Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Тухӑҫлӑха ӳстерме майсем пур

Автор: Ирина Павлова

Источник: «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Добавлен: 2017.02.11 12:43

Предложений: 33; Слово: 450

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Сельское хозяйство

«Ирӗклӗ укҫа-тенкӗ пулсан хушма пулӑшу чи малтанах агропромышленноҫа аталантарма кайӗ, ҫав шутра ял хуҫалӑх таварӗ туса кӑларакансене кредитпа тата субсидипе тивӗҫтерме», – палӑртнӑ РФ Правительствин Председателӗн заместителӗ Аркадий Дворкович Сӗт туса илекенсен наци союзӗн VIII сӗездӗнче. Вӑл виҫӗм кун Мускавра халӑх хуҫалӑх ҫитӗнӗвӗсен куравӗнче иртнӗ. Унта Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗ Александр Ткачев та хутшӑннӑ.

Ҫӗршывӗпе илсен сӗт производстви пӗлтӗр 2015 ҫулхи шайрах юлнӑ, 30,8 млн тоннӑпа танлашнӑ. Сутӑнакан чӗртавар виҫи ял хуҫалӑх предприятийӗсенче – 2, фермер хуҫалӑхӗсенче 6% ӳснӗ, сӑвӑм – 4%.

Александр Ткачев сӑмахӗпе сӗт тухӑҫлӑхне ӳстерни тӳрремӗнех производство рентабельлӗхне витӗм кӳрет. Тӗслӗхрен, кашни ӗнерен ҫулталӑкне 5 пин ытла кг сӗт сусан тата патшалӑх пулӑшӑвне шута илсен унӑн шайӗ 18% ҫитме пултарать. Анчах ҫӗршыври 42 регионра кӑна пӗр ӗне пуҫне тивекен вӑтам сӑвӑм /ял хуҫалӑх организацийӗсенче\ 5 пин ытла килогрампа танлашать, тепӗр 20 регионра калӑпӑша ӳстерме майсем пур.

Министерство ертӳҫи палӑртнӑ тӑрӑх – пилӗк ҫулта Раҫҫей сӗте ютран 5-10 % сахалрах турттарма пултарать. Тӗллеве патшалӑх пулӑшӑвӗн программисемпе усӑ курса пурнӑҫа кӗртме пулать. Сӑмахран, кӑҫал сӗтлӗ выльӑх производствине аталантарма 26,7 млрд тенкӗ уйӑрнӑ. Пӗлтӗр те пулӑшу виҫине виҫӗм ҫулхинчен 2 хут ӳстернӗ. Унсӑр пуҫне сӗт туса илме май паракан комплекссене хута ямалли срока вӑрӑмлатнӑ /2-рен 3 ҫула ҫитернӗ\, строительство тӑкакне саплаштармалли виҫе те 20-рен 30% ҫитнӗ, выльӑх самӑртмалли площадкӑсем тунӑ чух – 35% ҫити.

Аш тата сӗт туса илекен фермерсем валли грант виҫи 1,5 млн тенкӗрен 3 млн таран ӳснӗ. Ҫемье фермисем 30 млн тенкӗ /Чӑваш Енре – 10 млн тенкӗ\ илме пултараҫҫӗ.

ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов та ӗнесен продуктивлӑхне ӳстерсен, сӗт ытларах сутсан хуҫалӑхсене регион коэффициентне хушса пама ирӗк пулнине палӑртать. Вӑл асӑннӑ тӑрӑх – туса илнӗ кашни литр сӗтшӗн кӑҫал пӗлтӗрхинчен субсиди Раҫҫей регионӗсем – 37, Атӑлҫи округӗ – 35, вӑл шутра Чӑваш Ен 33% сахалрах илӗҫ. Паллах, ҫирӗплетнӗ условисене пурнӑҫласан ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсене кашни литр сӗтшӗн 73 пус хушса параҫҫӗ. Ку енӗпе Атӑлҫи регионӗсем хушшинче Мари Эл /77 пус\ тата Киров облаҫӗ /76 пус\ хыҫҫӑн хальлӗхе эпир виҫҫӗмӗш вырӑнта.

Ӗне сӗчӗ чӗлхи ҫинче тенӗрен чӑваш хресченне ӳсентӑрана пӑхса ҫитӗнтерме, кашни гектар ҫӗр пуҫне тивекен пулӑшу пирки те асӑнмалла. Республикӑри аграри ведомствин ертӳҫи палӑртнӑ тӑрӑх – чикӗ леш енне тырӑ сутакан субӗектсене субсиди илекенсен йышӗнчен кӑларнӑран регионсене вӑл сахалрах лекет. Тӗслӗхрен, эпир кашни гектаршӑн 148, 83 тенкӗ илетпӗр. Пулӑшу виҫипе Мордва тата Удмурт республикисем хыҫҫӑн каллех виҫҫӗмӗш вырӑнта тӑратпӑр. Хӑшӗ-пӗри Чӑваш Ене Тутарстанпа, Пушкӑртстанпа танлаштарса вӗсене укҫа нумайрах уйӑрассине палӑртать. Анчах усӑ куракан ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ кашни гектар пуҫне субсиди мӗн чухлӗ тивнине уҫӑмлатсан кӳршӗсене сахалрах парасси курӑнать.

Кӑҫал сутлӑха ӑсатакан ҫӗрулми, хӗвелҫаврӑнӑш, сахӑр кӑшманӗн лаптӑкӗсене субсидилемеҫҫӗ.

2017 ҫулта 54 тӗрлӗ субсидие пӗрлештерсе 7 кӑна хӑварнине нумайӑшӗ пӗлет. Ҫакӑ хальчченхи пулӑшу программисен шучӗ сахалланнипе ҫыхӑнман, субсиди уйӑрмалли йӗркене ҫеҫ улшӑну кӗртнӗ.

Чӑваш Ен кӑҫал федераци хыснинчен пӗлтӗрхинчен 31% ытларах пулӑшу илӗ. Федерацин Атӑлҫи округӗнче ҫакӑ – чи нумаййи. Мордвана – 9, Удмуртсене – 7, Тутарстана 4% ытларах, округри ытти региона пӗлтӗрхинчен сахалрах лекӗ. Пире «пӗрлехи субсиди» шайӗнче сухалакан-акакан кашни гектар лаптӑк пуҫне 923,28 тенкӗ параҫҫӗ. Ку енӗпе эпир округра – пӗрремӗш, Тутарстан /483,89 тенкӗ\ иккӗмӗш вырӑнта.

Сайт:

 

Статистика

...подробней