Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

лашасем (тĕпĕ: лаша) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
24. Ҫапла вӗсем ӑна ҫулсеренех, кашнийӗ хӑй енчен, кӗмӗл савӑтсемпе ылтӑн савӑтсем, тумтирпе кӑрал, ырӑ шӑршӑлӑх, урхамахсемпе ашакла лашасем парнеле-парнеле панӑ.

24. И каждый из них подносил от себя в дар сосуды серебряные и сосуды золотые и одежды, оружие и благовония, коней и лошаков, из года в год.

2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Патша, никам та хӑйӗн ывӑлне, хӗрне вут-ҫулӑм витӗр кӑларса Молоха парне кӳме ан пултартӑр тесе, Енном ывӑлӗсен айлӑмӗнчи Тофет теекен вырӑна ирсӗрлентернӗ; 11. Иудея патшисем унччен Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кӗмелли вырӑнта, Нефан-Мелех хайранӑн пӳлӗмӗсем ҫывӑхӗнче, Фаруримра, хӗвеле пуҫҫапса лашасем тытнӑ, Иосия ҫав йӑлана пӑрахӑҫланӑ, лашасене кӳлекен урапасене — хӗвел ураписене — ҫунтарса янӑ.

10. И осквернил он Тофет, что на долине сыновей Еннома, чтобы никто не проводил сына своего и дочери своей чрез огонь Молоху; 11. и отменил коней, которых ставили цари Иудейские солнцу пред входом в дом Господень близ комнат Нефан-Мелеха евнуха, что в Фаруриме, колесницы же солнца сжег огнем.

4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ииуй вара Самарие Изреель пуҫлӑхӗсем патне, ятлӑ-сумлӑ ҫынсем патне тата Ахав ачи-пӑчине пӑхса ҫитӗнтерекенсем патне ҫырусем янӑ, ҫырӑвӗсенче ҫапла каланӑ: 2. сирӗн пата ҫакӑ ҫыру ҫитсессӗн, хӑвӑр патӑрта патша ывӑлӗсем пуррине, сирӗн аллӑрта ҫар ураписем те, лашасем те, ҫирӗплетнӗ хула та, кӑрал та пуррине шута илсе, 3. патшӑр ывӑлӗсенчен чи лайӑххине, чи тивӗҫлине суйласа илӗр те ӑна ашшӗ вырӑнне патшана лартӑр, вара патшӑр килӗшӗн кӗрешӗр, тенӗ.

И написал Ииуй письма, и послал в Самарию к начальникам Изреельским, старейшинам и воспитателям детей Ахавовых, такого содержания: 2. когда придет это письмо к вам, то, так как у вас и сыновья господина вашего, у вас же и колесницы, и кони, и укрепленный город, и оружие, - 3. выберите лучшего и достойнейшего из сыновей государя своего, и посадите на престол отца его, и воюйте за дом государя своего.

4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Унӑн юнӗ пӳрт ҫине, лашасем ҫине сирпӗннӗ, ӑна лашасем таптаса пӗтернӗ.

И брызнула кровь ее на стену и на коней, и растоптали ее.

4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Ҫӳлхуҫа ҫапла тунӑ: Сири тапӑрӗнчи ҫынсене вӑрҫӑ ураписем шалтӑртатнӑ пек, лашасем кӗҫеннӗ пек, шутсӑр пысӑк ҫар куҫса килнӗ чухнехи пек шӑв-шав илтӗннӗ.

6. Господь сделал то, что стану Сирийскому послышался стук колесниц и ржание коней, шум войска большого.

4 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫӳлхуҫа ун тарҫин куҫне уҫнӑ та — вӑл акӑ мӗн курнӑ: Елисей йӗри-тавра пӗтӗм сӑрт-тӑва вутлӑ лашасем, вутлӑ урапасем сӑрса илнӗ.

И открыл Господь глаза слуге, и он увидел, и вот, вся гора наполнена конями и колесницами огненными кругом Елисея.

4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Турӑ ҫыннийӗн тарҫи ирхине ирех тӑрса тухнӑ; акӑ хула йӗри-тавра — темӗн чухлӗ ҫар, лашасем тата вӑрҫӑ ураписем.

15. Поутру служитель человека Божия встал и вышел; и вот, войско вокруг города, и кони и колесницы.

4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Вӗсем калаҫса пынӑ хушӑра вут-ҫулӑмлӑ урапапа вут-ҫулӑмлӑ лашасем килсе тухнӑ та вӗсене иккӗшне пӗр-пӗринчен уйӑрнӑ, ҫапла Илия тӳпене ҫавраҫилпе ҫӗкленсе хӑпарса кайнӑ.

Если увидишь, как я буду взят от тебя, то будет тебе так, а если не увидишь, не будет.

4 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Ҫапла вӗсем ӑна ҫулсеренех, кашнийӗ хӑй енчен, кӗмӗл савӑтсемпе ылтӑн савӑтсем, тумтирпе кӑрал, ырӑ шӑршӑлӑх, урхамахсемпе ашакла лашасем парнеле-парнеле панӑ.

25. И они подносили ему, каждый от себя, в дар: сосуды серебряные и сосуды золотые, и одежды, и оружие, и благовония, коней и мулов, каждый год.

