Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Тух 2

Раздел: Библи –> Тухни

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.03.28 10:28

Предложений: 33; Слово: 514

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Левий йӑхӗн пӗр ҫынни кайнӑ та ҫав йӑхранах хӑйне валли арӑм илнӗ. 2. Арӑмӗ йывӑр ҫын пулнӑ та ывӑл ача ҫуратнӑ, ачи питӗ илемлине кура ӑна виҫӗ уйӑх пытарса усранӑ; 3. анчах тата ытларах пытарса усрайман, ҫавӑнпа хӑмӑш лӑпӑ илнӗ те ӑна асфальтпа, сӑмалапа сӑмалаланӑ, ачине ҫавӑнта вырттарса шыв хӗрринчи хӑмӑшлӑха кайса лартнӑ; 4. ача аппӑшӗ ӑна мӗн пулассине аякран сӑнаса тӑнӑ. 5. Акӑ фараон хӗрӗ шыв хӗррине ҫӑвӑнма аннӑ, унӑн тарҫӑ хӗрӗсем ҫыран хӗрринче уткаласа ҫӳренӗ. Вӑл хӑмӑшлӑхра пӗр лӑпӑ курнӑ та ӑна хӑйӗн хӗр чурине ярса илтернӗ. 6. Уҫса пӑхнӑ та курах кайнӑ: акӑ [лӑпӑра] ача йӗрсе выртать; [фараон хӗрӗ] ачана хӗрхеннӗ, вӑл: ку еврей ачи, тенӗ. 7. Вара ача аппӑшӗ фараон хӗрне каланӑ: еврей арӑмӗсем хушшинчен сан патна кӑкӑр ӗмӗртекен чӗнсе килес мар-и? вӑл сана ача ӳстерсе парӗ, тенӗ. 8. Фараон хӗрӗ ӑна: чӗнсе кил, тенӗ. Хӗр кайнӑ та ача амӑшнех чӗнсе пынӑ. 9. Фараон хӗрӗ ӑна каланӑ: ҫак ачана ил те мана ӳстерсе пар; эпӗ сана тӳлӗп, тенӗ. Арӑм ачана илнӗ те ӑна пӑха пуҫланӑ. 10. Ача ӳснӗ, арӑм ӑна фараон хӗрӗ патне илсе пынӑ, ҫак ача фараон хӗрӗшӗн ывӑлӗ вырӑннех пулнӑ, вӑл ӑна Моисей тесе ят хунӑ, мӗншӗн тесессӗн эпӗ ӑна шывран кӑлартӑм, тенӗ вӑл.

11. Чылай вӑхӑт иртсессӗн, Моисей ӳссе ҫитӗнсессӗн, ҫапла пулнӑ: вӑл хӑйӗн тӑванӗсем [Израиль ывӑлӗсем] патне тухнӑ та вӗсем йывӑр ӗҫ ӗҫленине курнӑ; вӑл хӑйӗн пӗр тӑванне [Израиль ывӑлне], пӗр еврее, Египет ҫынни хӗненине курнӑ. 12. Вӑл унталла-кунталла пӑхкаласа илнӗ те, никам та ҫуккине кура, Египет ҫыннине вӗлерсе хӑйӑр ӑшне пытарнӑ. 13. Тата тепӗр кунне тухнӑ та вӑл — акӑ икӗ еврей ҫапӑҫать; вӑл кӳрентерекеннине каланӑ: мӗншӗн эсӗ хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна хӗнетӗн? тенӗ. 14. Лешӗ каланӑ: сана кам пирӗн пуҫлӑх, пирӗн тӳре туса лартрӗ? [ӗнер] Египет ҫыннине вӗлернӗ пек, мана та вӗлерме шухӑшламастӑн пулӗ-ҫке? тенӗ. Моисей хӑраса ӳкнӗ те: ку ӗҫ ҫинчен пӗлеҫҫӗ иккен, тенӗ. 15. Ҫав ӗҫ ҫинчен фараон илтнӗ те Моисее вӗлересшӗн пулнӑ.

Анчах Моисей фараон патӗнчен тухса тарнӑ та Мадиан ҫӗрне ҫитсе ӳкнӗ, [Мадиан ҫӗрне ҫитсессӗн] пӗр пусӑ патне ларнӑ. 16. Мадиан священникӗн ҫичӗ хӗр [пулнӑ], [вӗсем хӑйсен ашшӗн Иофорӑн сурӑхӗсене кӗтсе ҫӳренӗ]. Вӗсем пынӑ та хӑйсен ашшӗн [Иофорӑн] сурӑхӗсене шӑвармашкӑн шыв ӑсса валашкасене тултарнӑ. 17. Акӑ кӗтӳҫӗсем ҫитнӗ те вӗсене хӑваласа янӑ. Моисей тӑнӑ та хӗрсене хӳтӗленӗ, [шыв ӑсса] вӗсен сурӑхӗсене шӑварнӑ. 18. Хӗрӗсем Рагуил патне, хӑйсен ашшӗ патне, таврӑннӑ, вӑл [вӗсене]: мӗншӗн эсир паян питӗ ир килтӗр? тенӗ. 19. Вӗсем каланӑ: темӗнле Египет ҫынни пире кӗтӳҫӗсенчен хӳтӗлерӗ, ҫитменнине тата пире шыв ӑсса пачӗ, [пирӗн] сурӑхсене шӑварчӗ, тенӗ. 20. Вӑл хӑйӗн хӗрӗсене каланӑ: ӑҫта вӑл ҫын? эсир ӑна мӗншӗн пӑрахса хӑвартӑр? чӗнсе килӗр ӑна, вӑл ҫӑкӑр ҫитӗр, тенӗ. 21. Моисее ҫак ҫын патӗнче пурӑнма килӗшнӗ; вӑл Моисее хӑйӗн хӗрне, Сепфорӑна, качча панӑ. 22. Арӑм [йывӑр ҫын пулнӑ та] ывӑл ача ҫуратнӑ; [Моисей] ӑна Гирсам ятлӑ хунӑ, мӗншӗн тесессӗн эпӗ ют ҫӗрте пурӑнакан ҫын пултӑм, тенӗ вӑл. [Татах йывӑр ҫын пулса, Сепфора тепӗр ывӑл ҫуратса панӑ; Моисей ӑна Елиезер ятлӑ хунӑ, вӑл: аттемӗн Турри манӑн пулӑшаканӑм пулчӗ те мана фараон аллинчен хӑтарчӗ, тенӗ.]

23. Чылай вӑхӑт иртсессӗн Египет патши вилнӗ. Йывӑр ӗҫе тӳсеймесӗр Израиль ывӑлӗсем йынӑшнӑ, ахлатса йӗнӗ, вӗсем йӗни Турӑ патне ҫитнӗ. 24. Турӑ вӗсем йынӑшнине илтнӗ те Хӑй Авраампа, Исаакпа тата Иаковпа пӗрле хывнӑ халалне асне илнӗ. 25. Турӑ Израиль ывӑлӗсене курнӑ, Турӑ вӗсене хӗрхеннӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней