Поиск
Шырав ĕçĕ:
33. Эхер те кам та пулин шӑтӑк уҫса хурсассӑн е шӑтӑк алтса ӑна витмесӗр хӑварсассӑн, унта вӑкӑр е ашак кӗрсе ӳксессӗн, 34. шӑтӑк хуҫи тӳлеме тивӗҫлӗ, унӑн выльӑх хуҫине кӗмӗл памалла, вилли вара ӑна пулӗ.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Кам та пулин хӑйӗн арҫын чурине е хӗрарӑм тарҫине куҫӗнчен ҫапса ӑна сиен тӑвать пулсассӑн, вӑл вӗсене куҫшӑн ирӗке кӑларса ятӑр; 27. хӑйӗн арҫын чурин е хӗрарӑм чурин шӑлне ҫапса ҫӗмӗрчӗ пулсассӑн, вӑл вӗсене шӑлшӑн ирӗке кӑларса ятӑр.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Кам [Израиль ывӑлӗсен] ҫыннине вӑрласа, [ӑна чура туса] сутса ярать е ҫав ҫынни ун патӗнче тупӑнать, ӑна вӗлерме тытса памалла.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эхер те кам та пулин хӑйӗн хӗрне чуралӑха сутсассӑн, вӑл арҫын чура тухса кайнӑ пек тухса кайма пултараймасть; 8. эхер те ҫав хӑрхӑм хӑйӗн хуҫине килӗшмест пулсассӑн, хуҫи ӑна ҫураҫмасть пулсассӑн, ӑна каялла тӳлесе илме ирӗк патӑр; ӑна хӑй тиркенӗ пулсассӑн, [хуҫан] ӑна ют халӑха сутма ирӗк ҫук; 9. эхер те вӑл ӑна хӑйӗн ывӑлӗ валли ҫураҫсассӑн, ӑна хӑйӗн хӗрӗ вырӑнне хутӑр; 10. эхер те ывӑлӗ валли урӑх арӑм илсессӗн, ӑна апатсӑр, тумтирсӗр хӑвармалла мар, арлӑ-арӑмлӑ пурӑнасси те сыхланса юлтӑр; 11. эхер те хуҫа уншӑн ҫакӑ виҫӗ япалана тумасть пулсассӑн, вӑл ун патӗнчен ахалех, тӳлемесӗрех, тухса кайтӑр.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сӑвапу аслӑ, мухтаву виҫесӗр, Эсӗ — кӗтретсем Тӑваканӗ, кам пур ҫавӑн евӗрли?Кто, как Ты, величествен святостью, досточтим хвалами, Творец чудес?
Тух 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Сан евӗрли кам пур турӑсем хушшинче?
Тух 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Пӗрремӗш уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗн каҫӗнчен пуҫласа ҫав уйӑхӑн ҫирӗм пӗрремӗш кунӗн каҫӗччен тутлӑлла ҫӑкӑр ҫийӗр; 19. сирӗн килӗрсенче ҫичӗ кун йӳҫӗ чуста пулмалла мар, мӗншӗн тесессӗн кам йӳҫӗлле ҫӑкӑр ҫиет, ҫав чуна — вӑл ют ҫӗртен килнӗскер-и е ҫуралнӑранпах ҫав ҫӗрте пурӑнаканскер-и — Израиль [ывӑлӗсен] халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Пӗрремӗш кун сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр, ҫиччӗмӗш кунне те сӑваплӑ пуху пултӑр: ҫав кунсенче нимӗнле ӗҫ те тумалла мар; кам мӗн ҫиет, сирӗн пӗр ҫавна ҫеҫ хатӗрлеме юрать.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Моисей Турра каланӑ: фараон [Египет патши] патне кайса Израиль ывӑлӗсене Египетран илсе тухмашкӑн кам вара эпӗ? тенӗ.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Лешӗ каланӑ: сана кам пирӗн пуҫлӑх, пирӗн тӳре туса лартрӗ? [ӗнер] Египет ҫыннине вӗлернӗ пек, мана та вӗлерме шухӑшламастӑн пулӗ-ҫке? тенӗ.
Тух 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лапчӑнчӗ вӑл, выртрӗ, арӑслан пек, арӑслан ами пек выртать: ӑна кам тӑратайӗ?Преклонился он, лег, как лев и как львица: кто поднимет его?
Пулт 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӗншӗн тесессӗн сурӑх кӗтекен кирек кам та Египет ҫыннисемшӗн ирсӗр, тенӗ.
Пулт 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӗсем Иосиф ҫурчӗн пуҫлӑхӗ патне пынӑ та пӳрт алӑкӗ умӗнче унпа сӑмах тапратса 20. каланӑ: эй ырӑ хуҫамӑр, итле-ха: эпир унччен те тырӑ илме килнӗччӗ, 21. ун чухне ҫакӑн пек пулса тухрӗ: ҫӗр каҫма чарӑнтӑмӑр та, хамӑр михӗсене салтрӑмӑр та — акӑ кашнийӗн миххинче, ҫиелтех, хӑйӗн кӗмӗлӗ, кӗмӗлӗ эпир виҫсе панӑ чухлехчӗ, эпир ӑна хамӑр аллӑмӑрпах каялла тавӑрса паратпӑр; 22. тырӑ илме вара эпир урӑх кӗмӗл илсе килтӗмӗр, унччен пирӗн кӗмӗле пирӗн михӗсене кам чиксе янине эпир пӗлместпӗр, тенӗ.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Исаак темӗн тӗрлӗ хытӑ чӗтӗресе кайнӑ та каланӑ: [ман валли] кайӑк тытса килекенӗ, мана кӳрсе параканӗ кам пулчӗ вара? эпӗ эсӗ киличчен пурне те ҫирӗм, эпӗ ӑна пиллерӗм; ӗнтӗ вӑлах пиллӗхлӗ пулать, тенӗ.
Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Исаак вара, ашшӗ, ӑна: кам эсӗ? тенӗ.
Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗ каланӑ: эпӗ кунтах; ывӑлӑм, эсӗ кам? тенӗ.
Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
65. Вӑл чурана каланӑ: хир тӑрӑх пире хирӗҫ килекен ҫын кам вӑл? тенӗ.65. И сказала рабу: кто этот человек, который идет по полю навстречу нам?
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Эпӗ унран ыйтса: [кала-ха мана,] эсӗ кам хӗрӗ? терӗм.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Тӗвисем ӗҫсе тӑрансассӑн, ҫав ҫын хӗре ҫур сикль таякан ылтӑн алка тата аллисене тӑхӑнмашкӑн вунӑ сикль таякан икӗ ылтӑн сулӑ кӑларса панӑ; 23. [вара унран ыйтса] каланӑ: кала-ха мана, эсӗ кам хӗрӗ? санӑн аҫу килӗнче пире ҫӗр каҫма вырӑн пулмӗ-ши? тенӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Авимелех [ӑна] каланӑ: ҫакна кам тунине пӗлместӗп, хӑв та мана каламарӑн: эпӗ ун ҫинчен халиччен те илтмен-ҫке, тенӗ.
Пулт 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.