Поиск
Шырав ĕçĕ:
Арҫын ача, Марьянӑн шӑллӗ, халь анчах пӗве патӗнчен чупса килнӗскер, йывӑррӑн сывларӗ, ҫаннисемпе шӑлӑнса, апата кӗтнӗ май аппӑшӗпе амӑшӗ ҫине канӑҫсӑррӑн пӑхкаларӗ.
XXIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Лере, ав, ҫӗтӗк тумтирлӗ, сарлака пит-куҫлӑ тарҫӑ-ногаец, ҫеҫенхиртен хӑмӑш тиесе килнӗскер, есаулӑн анлӑ та таса картишӗнче чӗриклетекен урапине ҫавӑрать те, пуҫӗсене ухакан вӑкӑрсенчен сӳсменӗсене хывса илнӗ май, хуҫипе тутарла калаҫса илет.
V // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Чи малтан аякра-аякра, ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ тӗлте, аллисене сулласа тӑракан пӗчӗкҫӗ этем евӗр-ҫил арманӗпе ҫаврака сӑртлӑхсем патӗнче, ҫӗр ҫийӗн сарлака ҫутӑ сарӑ йӗр шуса иртрӗ; тепӗр минутран ҫавнашкал йӗр кӑшт кунтарах куҫса килчӗ те, сылтӑмалла шуса кайса, сӑртлӑхсене ҫутатрӗ; темле ӑшӑ япала Егорушка ҫурӑмне сӗртӗнчӗ, ҫутӑ ани, хыҫалтан пытанса килнӗскер, кӳмепе лашасем урлӑ сиксе каҫрӗ те ытти ҫутӑ йӗрсене хирӗҫ васкарӗ, вара пӗтӗм сарлака ҫеҫенхир хӑй ҫинчи ҫурма сӗмлӗхе сирсе пӑрахрӗ, кулса ячӗ, сывлӑмпа йӑлтӑртатма тытӑнчӗ.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Пӗр пысӑк тухтӑр, наука ӗҫӗпе — тем сӑлтавпа ӗнтӗ — Парижа кайса килнӗскер, Клод Бернара, чӗрӗ, чӑн-чӑн Клод Бернара хӑй куҫӗпе хӑй курнӑ; ӑна хайӗн чинӗ, орденӗсем тата хӑй сыватакан чаплӑ ҫын ҫинчен каласа кӑтартнӑ, — Клод Бернар вара, ӑна пӗр ҫур сехет хушши пек итленӗ те ҫапла каланӑ: «Медицина ҫитӗнӗвӗсене вӗренме Парижа эсир кӑлӑхах килнӗ, ҫакна тума сирӗн Петербургран тухмалла та пулман»; пысӑк тухтӑр ҫакна аттестат вырӑннех йышӑннӑ, Петербурга таврӑнсан вара Клод Бернар хушаматне талӑкра вунӑ хутран кая мар асӑннӑ, пилӗк хутран кая мар тата: «манӑн тусӑм-ученый» е «манӑн наукӑри чаплӑ юлташӑм» тесе хуша-хуша хунӑ.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӗсем райкомра темиҫе хут ҫеҫ тӗл пулнӑ, пӗр-пӗрне ытларах сӑмах-юмах тӑрӑх анчах пӗлнӗ пулсан та, Тубянскри «Красный луч» колхоз председателӗ Никифор Поляница — хальччен Днепропетровскри металлурги завочӗсенчен пӗринче токарьте ӗҫленӗ ҫӗртен ҫирӗм пилӗк пин шучӗпе килнӗскер — колхоз правлени ҫуртӗнче Давыдова тахҫанхи пӗлӗш-юлташӗ пекех кӗтсе илчӗ:
XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Чӑрмантартӑн-и, чӑрмантармарӑн-и, ҫапах та, пӗр килнӗскер, лар, сана хӑваласа кӑларса яраймӑп.
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Районтан килнӗскер пулмалла.
21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Ҫар ҫынни… фронтран килнӗскер.
24-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ҫар телеграфӗнчен килнӗскер.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ленфронт штабӗ хушнипе М-ов хулине вӗҫсе килнӗскер, вӑл мана пӗр сӑмахсӑрах Ленинграда илсе кайма килӗшрӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗрре, ҫӑлтӑрсем ҫинчен каласа панӑ чух, сасартӑк пӗр вунӑ ҫулхи хӗр ача, кунта нумай пулмасть кӑна килнӗскер, шӑппӑн та хурлӑхлӑн, пӗтӗм чун-чӗрене хускатса: — Эп ӗнтӗ нихҫан та ҫӑлтӑрсене курас ҫук… — тесе хучӗ.
30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пин-пин километр килнӗскер, юлашки метрсем юлсан, такӑнтӑм, пӳлӗнсе лартӑм.Тысячи километров проехала, а на последних метрах споткнулась и застряла.
20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Хӑнана килнӗскер, кӳршӗре пурӑнать.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпир тени ӗнтӗ пӗри Валя пулать, ҫакӑн пек чыслӑ куна йӑлтӑр симӗс галстук ҫакса килнӗскер, тепри инженер-строитель Таня Величко, вӑл халь ҫӳлӗ те тулли хӗрарӑм пулса кайнӑ, тата Иван Павлыч патӗнче вӗреннӗ ҫамрӑксем, пирӗн вӑхӑтра вӗсем кӗҫӗннисемччӗ-ха, ун чухне ҫын тесе те шутламан эпир вӗсене.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тен, ҫураличченех мана ытлашши, ӑнсӑртран килнӗскер вырӑнне картнӑ пулас.Еще до рождения меня, должно быть, считали какой-то лишней, нечаянной.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Йӗпеннӗ лапсӑркка ҫӗлӗкне хывса, шальне салтса, шинелне хывса пӑрахсан, килнӗскер ҫамрӑк та яштака, хура мӑйӑхлӑ гусар пулса тӑнӑ.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Станцинче, смотритель ҫуртӗнче (ун ҫинчен эпир маларах каланӑччӗ) кӗтесре пӗр лӑпкӑ та чӑтӑмлӑ сӑн-сӑпатлӑ, пуштӑ трактӗнче хыттӑн калаҫма пултарайман ҫын, те разночинец, те ют ҫӗршывран килнӗскер, ларать.
XI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
1932 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче ҫут тӗнчене килнӗскер выляса-кулса ӳсеймен.
Пысӑк хулара ҫуртсем ҫӗкленӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.17
1958 ҫулта ҫут тӗнчене килнӗскер, хӑйӗн пурнӑҫне вӑл ял хуҫалӑхӗпе ҫыхӑнтарнӑ.
Тинӗссем тӑрӑх, хумсем ҫийӗн // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29
— Хаяр вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, 1944 ҫулти кӑрлачра, Анатри Панкли лӗнчи Пимен Кондратьевич ҫуртӗнче Илле Васильевич Васильев вӑрҫӑран инвалид пулса килнӗскер атӑ-пушмак мастерскойӗ уҫать.
Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18