Поиск
Шырав ĕçĕ:
20. Египет ҫӗрне парӑнтарсассӑн, ҫӗр хӗрӗх виҫҫӗмӗш ҫулта вӑл каялла таврӑннӑ та, Израиль халӑхне хирӗҫ кайса, Иерусалима вӑйлӑ ҫарпа пырса кӗнӗ; 21. мӑнаҫланса, мӑшкӑлласа, вӑл Турӑ Ҫуртнех кӗнӗ, ылтӑнран тунӑ парне вырӑнне, ҫутаткӑҫпа унӑн пӗтӗм савӑтне, 22. парне ҫӑкӑрӗ хумалли сӗтеле, ылтӑн куркасене, чашӑксене, ылтӑн тӗтӗркӗчсене, чаршава, ылтӑн кӑшӑлсене, Ҫурт тулашӗнчи ылтӑн эрешсене илнӗ, пӗтӗмпех ҫаратса тухнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Унӑн сулхӑнӗнче ларнисем каялла таврӑнӗҫ, вӗсен ҫӑкӑрӗ ытлӑ-ҫитлӗ пулӗ, вӗсем ӗнтӗ иҫӗм авӑрӗ пек чечекленӗҫ, Ливан эрехӗ пек чаплӑ пулӗҫ.
Ос 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Тата каларӗ мана: акӑ Эпӗ Иерусалимра ҫӑкӑр тӗрекне аркатӑп та, вара ҫӑкӑра виҫепе те хуйхӑра-хуйхӑра ҫийӗҫ, шыва та виҫепе те куляна-куляна ӗҫӗҫ, 17. мӗншӗн тесессӗн вӗсен ҫӑкӑрӗ те, шывӗ те ҫителӗксӗр пулӗ: вӗсем пӗр-пӗрин ҫине сехӗрленсе пӑхӗҫ, хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсем пирки типсе ларӗҫ, терӗ.
Иез 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Мӗскӗнӗн ҫӑкӑрӗ — унӑн пурӑнӑҫӗ вӑл; ҫавна туртса илекен — юнӗҫен вӑл.21. Хлеб нуждающихся есть жизнь бедных: отнимающий его есть кровопийца.
Сир 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Кӗвӗҫ куҫ ҫиес ҫӑкӑрӗ ҫине те кӗвӗҫсе пӑхать, ӗҫми-ҫими тӗлӗшӗнчен те хӑрӑнса пурӑнать.10. Злой глаз завистлив даже на хлеб и в столе своем терпит скудость.
Сир 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ӗҫлекен, ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнакан ҫын ҫӑкӑрӗ ҫук пулин те ӗҫсӗр мухтанса ҫӳрекен ҫынран аванрах.
Сир 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эсир кӑлӑхах ир тӑратӑр, ҫӗрлеччен ларатӑр, хурлӑх ҫӑкӑрӗ ҫиетӗр, юратнӑ ҫыннине ҫывӑрнӑ чухнех мӗн кирлине парать Вӑл.
Пс 126 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вӑл ҫӳлти пӗлӗтсене хушнӑ та тӳпе алӑкӗсене уҫнӑ — 24. вӗсем ҫине апат валли манна ҫутарнӑ, вӗсене тӳпе ҫӑкӑрӗ панӑ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ пӗри тепӗрине тӗлӗк каласа парать: мадиансен тапӑрӗ тӑрӑх ҫап-ҫавра урпа ҫӑкӑрӗ кусса пырать пек, чатӑр патне ҫитрӗ те ҫавӑ, ӑна вирлӗн кӑна пырса ҫапӑнчӗ те тӳнтерсех ячӗ, чатӑр салансах кайрӗ, тет.
Тӳре 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Анчах Гаваон ҫыннисем, Иисус Иерихонпа Гай хулисене епле пӗтерсе тӑкни ҫинчен илтсессӗн, 4. акӑ мӗнле чеелӗх тупнӑ: ашакӗсем ҫине ҫул валли кивӗ михӗсемпе ҫӑкӑр янтӑласа хунӑ, ҫӗтӗлсе пӗтнӗ, саплӑклӑ тир хутаҫпа эрех илнӗ; 5. ури сырри те вӗсен кивӗ, саплӑклӑ пулнӑ, ҫийӗнчи тумтирӗсем те ҫӗтӗк пулнӑ; ҫул ҫине илнӗ ҫӑкӑрӗ те пӗтӗмпех типсе-кӑвакарса кайнӑскер, [тӗпренсе] пӗтнӗскер пулнӑ.
Нав 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Унпа пӗрле эсӗ йӳҫӗтсе пӗҫернине ан ҫи; унпа пӗрле ҫичӗ кун тутлӑлла ҫӑкӑр, инкек ҫӑкӑрӗ, ҫи, Египет ҫӗрӗнчен санӑн питӗ васкаса тухма тивнӗ, ҫапла санӑн хӑв Египет ҫӗрӗнчен тухнӑ куна мӗн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех асӑнта тытса тӑмалла пултӑр; 4. ҫичӗ кун хушши санӑн пӗтӗм ҫӗрӳ ҫинче йӳҫӗтсе пӗҫерни нимӗн те пулмалла мар, пӗрремӗш кун каҫхине кӳнӗ парне ашӗнчен те ирччен нимӗн те юлмалла мар.
Аст 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тапӑрӑн ҫула тапранса тухмалла пулсассӑн, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем кӗрӗҫ те, хупӑрласа тӑракан чаршава илсе, унпа Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчине витӗҫ; 6. унтан ун ҫине кӑвак тӗслӗ сӑрантан тунӑ ҫивитти витӗҫ, ҫиелтен пӗтӗмӗшпе сенкер ҫӑмран тунӑ вителӗк витӗҫ, вара каштисене тӑхӑнтартса хурӗҫ; 7. Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсен сӗтелне те сенкер ҫӑмран тунӑ виткӗчпе витӗҫ, ун ҫине чарисене, тирӗкӗсене, чашӑкӗсене, ӑсса ямалли куркисене лартӗҫ; ун ҫинче яланхи ҫӑкӑрӗ те пулмалла; 8. вӗсем ҫине йӑмӑх хӗрлӗ виткӗч витӗҫ, ӑна ҫиелтен тата кӑвак тӗслӗ сӑрантан тунӑ ҫивиттипе витӗҫ те каштисене тӑхӑнтартса хурӗҫ; 9. унтан сенкер ҫӑмран тунӑ виткӗч илӗҫ те ҫутаткӑҫа, унӑн лампадисене, хӗскӗчӗсене, ӑскӑчӗсене тата ун таврашӗнче тыткалакан йывӑҫ ҫӑвӗ ямалли мӗнпур савӑтне витсе хурӗҫ; 10. унтан вара ӑна, унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне кӑвак сӑрантан тунӑ ҫивиттипе витӗҫ те ҫӗклевӗҫ ҫине лартса хурӗҫ; 11. ылтӑнран тунӑ парне вырӑнӗ ҫине те сенкер ҫӑмран тунӑ виткӗч витӗҫ, унтан ӑна кӑвак сӑрантан тунӑ ҫивиттипе витсе хурӗҫ те каштисене тӑхӑнтартса ярӗҫ.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.