Поиск
Шырав ĕçĕ:
Утмӑлмӗш ҫулсенче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ концертсем кӑтартнӑ чухне ташлакансен ушкӑнӗнче кӑтра хура ҫӳҫлӗ, ҫинҫе пилӗклӗ артиста кураттӑмӑр.
Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18
Ҫӳллӗ те хура ҫӳҫлӗ, хӑмӑр куҫлӑ хӗрарӑм.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Валя пиллӗкмӗш класра вӗреннӗ чухнех куҫ хывнӑ вӑтам пӳллӗ, сӑрӑ ҫӳҫлӗ, хӑмӑр куҫлӑ Катюк ҫумӗнче пулма тӑрӑшрӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Амӑшӗ ывӑлне сарӑ ҫӳҫлӗ пуҫӗнчен ачашласа илчӗ те кӑмака ҫумӗнчи диван ҫине вырттарчӗ.
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
– Атту ҫав тетене ӗҫтеретӗп, – терӗ амӑшӗ, тин ҫеҫ бидонпа пырса тӑнӑ кӗске ҫӳҫлӗ, мӑйӑхлӑ Элекҫей ҫине кӑтартса.
Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
Сӑмах ҫӳллех мар‚ тӗл-тӗл кӑвак ҫӳҫлӗ те илемлӗ Юлия Филипповна Федорова ҫинчен пырать.Речь идёт о невысокой, местами с сединой в волосах и миловидной Юлии Филипповне Федоровой.
Ҫӗр варринче те чирлисем патне васканӑ // Вероника ЛЕОНТЬЕВА. «Урал сасси», 2016.06.15
Жюри членӗсен умне «Шурӑ ҫӳҫлӗ салтак» юрӑпа тухрӑм.
Мал ӗмӗтлӗ Карина // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22
Шел, шурӑ ҫӳҫлӗ салтаксен шучӗ ҫулсеренех чакса пырать.Жаль, численность седовласых солдат с годами становится все меньше.
Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№
«Эс нихҫан хӑраман, эс нихҫан парӑнман Шурӑ ҫӳҫлӗ салтак ветеран…»"Ты никогда не боялся, ты никогда не сдавался Седовласый солдат ветеран..."
Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№
5. Ӗнтӗ кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ, ватлӑхпа йӑмшанӑран ури вӑйӗ юлманнипе пӗкӗрӗлсе аннӑ ватӑсене ушкӑнӗпех хӑваласа пынӑ; вӑйпах кӑларса яма хушнӑран вӗсене, намӑса пӗлмесӗр, хӑвӑртрах утма хистенӗ.
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пирӗн хушшӑмӑрта ватӑ ҫын, кӑвак ҫӳҫлӗ ватӑ та, пур, вӑл санӑн аҫунтан аслӑрах!10. И седовласый и старец есть между нами, днями превышающий отца твоего.
Иов 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Давида курсассӑн, филистим ун ҫине йӗрӗнсе пӑхса илнӗ, мӗншӗн тесессӗн Давид ҫап-ҫамрӑк, сарӑ ҫӳҫлӗ, хитре сӑн-питлӗ пулнӑ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл сарӑ ҫӳҫлӗ, хитре куҫлӑ, евӗк сӑн-питлӗ пулнӑ.
1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫулталӑк ҫурӑ каялла сарӑ ҫӳҫлӗ хаваслӑ Танзеля Афиатулловсен пӳртне кӗрсен хӗвел тата хытӑрах хӗртнӗн туйӑннӑ.
Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Сарӑ ҫӳҫлӗ, кӑвак куҫлӑ, кӗлеткипе те капмар.
Хӗр чысӗ // Анна НИКОЛАЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
Ҫынни ҫамрӑк-ха, ҫӳллӗ мар, типшӗм, сарӑ ҫӳҫлӗ, питне пайтахранпа хырман пулсан та, чипер сӑнарлӑн курӑнать, куҫӗ пит чӗрӗ; Огнянова вӑл ытла ырханкка курӑнни тӗлӗнтерчӗ, ҫынни пит ӗшенсе ҫитни те паллах.
XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Сап-сарӑ ҫӳҫлӗ йӑрӑ хӗрача Огнянов умне тухса тӑчӗ те йӑвашшӑн пӑхса илчӗ.Живая белокурая девочка уже стояла перед Огняновым и кротко смотрела ему в глаза.
XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Соколов тухтӑр ҫирӗм сакӑр ҫулалла ҫитнӗ ҫамрӑк ҫын, кӑвак куҫлӑ, сарӑрах ҫӳҫлӗ, каҫӑрӑларах тӑраканскер, уҫӑ кӑмӑллӑ пит-куҫлӑ, кӑшт путишлерех ҫын, хавалӗ вӗресе тӑрать темелле, ҫӑмӑлттайлӑхӗ те пур.
IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Сӗтел хушшинче, Бьюмонтпа пӗрле, старик тата сарӑ ҫӳҫлӗ, пӑртак салхуллӑрах сӑнлӑ питӗ чипер хӗр ҫеҫ пулчӗҫ.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кирсановран хурарах Лопухов тӗттӗм хӑмӑр ҫӳҫлӗ, йӑлтӑртатса тӑракан хӑмӑр куҫлӑ, вӗсем хура куҫсем пекех курӑнаҫҫӗ, сӑмси ӑмӑрткайӑкӑнни пек авӑнчӑк, тутисем хулӑн, пичӗ кӑшт тӑрӑхла.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.