Поиск
Шырав ĕçĕ:
47. Патша Даниила ҫапла каланӑ: эсӗ ҫак вӑрттӑнлӑха уҫма пултартӑн пулсассӑн, сирӗн Туррӑр чӑннипех — турӑсен Туррийӗ, патшасен вӑрттӑнлӑха уҫакан Патшийӗ! тенӗ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Патша халдейсене ҫапла хуравланӑ: калас сӑмахӑм манӑҫрӗ; эсир мана тӗлӗкӗме, унӑн пӗлтерӗшне ӑнлантарса параймасан, сире касса ваклӗҫ, сирӗн ҫурт-йӗре аркатса тӑкӗҫ; 6. тӗлӗкӗме тата унӑн пӗлтерӗшне каласа парсассӑн, сире манран тӗрлӗ парне те чыс-хисеп пулать; эппин, тӗлӗкӗме тата унӑн пӗлтерӗшне калӑр, тенӗ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ӑна, шӑпа ярса, хӑвӑр валли тата хӑвӑр хушшӑрта пурӑнакан, сирӗн патӑрта ачасем ҫуратнӑ ют ҫӗр ҫыннисем валли уйӑрӑр; Израиль ывӑлӗсем хушшинче вӗсем те ӗлӗкрен пурӑнакансемпе тан пулмалла, вӗсен сирӗнпе пӗрле Израиль йӑхӗсем хушшинче пай ҫӗрӗ илмелле.
Иез 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Пӗри те тепӗри пекех еткерлӗх ҫӗр илтӗр: Эпӗ, аллӑма ҫӗклесе, ӑна сирӗн аҫӑрсене пама тупа тунӑччӗ, ҫапла ҫак ҫӗр сирӗн еткерлӗх пулӗ.
Иез 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ ҫӗр валеҫмелли йӗрке, Израилӗн вуникӗ йӑхне сирӗн еткерлӗх ҫӗре ҫапла уйӑрса памалла: Иосифа — икӗ пай.
Иез 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Малтанхи уйӑхра, уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче, сирӗн Пасха пулать, вӑл ҫичӗ куна тӑсӑлать, ҫавӑн чухне тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑр ҫимелле.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Аслӑ пуҫлӑха сирӗн акӑ мӗнле хырҫӑ парса тӑмалла: пӗр хомер тулӑран ефан улттӑмӗш пайне, пӗр хомер урпаран ефан улттӑмӗш пайне парас пулать; 14. йывӑҫ ҫӑвӗ памалли йӗрке: пӗр кор чухлӗ йывӑҫ ҫӑвӗнчен батӑн вуннӑмӗш пайне памалла; вунӑ бат пӗр хомер пулать, мӗншӗн тесен пӗр хомерта вунӑ бат шутланать; 15. Израилӗн тулӑх кӗтӳлӗхӗнче ҫӳрекен икҫӗр пуҫ сурӑх кӗтӗвӗнчен пӗр сурӑх памалла: ҫакӑ пурте — тырӑ-пулӑ парни валли, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли, тав туса кӳрекен канӑҫлӑх парни валли, ку сире тасатма пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Пӗр сикль ҫирӗм герӑпа танлашать; сирӗн ҫирӗм сикль, ҫирӗм пилӗк сикль тата вунпилӗк сикль вара пӗр мина шутланать.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Сирӗн тӗрӗс виҫе, тӗрӗс ефа, тӗрӗс бат пултӑр.10. Да будут у вас правильные весы и правильная ефа и правильный бат.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Сирӗн малтан ӗлкӗрнӗ пӗтӗм ҫимӗҫӗр, кӑмӑлтан паракан тӗрлӗ парнӗрсем, — вӗсем кирек мӗн пулсассӑн та, — пурте священниксен пулать; хӑвӑр килӗр пиллӗхлӗ пултӑр тесен, малтан авӑртнине те священника парӑр.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫав ҫичӗ кун иртсен, саккӑрмӗш кунне тата малашне те, священниксем сирӗн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнӗрсене, канӑҫлӑх парнисене парне сӗтелӗ ҫине ҫӗклесе хурӗҫ; Эпӗ сирӗншӗн ырӑлӑхлӑ пулӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑйпитти арсен ашне ҫийӗр, ҫӗр пуҫлӑхӗсен юнне, Васан ҫӗрӗнче самӑртнӑ сурӑх такисен, путексен, качака такисен, пӑрусен юнне ӗҫӗр; 19. Эпӗ сирӗн валли пусас парнемӗн ҫӑвне мӗн тӑраниччен ҫийӗр, юнне мӗн ӳсӗрӗличчен ӗҫӗр.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, тӗрлӗ-тӗрлӗ кайӑка, хирти пӗтӗм тискер кайӑка кала: пуҫтарӑнӑр та кайӑр, Манӑн парнем патне, Израиль тӑвӗсем ҫинчи аслӑ парне патне, пур енчен те пухӑнӑр, Эпӗ ӑна сирӗн валли пусӑп; эсир аш ҫийӗр, юн ӗҫӗр.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Тупӑклӑхӑрсене уҫсассӑн, сире, Хамӑн халӑхӑма, тупӑклӑхӑрсенчен илсе тухсассӑн, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр вара, 14. сирӗн ӑшӑра Хамӑн сывлӑша кӗртӗп те, эсир чӗрӗлӗр, сире хӑвӑр ҫӗрӗре вырӑнаҫтарӑп, вара пӗлӗр эсир, ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм та — турӑм, тет Ҫӳлхуҫа.
Иез 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫавӑнпа та малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ сирӗн тупӑклӑхӑрсене уҫӑп та сире, Хамӑн халӑхӑма, тупӑклӑхӑрсенчен илсе тухса Израиль ҫӗрне илсе кӗрӗп.
Иез 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Сирӗн тавра шӑнӑр хурӑп, сирӗн ҫийӗре ӳт ӳстерӗп, сире ӳт-тирпе витӗп, сирӗн ӑшӑра чӗм кӗртӗп те — эсир чӗрӗлӗр, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр, те.
Иез 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫак шӑмӑсене ҫапла калать те: акӑ Эпӗ сирӗн ӑшӑра чӗм кӗртӗп те — эсир чӗрӗлӗр.5. Так говорит Господь Бог костям сим: вот, Я введу дух в вас, и оживете.
Иез 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Сирӗн таврара юлнӑ халӑхсем пӗлӗҫ вара: Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, арканнине ҫӗнететӗп, пушаннине ешертетӗп.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Малашне сирӗн выҫлӑха пула халӑхсенчен мӑшкӑл тӳсмелле ан пултӑр тесе, йывӑҫсен улми-ҫырлине, хир ҫимӗҫӗсене йышлантарӑп.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Манӑн халӑхӑм пулатӑр, Эпӗ сирӗн Туррӑр пулӑп.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.