Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑнпа Помпейпа Лепид, алла-аллӑн тытӑнса халӑх хушшипе иртнӗ чух, хӑйсен майлисене лӑпланма, йӗркелӗх тытма чӗнчӗҫ.
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Никам ҫӗнтерейми Суллӑпа унӑн тусӗсене турӑсем хӳтӗлеччӗр! — терӗ Валерия, лӑпланма пуҫласа.
VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Лӑпланма пӗлмен Нюра шӑпах пулнишӗн Костя савӑнать.
Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Ҫакна йӑлтах курса тӑнипе Костя лӑпланма ҫук салху пулса кайрӗ, вӑл хӑй те йӗрсе ярас патнех ҫитет, анчах ҫак вӑхӑтра ҫӳлте хӑрӑлти хулӑн сасӑпа гудок мӗкӗрсе ярать; Лелька амӑшӗн чӗркуҫҫийӗсем ҫумне лӑпчӑнать, амӑшӗ хыпӑнса ӳкет: вӗсен тухса юлмалла.
Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Паныч ниепле те лӑпланма пӗлмест.
IV // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Арто лӑпланма пӗлмесӗр вӗрчӗ, ҫыран хӗррипе сиккелеме пуҫларӗ.
III // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Вӑл лӑпланма, лайӑхрах шухӑшласа пӑхса ҫирӗп решени йышӑнма хӑтланчӗ.Он пытался успокоиться, сосредоточиться, привести свои мысли в порядок.
16 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Витязь канма, лӑпланма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Таҫта, тепӗр вӗҫӗнче, хӗрарӑм сасси пӗчӗк ачана лӑпланма ӳкӗтлет, тепӗр вӗҫӗнче харлаттарсах ҫывӑраҫҫӗ.Где-то в конце его женщина уговаривает малыша утихомириться, в другом конце дружно храпят.
67 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Переменӑра, куҫӗсене хавассӑн ҫутӑлтарса, Король ачасене: — Лӑпланма пултаратӑр, ку юлашки хут пулчӗ, — тенӗ.На перемене, весело блестя глазами, Король сказал: — Будьте спокойны, последний раз.
56 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Эпӗ хам стакана ҫывӑхарах сиктертӗм, Костик вырӑнне лартӑм та, Колышкина лӑпланма вӑхӑт парас тесе, васкамасӑр чей ӗҫме тытӑнтӑм.
50 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Акӑ ӗнтӗ ҫил пӑртакках лӑпланма пуҫларӗ.
Тинӗс пырӗнчи тӗлпулу // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Каҫхине, ачасем ҫывӑрма выртнӑ чух, вӑл, лӑпланма пӗлмен нянька пекех, пӗтӗм спальнӑна юлашки хут пӑхса тухатчӗ: пӗринне утиялне шалалла чиксе хурать, тепринне минтерне тӳрлетет.
14 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Каҫ-кӳлем, ак (ӗнтӗ клевер ҫинче ҫӳресе тӑраннӑ ӗнесене те паҫӑрах хуралтӑсене хӑваласа таврӑнса хупрӗҫ пуль, кӗтрӗҫ-кӗтрӗҫ пуль те Нинӑна тантӑшӗсем каҫхи сӑвӑма та хӑйсемех суса пӗтерчӗҫ пуль), ҫил лӑпланнӑҫемӗн лӑпланма тытӑнсан, чӗрери пур пек шанӑҫа та сивлекпе пусӑрӑнтарса, тӳпе тӑрри ҫӑралнӑҫемӗн ҫӑралма, пушшех те чунсӑрланма ташратрӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Малтан Ильсеяр ӑна итлемерӗ те темелле, ҫапах та унӑн ачаш сӑмахӗсем майӗпен Ильсеяр кӑмӑлне ҫемҫетрӗҫ, вара вӑл лӑпланма пуҫларӗ.
XV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Вӑл лӑпланма пӗлмесӗрех юрлама юратакан яштака пӳллӗ, типшӗм Розкӑна ытларах кӑмӑллать, Розка йӳрӗк те хура пӗчӗк йытӑ пекех: кӑтрашкаскер, юнтармӑш, кӑшт ҫӗкленсе тӑракан тути хӗрри ҫинче пӗчӗк ҫеҫ мӑйӑхӗ пур, шӑлӗсем вӗтӗ тата, Ряхинпа вӑл хӑйне хӑй чарусӑр тыткалать, куҫранах ӑна «ешӗл кӑна шкелетик», тесе чӗнет.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Михайль Степанович Бастилие илнине курма кайнӑ; Дрейяк ӑна каҫхине курманнипе, ӑна унта вӗлернӗ, тесе шутланӑ, кун ҫинчен княгиньӑна пӗлтермелли лайӑх мел тупнипе лӑпланма та пуҫланӑ, анчах ҫав вӑхӑтра Столыгин пырса кӗнӗ, хӑй вӑл Бастилие илни ҫинчен ҫӗнӗ хыпар пӗлтерсен, унӑн Версальри тусӗсем мӗнле тӗлӗнесси ҫинчен шухӑшласа, вилес пекех кулнӑ.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Тизана ӑна пулӑшнӑ, вӑл ӗнтӗ, лӑпланма пуҫласа, Тит Ливий кӗнекинче Аслӑ Тарквиние хирӗҫ халӑх епле пӑлханса ҫӗкленни ҫинчен вулама тытӑнасшӑн пулнӑ, анчах ҫав вӑхӑтра сасартӑк пӑшалсенчен харӑс пени илтӗннӗ, тупӑ кӗмсӗртетнӗ, унтан тата тепре, тата тепре хаплаттарнӑ, унтан уйрӑм-уйрӑм пӑшал сассисем шатлатнӑ; вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе параппан сасси, инҫетре тем кӗрлени илтӗннӗ; ҫав кӗрлев те, параппан сасси те, пӑшал сассисем те ҫывхарса килнӗ пекех туйӑннӑ.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Эпӗ лӑпланма, татах шыв ӗҫме ыйтрӑм, унӑн сивӗ те нӳрӗ аллине хамӑн алӑра тытрӑм… вӑл пуҫне усрӗ; ӑна малалла калама питӗ йывӑр пулнӑ пек туйӑнчӗ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Ватӑ дон Родриго хӑйӗн кӗҫӗн ывӑлӗ, Мигель, Алжирти тыткӑнра чухне ниепле те лӑпланма пултарайман.Старый дон Родриго не мог успокоиться, пока его младший сын, Мигель, оставался в алжирском плену.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.