Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

асӑннӑ (тĕпĕ: асӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ытти мелсемпе танлаштарсан, асӑннӑ тӗрӗслев шалти органсене ӳкерсе илет.

По сравнению с другими методами, упомянутая проверка делает снимок внутренних органов.

Вӑхӑтра тӗрӗсленни паха // А.ДЕНИСОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Паянхи кун тӗлне ҫӗр ӗҫченӗсем кӗрхи тата ҫурхи пӗрчӗллӗ культурӑсем акнӑ лаптӑксене ҫум курӑкран пестицидсемпе гербицидсем сапнӑ, хӑшпӗр хуҫалӑхсем вара асӑннӑ культурӑсене апатлантарма та ӗлкӗрнӗ.

Помоги переводом

Уй кунӗ чунсене савӑнтарчӗ // А.Исаева. «Каҫал Ен», 09.06.17

Юлашкинчен ҫакна та каласа хӑварни вырӑнлӑ: ҫырӑва ал пусакансенчен чылайӑшӗ асӑннӑ пухӑва пымарӗ.

Помоги переводом

Шӑннӑ чӗресем пирки // Базиль Кириллов. https://chuvash.org/content/3102-%D0%A8% ... D0%B8.html

Вӗсен сӑмахне хӑлхана чикмесӗр хӑвармарӗҫ, ҫак кунсенче асӑннӑ ҫырӑва алӑ пуснисенчен хӑшне-пӗрне «ҫӳллӗ» ҫурта пуҫтарчӗҫ.

Помоги переводом

Шӑннӑ чӗресем пирки // Базиль Кириллов. https://chuvash.org/content/3102-%D0%A8% ... D0%B8.html

Паллах, ҫӳлерех асӑннӑ ыйтусем тавралла депутатсем, чиновниксем шухӑшласан аванччӗ.

Помоги переводом

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

Сӑмахӑм филологи наукисен докторӗ, ҫӳлерех асӑннӑ аслӑ шкулти вырӑс чӗлхипе литература кафедрин доценчӗ Людмила Борисова ҫинчен.

Помоги переводом

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Асӑннӑ аптека 18-мӗш ӗмӗртех, Акинфий Демидов завочӗсем ӗҫленӗ вӑхӑтра, уҫӑлнӑ.

Помоги переводом

Алтайри тӗлпулусем // А.ВОЛКОВ . «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Асӑннӑ семинарта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем П.Хусанкайӑн тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхне тишкерчӗҫ, поэт сӑввисене чуна тивмелле вуларӗҫ.

Помоги переводом

Тӑван чӗлхе ячӗпе ирттернӗ семинар // А.В.Лукина, Л.Н.Тарасова. http://www.sheraut-komsml.edu21.cap.ru/? ... ews=462675

Вӑл асӑннӑ тӑрӑх – туса илнӗ кашни литр сӗтшӗн кӑҫал пӗлтӗрхинчен субсиди Раҫҫей регионӗсем – 37, Атӑлҫи округӗ – 35, вӑл шутра Чӑваш Ен 33% сахалрах илӗҫ.

Помоги переводом

Тухӑҫлӑха ӳстерме майсем пур // Ирина Павлова. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Асӑннӑ юланутҫӑ пирки брендӑн «амӑшӗ» Тина Канделаки кӑшт тӗплӗнрех каласа пачӗ.

Чуть подробней о всаднике рассказала «мама» бренда, Тина Канделаки.

Шаймиев - Тутарстан бренчӗ пирки: Юланутҫӑ ҫӗр ҫинче шуса ҫӳреймест! // Хыпар. «Хыпар», 2015.03.11, 40-41№

Сӑмах май, Владимир Александрович аса илтернӗ тӑрӑх, кунашкалли, урӑлтаркӑчсене хупни, Октябрьти революци хыҫҫӑн та пулнӑ, анчах ҫак утӑм тӗрӗс маррине кайран большевиксем те ӑнланса илнӗ - асӑннӑ учрежденисене тепӗр хут йӗркеленӗ.

Помоги переводом

Ӗҫкӗ ырӑ тумасть // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Раҫҫей шалти ӗҫсен министрӗ Владимир Колокольцев палӑртнӑ тӑрӑх - асӑннӑ ыйтусем пӗтӗм обществӑна пӑшӑрхантараҫҫӗ.

Помоги переводом

Ӗҫкӗ ырӑ тумасть // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

«Таса шыв» программӑпа килӗшӳллӗн Шӑмӑршӑ тата Вӑрнар районӗсенче тӑвакан обӗектсен шӑпи тӗлӗшпе ыйту пулнине кура Светлана Александровна асӑннӑ программӑна федераци шайӗнче чарса лартнине пӗлтерчӗ: «Ӑна ҫитес ҫул уҫрӗҫ-тӗк - эпир те укҫа уйӑрассине уҫӑпӑр. Федераци укҫине ҫитес ҫул та уйӑрмасан пирӗн те хупма тивет».

Помоги переводом

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Асӑннӑ мероприяти «Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» тӗллевпе иртниех ҫакна аван ҫирӗплетет.

Помоги переводом

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Республикӑра пурӑнакансем ҫыравҫӑсене 2010 ҫулта кӑмӑлпа кӗтсе илнӗччӗ, кӑҫал та асӑннӑ тишкерӗве яваплӑха туйса тата ӑнланса хутшӑнасса шанас килет.

Помоги переводом

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Асӑннӑ мероприяти октябрь уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тӑсӑлать.

Помоги переводом

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Асӑннӑ тӑрӑхран тухнӑ паллӑ ҫынсемпе те паллаштарать музей.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ Мӑратсен вӗҫкӗн­лӗхӗ паянчченех упранса юлнӑ... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Республика ертӳҫи асӑннӑ тӑрӑх – сӗт халӗ 2 тенкӗ хакланнӑ, пӗр литрӑн вӑтам хакӗ 17 тенкӗрен иртет.

Помоги переводом

Сӗт юр-варӗ сывлӑхшӑн усӑллӑ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Асӑннӑ районти Тӑрӑн ялӗнче арендӑна илнӗ лаптӑкра вӑл питомник йӗркеленӗ.

Помоги переводом

Ҫӗр тухтӑрӗ // Валентина ПЕТРОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

— Хула е ял миҫе ҫултине ҫулҫыравӗнче пуҫласа асӑннӑ самантпа ҫыхӑнтараҫҫӗ.

Помоги переводом

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней