла каланӑ: «ывӑлӑм! хӗрхенсем мана, эпӗ сана тӑхӑр уйӑх варӑмра йӑтса ҫӳрерӗм, виҫӗ ҫул кӑкӑр сӗчӗпе тӑрантартӑм, сана тутӑ усрарӑм, ҫитӗнтертӗм, вӗрентрӗм. 28. Тархаслатӑп сана, ачамҫӑм, тӳпепе ҫӗр ҫине пӑхса ил, унта мӗн пуррине курса, ҫакна йӑлтах Турӑ нимӗн ҫукран пултарнине, этем йӑхӗ те ҫапла пулса кайнине пӗлсем эсӗ. 29. Ан хӑра ҫак ҫынвӗлеренрен, хӑвӑн пиччӳсене тивӗҫлӗ пул та йышӑн вилӗме, ҫапла эпӗ Турӑ ырӑлӑхӗпе сана пиччӳсемпе пӗрле ҫӗнӗрен тупам» тенӗ.
2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вара Иуда хӑйӗн Симон пиччӗшне каланӑ: ҫынсем суйласа ил те кай, Галилейӑри тӑванусене хӳтӗле; эпир вара Ионафан шӑллӑмпа иксӗмӗр Галаада кайӑпӑр, тенӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: хӑвӑн валли тата пӗр ухмах кӗтӳҫин ӗҫ хатӗрне ил: 16. Эпӗ ҫакӑ ҫӗр ҫине акӑ вилекеннисемшӗн тӑрӑшман, ҫухалса юлнисене шыраман, чирлисене эмеллемен, сыввисене ҫитермен, анчах хӑй самӑр выльӑхӑн чӗрнине тата-тата пӑрахса ашне ҫиекен кӗтӳҫӗне ярӑп.
Зах 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫав ылтӑнпа кӗмӗле ил те пуҫкӑшӑль ту, ӑна Иоседек ывӑлӗ аслӑ иерей Иисус пуҫне тӑхӑнтарт, 12. вара ӑна кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать те: акӑ Ар, Вӑл ХУНАВ ятлӑ, Вӑл Хӑйӗн тымарӗнчен шӑтса тухӗ те Турӑ Ҫуртне туса лартӗ, тесе калать те.
Зах 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.