3 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Соломонӑн ҫар ураписене кӳлмелли лашасем валли хӗрӗх пин вите пӳлмекӗ, утлӑ ҫар валли вуникӗ пин пӳлмек пулнӑ.

26. И было у Соломона сорок тысяч стойл для коней колесничных и двенадцать тысяч для конницы.

3 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫакӑн хыҫҫӑн Авессалом хӑйне валли ҫар ураписемпе лашасем тата хӑй умӗнче чупса пыракансене — аллӑ ҫын — тытса тӑра пуҫланӑ.

1. После сего Авессалом завел у себя колесницы и лошадей и пятьдесят скороходов.

2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Унӑн асаилӗвӗн пӗр сыпӑкӗпе сире те паллаштарам эппин: «...Вӑрҫа эпир 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тухса кайрӑмӑр. Йӗпреҫе ҫитрӗмӗр, кунта лашасем пуҫтартӑмӑр та пуйӑса лартӑмӑр. Темиҫе кун кайнӑ хыҫҫӑн Мускава ҫитрӗмӗр. Тӗп хуларан Ленинград еннелле выртакан ҫул ҫинчи ҫар ҫыннисем хатӗрлекен Боровичи хулинче чарӑнтӑмӑр. Фронт валли пухнӑ лашасене шӑпах ҫавӑнта антарса хӑвартӑмӑр. Хамӑра Ленинграда илсе кайрӗҫ. Тӑван ҫӗршывпа Финлянди чиккине хӳтӗленӗ ҫӗрте тӑтӑмӑр, финсемпе ҫапӑҫӑва кӗме те тӳр килчӗ. 900 кун пынӑ блокадӑна та чӑтса ирттерме тиврӗ. Блокада ункине татса янӑ ҫӗре те хутшӑннӑ. 1943 ҫулта Синявино текен шурлӑхлӑ вырӑнта ҫапӑҫрӑм. Кунта 5 кун ӑша пӗр татӑк апат ямасӑр пурӑнтӑмӑр. Шӑпах ҫав тытӑҫура мана йывӑр амантрӗҫ. Госпитальте ҫур ҫул сывалма тиврӗ. Самайлансан фронта тепӗр хут ӑсантӑм. Эстоние, Литвана, Новгород, Псков хулисене ирӗке кӑларассишӗн пынӑ хӗрӳ ҫапӑҫусенче пултӑм. Пирӗн ҫарсем малаллах шурӗҫ, тӑшмана хӑваласа Польша ҫӗрне кӗтӗмӗр. Ӑна ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн Хӗвелтухӑҫ Пруссие фашистсен тыткӑнӗнчен хӑтарма пырса ҫитрӗмӗр. Пӗррехинче /пуш уйӑхӗччӗ ун чухне/ Висла шывӗ урлӑ кимӗпе каҫнӑ чухне пирӗн ҫине нимӗҫ самолечӗсем бомба тӑкма тытӑнчӗҫ. Вӑйлӑ хум пырса ҫапнипе кимӗ ҫаврӑнса ӳкрӗ. 20 салтакран пӗр эпӗ кӑна чӗрӗ юлтӑм пуль. Мана салтак шинелӗ хӑтарса хӑварчӗ. Кимӗ ҫине лариччен тӳмесене вӗҫертсе янӑччӗ. Шинель шыв ҫинче ҫунат пекех сарӑлса выртрӗ, путма памасӑр анлӑ юханшыв урлӑ тӗрӗс-тӗкеллӗн ишсе каҫма пулӑшрӗ. Ҫыран хӗррине ҫитсен пӗр йывӑҫ тураттинчен ярса тытрӑм. Мана, вӑйран кайнӑскере, хамӑр салтаксем асӑрхарӗҫ, шывран тухма пулӑшрӗҫ. Витӗрех йӗпеннӗ тумтире улӑштарса тӑхӑнтартрӗҫ, ҫур черкке спирт ӗҫтерчӗҫ. Саперсен ушкӑнӗпе пӗрле тепӗр кимӗ ҫине ларса Висла урлӑ каҫрӑмӑр. Нимӗҫсене хӑваларӑмӑр. Кунта пысӑках мар завод пурччӗ /спирт завочӗ пулнӑ иккен-ха вӑл/. Ӑна фашист йыттисенчен туртса илессишӗн ир пуҫласа каҫченех ҫапӑҫрӑмӑр. Шӑпах ҫавӑнта пирӗн ҫарсен артиллерийӗ атакӑлама тытӑнчӗ. Эпир те, пехотӑрисем, тӑшман ҫине хӑюллӑн кӗрсе кайрӑмӑр. Мана кунта каллех амантрӗҫ, тепӗр 2 уйӑх госпитальте выртрӑм. Сывалсан Мурманск хулинчен эшелонпа Япони еннелле илсе кайрӗҫ, кунта Япони самурайӗсемпе тытӑҫма тиврӗ. 1945 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче нумай хут аманнӑ салтаксене киле ямалли ҫинчен калакан приказ тухрӗ».

Помоги переводом

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Лашасем ҫите-лӗксӗр пулнӑран вӑкӑрсене те кӳлме тивнӗ.

Помоги переводом

«Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

«Вӑрҫӑ хыҫҫӑн ялсенче лайӑх лашасем юлманпа пӗрехчӗ.

Помоги переводом

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней