Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

куҫҫуль сăмах пирĕн базăра пур.
куҫҫуль (тĕпĕ: куҫҫуль) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лихо каламарӗ-и вара Кораблев пухусенче «крокодилла куҫҫуль» тӑкать, тесе.

который сказал, что на собраниях Кораблев проливает «крокодиловы слезы».

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— «Пухусенче вӑл крокодилла куҫҫуль тӑкать» — терӗм эпӗ малалла васкаса.

— «На собраниях он проливает крокодиловы слезы», — продолжал я торопливо.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗншӗн сӗкӗнес, пурӑ-пӗр куҫҫуль ҫеҫ!

Все набиваются, а в расчете только слезы!

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Театр пирки те, арӑмӗ пирки те, «крокодилла куҫҫуль» пирки те, — вӑл мӗн иккенне пӗлместӗп пулин те — пурпӗрех вӗсем пурин ҫинчен те улталаҫҫӗ.

И насчет театра, и насчет жены, и насчет «крокодиловых слез», что бы это ни означало.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эп пӗлместӗм-ха «крокодилла куҫҫуль» мӗне пӗлтернине, анчах ҫак сӑмахсене каланӑ чух эпӗ Коравлев епле Марья Васильевна пӳлӗмӗнчен тухнине аса илтӗм, вӑл шурнӑччӗ, мӑйӑхӗ ҫыпӑҫтарса хунӑ пек усӑнса аннӑччӗ, вара кусем пурте улталанине эпӗ ҫинчех ӑнкарса та илтӗм.

Я не знал, что такое «крокодиловы слезы», но при этих словах мне представился Кораблев, выходящий из комнаты Марьи Васильевны, бледный, с повисшими, точно приклеенными усами, и я сразу понял, что они все врут.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Заседанисенче те «крокодилла куҫҫуль» тӑкать.

На заседаниях он проливает, оказывается, «крокодиловы слезы».

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унӑн сухалӗсем тӑрӑх куҫҫуль тумламӗсем юха-юха аннӑ пек те туйӑнчӗ маншӑн.

и мне показалось даже, что слезы катятся по ее бороде.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ кибиткӑна Савельичпа юнашар лартӑм та, куҫҫуль юхтарса, инҫе ҫула тухса кайрӑм.

Я сел в кибитку с Савельичем и отправился в дорогу, обливаясь слезами.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Эсир мана кураймастӑр-и е ытла юрататӑр-и! — терӗ вӑл юлашкинчен куҫҫуль витӗр.

— Или вы меня презираете, или очень любите! — сказала она наконец голосом, в котором были слезы.

Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ, ухмах, туй иртсен унӑн сӑнарӗ улшӑнать тесе хур, амӑшӗ, янавар, куҫҫуль витӗр тав туса вӗт, хӑй хӗрне пӗтӗм пурлӑхӗпех — аллӑ чун пуласчӗ-и ҫав, — сӗнсе парать.

Я имел несчастие сказать ей, что цвет лица возвратится после свадьбы; тогда она со слезами благодарности предложила мне руку своей дочери и все свое состояние — пятьдесят душ, кажется.

Июнӗн 7-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫав самантра унпа куҫма куҫ пултӑмӑр: унӑн куҫҫуль сӑрхӑнчӗ: алли манӑн алӑ ҫине тӗреннӗ май чӗтренсе илчӗ: пит ҫӑмартийӗ ҫунать; вӑл хӗрхенет мана!

В эту минуту я встретил ее глаза: в них бегали слезы; рука ее, опираясь на мою, дрожала; щеки пылали; ей было жаль меня!

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫапах та эсӗ куратӑн акӑ, эпӗ вӑхӑтра апатланатӑп, вӑхӑтра лӑпкӑ ҫывратӑп, — кӑшкӑрмасӑр та куҫҫуль тӑкмасӑр вилессе шанатӑп!

И ты видишь, однако, я обедаю, ужинаю и сплю преспокойно и, надеюсь, сумею умереть без крика и слез!»

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пит-куҫӗ унӑн тем пек тарӑхнине кӑтартать, куҫӗнче куҫҫуль йӑлтӑртатать.

Ее лицо выражало глубокое отчаянье, на глазах сверкали слезы.

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вернер яланах хӑйӗн чирлӗ ҫыннисенчен вӑрттӑн тӑрӑхласа кулма юрататчӗ, анчах пӗрре пӗр вилекен салтак умӗнче вӑл епле куҫҫуль тӑкнине те куртӑм эпӗ…

Обыкновенно Вернер исподтишка насмехался над своими больными; но я раз видел, как он плакал над умирающим солдатом…

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ яланах калаттӑм-ха, ӗлӗкхи тусусене манаканран пархатар ҫук вара тесе… — Ку тӗлте вӑл, хӑй ӑшӗ вӑрканине кӑтартас мар тесе, ҫаврӑнчӗ те картиш тӑрӑх уткалама тытӑнчӗ, хӑй урапин кустӑрмисене пӑханҫи пек турӗ, ҫав вӑхӑтрах унӑн куҫӗнчен минутсерен куҫҫуль сӑрхӑнать.

Уж я всегда говорил, что нет проку в том, кто старых друзей забывает… — Тут он отвернулся, чтоб скрыть свое волнение, пошел ходить по двору около своей повозки, показывая, будто осматривает колеса, тогда как глаза его поминутно наполнялись слезами.

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Путса ларнӑ куҫ лупашкисенче икӗ пысӑк куҫҫуль тумламӗ курӑннӑ.

В запавших, потемневших глазницах застыли две крупные слезы.

8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

— Эпӗ ӗнер яра куна кунӗпех пӑшӑрхантӑм, — терӗ вӑл куҫҫуль витӗр, — тӗрлӗрен инкексем пуласса та шухӑшларӑм, ӑна тискер хир сысни амантнӑ пек те туйрӑм, е пӗр-пӗр чеченец ӑна тусем хушшине тытса кайнӑ пек туйӑнчӗ…

— Я вчера целый день думала, — отвечала она сквозь слезы, — придумывала разные несчастья: то казалось мне, что его ранил дикий кабан, то чеченец утащил в горы…

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

«Эпӗ сан патӑнта тыткӑнра пурӑнатӑп, эпӗ санӑн тарҫу, — терӗ вӑл, — эсӗ мана ху мӗн хушнине тутарма пултаратӑн ӗнтӗ», — тесе каллех куҫҫуль тӑкма пуҫларӗ.

— Я твоя пленница, — говорила она, — твоя раба; конечно ты можешь меня принудить, — и опять слезы.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Каланӑ чухне хӑй Дмитрииевӑн хитре балладинчи харсӑр Терентьич пек, темиҫе тапхӑр куҫҫуль тӑкса, аркипе типӗте-типӗте илчӗ.

Рассказ, неоднократно прерывался слезами, которые живописно отирал он своею полою, как усердный Терентьич в прекрасной балладе Дмитриева.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Ун куҫӗнчен куҫҫуль шӑпӑртатса аннӑ; вӑл хӑй ӑҫта кайнине пӗлмесӗр малалла уттарнӑ.

Слезы брызнули из глаз его; он поехал наудачу.

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней