Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тупсӑмне (тĕпĕ: тупсӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ана пӗлнинчен медицина пуласлӑхӗ, ҫынна сыхласа хӑварасси тата ытти нумай япаласен тупсӑмне пӗлесси те килет.

А от этого целиком зависит медицина будущего, сохранение человека как вида и еще многое другое.

Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Улӗмрен, ҫак ылханлӑ чикӗсем ҫухалсан тата ытти вилсе пӗтеймен ӑнланусем ҫухалсан, пирӗн ӑрусем тупсӑмне шыраса тупӗҫ.

Наши потомки разберут это дело, когда исчезнут проклятые эти границы.

Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

Вӑл вагонсене шутласа тухма ӑс ҫитерет те йӑнӑш тупсӑмне тупать.

Он начинает считать вагоны и выясняет ошибку.

Тӑххӑрмӗш вакун // Аҫтахар Плотников. Михаил Задорновӑн «Девятый вагон» калав куҫарӑвӗ

Хакиме йӗркипе сутса тухрӗ, кайран тупсӑмне пӗлтерчӗ: вӑл та пулин уретникпе страшниксем.

Хакиме наконец «продала» всех девушек и назвала ответ загадки: это были урядник со стражниками.

XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тупсӑмне ҫапах пӗлеймерӗр иккен-ха.

— Так, никто не знает, — развеселилась Хакиме.

XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Зоя ҫине тӑрса ӗҫлеме, пӗр-пӗр япалан ҫав тери тарӑна вырнаҫса юлнӑ тымарӗсене шырама, ӗҫӗн тупсӑмне тупма, хӑй тытнӑ тема ӑшне путсах кӗрсе кайма пӗлни маншӑн ҫӗнӗ япала марччӗ.

Да, для меня не было новостью, что Зоя умеет работать серьезно, добираться до самых глубоких источников, до самой сути дела, умеет уходить в свою тему с головой.

Пысӑк виҫе // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Шанчӑк пур чухне, — ҫын ҫапла-ҫке, — хӑвачӗ ҫитмесен, хевтипе те пулин пикенсе ӗҫлет, тӑрмашать, талпӑнса малалла та малалла туртӑнать, хӑй ӗмӗчӗн тупсӑмне ҫитересшӗнех пулать.

Когда у человека есть цель, он, даже если недостает сил, на одном энтузиазме выезжает, хлопочет, рвется вперед, к осуществлению своей мечты.

ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шерккей пынӑ вӑхӑтра вӑл каҫ курнӑ тӗлӗк тупсӑмне тӗпчесе пӗлнӗ те-мӗн, хӑйсен умне тумлансах тухса ларнӑ.

Едва Шерккей переступил порог ее дома, она приготовилась — сидела уже одетой, ждала его.

XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫак йывӑр задачӑн тупсӑмне шутласа тупас тесе, унӑн пуҫ мими йывӑррӑн ӗҫлет, акӑ юлашкинчен вӑл ҫав тупсӑма шыраса та тупрӗ.

Его мозги тяжело работали над трудной задачей, с которой он и справился наконец.

Элекҫӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Халӗ ӗнтӗ вӑл, ытларах та ытларах кунӗленсе-парӑнса, пурнӑҫпа ҫыхӑнса тӑракан таса та этемле поэзи вӑрттӑнлӑхӗн тупсӑмне тупма вӗренсе пырать.

Она все больше смирялась и все больше училась постигать нехитрую тайну непосредственной и чистой безыскусственной поэзии.

VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Эс сӑмахсене ӑнланаймӑн, анчах ӗҫӗн тупсӑмне ӑнланатӑн.

Зная, что ты не понимаешь слов, но понимаешь дело.

II. Мужик ӑс-тӑнӗ полководец пӗлнин тӗшне тӑрать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ҫав питех те паха шухӑша, хӑйӗн тӗп тупсӑмне татса парайман тӗнчери геологи наукине паянхи кунчченех канӑҫ паман шухӑша, Жюль Верн чӑннипех пысӑк вырӑна хурса, «Ҫӗр варрине кайса ҫӳрени» ятлӑ хӑйӗн ҫак романне ҫырнӑ.

Эту чрезвычайно важную мысль, мысль и на сегодняшний день не дающую покоя мировой геологической науке, пока еще не справившейся с основной своей проблемой, справедливо оценил Жюль Верн, посвятив ей свой роман «Путешествие к центру Земли».

Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.

Паллах ӗнтӗ, ҫав юмахсенче пуринчен ытла чи тӗлӗнмелле, хӑрушӑ та тискер, мӗн авалтанпах этеме шухӑша яракан, хӑйӗн тупсӑмне шыраттаракан япаласем палӑрса юлнӑ.

При этом естественно, что главным образом отразились явления наиболее удивительные, катастрофические, поражавшие человека с древнейших времен и заставлявшие искать своего объяснения.

Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.

Пурте американец совет йӗркисемпе совет ҫыннисен тупсӑмне ӑнланса илме тӑрӑшнинчен пуҫланчӗ.

Началось с того, что американец решил выяснить, что же такое в сущности советский строй, советские люди.

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Тӳрех калас пулать, ун чух вӑл ӑна ӑнланса илеймерӗ, халь кӑна, кирлӗ мар чухне, вӑл унӑн тупсӑмне тупрӗ.

Да так и не понял, признаться; и только теперь, когда это уже не нужно ему, добрался до самой сути дела.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Темиҫе сӑмах каларӗ те Мичурин вӗрентӗвӗн тӗп тупсӑмне кӑларса хучӗ».

 — Несколько фраз сказала — и выложила самую сущность мичуринского учения».

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Халӑх хушшинчи калаҫӑвӑн тупсӑмне сире валли палӑртса парас тесе, эпӗ сире ҫак факт ҫинчен пӗлтересси хамӑн тивӗҫ тесе шутларӑм.

Я счел долгом сообщить вам об этом факте, чтобы уяснить для вас характер разговоров в массе.

10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Пурнӑҫри тӗрӗсмарлӑхсен тупсӑмне ыттисенчен ытларах чухлакан Микула, ҫак йывӑр вӑхӑтра халӑхсен интересӗсене хутӗлесе, Михха чеелӗхне тӑрӑ шыв ҫине кӑларать.

Помоги переводом

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вырӑс революционерӗпе, Кузнецов рабочипе, паллашни ӑна канӑҫ памӑн шухӑшсен тупсӑмне тупма пулӑшать.

Помоги переводом

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗнпур экипажа тӑхӑр уйӑх хушши асаплантарнӑ документсен тупсӑмне пурте пӗлесшӗн пулчӗҫ.

Всем хотелось узнать разгадку тайны, мучившей весь экипаж в течение долгих девяти месяцев.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней