Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ваткӑллӑ курткӑпа ваткӑллӑ шӑлавар тӑхӑннӑ ача связистсен пӳрчӗ патӗнчен площадка ҫине калла-малла чупкаласа иртет.В своей ватной куртке и штанах паренек озабоченно метался от дома связистов к площадке и обратно.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Чупкаласа ҫӳренӗ хыҫҫӑн, вӑл сӗтел кӗтессине, Ольга ҫумне ларчӗ, хутӑштарнӑ спирт черккине ҫӗклерӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Канцеляри ҫӳп-ҫапӗпе тулнӑ пушӑ пӳлӗмсенче ҫар ҫыннисем — ҫуртӑн ҫӗнӗ хуҫисем чупкаласа ҫӳреҫҫӗ.В опустевших комнатах с канцелярским мусором на полу распоряжались военные — новые хозяева здания.
Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Темиҫе пинлӗ халӑх хумӗ хушшинче ват стариксен шурӑ ҫӳҫӗсемпе хӗрлӗ, кӑвак, шурӑ тутӑрсем курӑнаҫҫӗ, ҫитӗннисем хушшинче ҫара ураллӑ, шурӑ ҫӳҫлӗ ачасем чупкаласа ҫӳреҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Суранланнисем хушшинче пысӑк мӑйӑхлӑ та яштака пӳллӗ фельдшер чупкаласа ҫӳрет.Среди раненых бегал фельдшер с большими усами и стройным телом.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Ҫынсем уҫланкӑ тӑрах хавассӑн чупкаласа ҫӳреҫҫӗ, калаҫаҫҫӗ, кӑшкӑрашаҫҫӗ; йӗри-тавра пуртӑ сасси янӑрама пуҫларӗ.Поляна наполнилась людьми, говором, криками и стуками топоров.
Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Хӗрелсе кайнӑ хӗрсем кӗпе вӗҫҫӗн, пуҫӗсем ҫине тутӑр ҫеҫ уртса, пӳртрен пӳрте чупкаласа ҫӳреҫҫӗ.
Скатерть-самобранка // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Алеша парта хушшинче аллисемпе питне хупласа ларать, Петька-карма ҫӑвар, ним тума пӗлмесӗр, класс тӑрӑх чупкаласа ҫӳрет:Алеша сидел на парте, закрыв лицо руками, а Петька метался по классу и кричал:
Миша такӑнчӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Ҫумӑр чарӑнчӗ, хӗвел пӑхать, илсе тухӑр-ха вӗсене килхушшине, унта хӑйсем чупкаласа ҫӳрӗҫ, вылӗҫ, эсир астуса ҫеҫ тӑрӑр.
Шавлӑ халӑх // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Алӑкӑн тул енче, коридорта, такам чупкаласа ҫӳрени, кӑшкӑрашни илтӗнсе кайрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Генерал тыткӑна лекнисен умӗнче чупкаласа, тискерӗн кӑшкӑрма тытӑнчӗ, вӑл кускаласа ҫӳренине кура, унӑн ӑшчикне пӗтӗмпех вут хыпса илнӗ тейӗн.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Вӑл тӗттӗм пурара пӗрре чупкаласа ҫаврӑнать, тепре каллех чӳрече шӑтӑкӗ патне пырса ҫыпҫӑнать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
— Ара, ыратнипе эпӗ вите тӑрӑх чупкаласа ҫӳрерӗм.
LXXI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Уҫланкӑ тӑрӑх йӗнерленӗ лаша каллӗ-маллӗ чупкаласа ҫӳренӗ.
XLIX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Анчах Динго хаярланса мар, йынӑшса чупкаласа ҫӳренине курчӗ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Хӗрарӑма кровать ҫине вырттарнӑ, лайӑхрах вырнаҫтарасшӑн пулса ун йӗри-тавра ҫынсем чупкаласа ҫӳренӗ.Женщину уложили в кровать, а вокруг нее бегали люди, чтобы дать ей лучший уход.
3. Ҫӗнӗ ҫын // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.
Хӗрлӗ Ҫар артиллерийӗ хула ҫине кӗтмен ҫӗртен сасартӑк пеме пуҫланӑ пирки пурте ним тума пӗлмесӗр чупкаласа ҫӳреҫҫӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫӗтӗк кӗрӗк пиншак тата лапчӑнса пӗтнӗ кӑҫатӑ тӑхӑннӑ колхозникпа тӗксӗмрех сӑн-питлӗ хура ҫӳҫлӗ яштака каччӑна нихӑшӗ те асӑрхаймарӗҫ.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ҫиелтен сеҫ тумланнӑ карчӑкпа старик, нимӗн тума пӗлмесӗр, пӳртре каллӗ-маллӗ чупкаласа ҫӳреҫҫӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Кивӗ шинель тӑхӑннӑ пӗр сарӑ ҫӳҫлӗ ҫамрӑк хӗрарӑм, аллине пушӑ тытнӑскер, турта хушшинче тӑвармасӑр выртакан лаша тавра, нимӗн тума пӗлмесӗр, хыпӑнса чупкаласа ҫӳрет.
Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ача-пӑчасем те, хӑйсен теттисене пытарас тесе, ун-кун чупкаласа ҫӳреҫҫӗ, пӗрисем сарайне, теприсем мачча ҫине пытараҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.